Кам вăл — «пуринчен те лайăххи»?
Раççей телекуравĕн пĕрремĕш каналĕпе Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех!» проекта куракансем малтанхи кăларăмсенченех килĕштерме тытăннă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ программа «сенкер экран» çине тухсан кăларăма пăхакансем Шупашкарта пурăнакан тĕлĕнмелле ачапа паллашнă. Пилĕк çулти Лев Гренадерский шоу-бизнес çăлтăрне Галкина географи хутлăхĕнчи пĕлĕвĕпе тĕлĕнтернĕччĕ. Пĕчĕкскер тĕнчери çĕршывсен ялавĕсене уйăрни, Азири тинĕссене /пурĕ — 44/ атлассăрах каласа тухни, Курил утравĕсем Раççей йышĕнчех юлнишĕн хĕпĕртесе хăйĕн шухăшне палăртни, ахăртнех, шÿт паллă ăстине кăна мар, чылайăшне анратса янăччĕ.
«Лучше всех» медале тивĕçнĕ Лев «экран хыçĕнче» мĕнлерех ача? Аталану çул-йĕрĕ çинче тата мĕнле çитĕнÿсемпе палăрать вăл? Кăларăм хыççăн ăна вĕрентÿ хутлăхĕнче ĕçлекенсем асăрханă-и? Çак тата кăсăклантаракан ытти ыйту хуравне тупма Гренадерскисен çемйине çитсе килтĕмĕр.
Стена тулли — географи картти
Хваттер алкумĕнче стена çинче тем пысăкăш карта çакăнса тăнине асăрхасан тĕлĕнмерĕм — урăхла пуласса шухăшламан та. Левăн пÿлĕмĕнче те, ытти çĕрте те вырнаçнă унашкал «тупра» — çемьере географие шĕкĕлчекен пурри тÿрех сисĕнет. Чăн та, «ăслă» ÿкерчĕксене «вулама» пĕлекенни шкул ÿсĕмне çитмен ача пулнине пуçа шăнăçтарма çăмăлах мар.
— Тантăшусем азбукăна та пурте пĕлмеççĕ-тĕр, эсĕ вара ав еплерех «теттесене» кăмăллатăн, — сăмах пуçаратăп ăшшăн сывлăх суннă хыççăн хăйĕншĕн хаклă пухмачпа паллаштарма пикеннĕ Левăпа.
Арçын ача килĕшнĕн йăл кулать те хăйне географисĕр пуçне те темĕн те илĕртнине — задача шутлама, ташлама, футболла выляма килĕшнине — пĕлтерет. Пирĕн калаçăва уçă кăмăллă ачан амăшĕ Милана Евгеньевна хутшăнать:
— Лева çитĕнĕвĕсенчен пĕрне те аслисем вăйпа вĕрентни пек хакламалла мар. Унăн пĕлĕвĕ — хăйĕн туртăмĕпе пулса пыракан утăмсем. Ĕненĕр: çитĕннĕ çын хушнипе, çирĕп ыйтнипе çавăн чухлĕ пĕлме, ас туса юлма май та çук. Калăпăр, географи хăш-пĕр субъекчĕн ятне, сăмахран, калама чĕлхе хуçăлать, Левăшăн пулсан вара — нимĕнле йывăрлăх та çук.
— Ача географипе кăсăкланнин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур-и? — ыйтатăп унран.
— Вăрттăнлăх çук. Çийĕнчен çакна та пĕлтерем: çемьере ăслăлăх ку енĕпе çыхăннă профессиллĕ çынсем те çук: мăшăрпа икĕсĕмĕр те экономистсем. Пĕррехинче пĕчĕкскерĕм приставкăпа вăйă вылятчĕ. Унта ют çĕршыв çыннисем те хутшăнаççĕ- мĕн. Лева тĕрлĕ патшалăх ялавĕсене асăрханă та вĕсем хăшĕ мĕнле çĕршывăн иккенне пĕлесшĕн пулчĕ. Эпĕ хуравлатăп. Çапла — ыйту хыççăн ыйту. Ача кăсăкланăвне туйса тĕрлĕ çĕршыв ялавне ÿкерсе пăхма сĕнтĕм. Вăл савăнсах килĕшрĕ. Кунран кун çĕнĕ ялавсем сăнларăмăр. Çапла майĕпен 200 ялав ÿкерчĕкĕллĕ пухмач йĕркеленчĕ. Ун чухне ывăл тăваттă та тултарманччĕ. Сас паллисене пĕлетчĕ, вулама хăнăхайманччĕ-ха. Апла пулин те çĕршыв ячĕсене карта çинче кăтартма вĕренчĕ. Ачана çак ĕç мĕн тери килĕшнине асăрхани пирĕн «вăййа» малалла тăсма хистерĕ. Çапла Раççей регионĕсен, Америка штачĕсен ялавĕсемпе, тĕп хулисемпе паллашрăмăр. Ачана кăна мар, мăшăрпа иксĕмĕре те илĕртме пуçларĕ çакнашкал вăйă. Лева çĕнĕ ăнлавсене çăмăллăнах ас туса юлни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те, — каласа кăтартрĕ кил ăшшин управçи.
Асамлă Мускав
Шупашкарти 130-мĕш ача садне çÿрекен Лев Гренадерский ас туса юлас пултарулăхĕпе палăрса тăнине воспитательсем те сиснĕ. Вăл географипе тарăннăн кăсăкланма пуçличченех ашшĕ-амăшĕ ушкăна глобус парнеленĕ. Кирлĕ самантра пĕр-пĕр хула е юхан шыв, пуш хир е çеçен хир ăçта вырнаçнине пăхма меллĕ пултăр тесе шухăшланă — çавă кăна. Шăпăрлан ÿснĕçемĕн парне чăннипех палăрăмлă пулса тухасса никам та тĕшмĕртмен.
— Левăн политика карттипе, географи ăслăлăхĕн тĕрлĕ енĕпе пĕлĕвĕ пуянланса пынине кура пĕлĕшсенчен пĕри те тепри «Галкин патне каймалла сирĕн» тесе сĕнме пуçларĕ. Çапла, чăн та, телекăларăм сайтне кĕрсе анкета ярса патăмăр. Ачан хăйне евĕр туртăмне ĕнентерекен видеосюжет та вырнаçтартăмăр. Кĕçех кастинга пыма йыхрав кĕтсе илтĕмĕр, — аса илет Милана Евгеньевна.
Çемье çул çÿреме кăмăллать пулин те арçын ача Мускава пуçласа çитсе курнă ун чухне. Кăрлач уйăхĕн пуçламăш кунĕсенче çула тухнă кил-йыш. Çĕнĕ 2018 çула кĕтсе илнĕ çĕшывăмăрăн тĕп хули мĕнлерех капăр! Çĕнĕлĕхе, илеме сăнама юратакан Левăна Хĕрлĕ тÿрем, Кремль асамлă юмаха аса илтернĕ. Кам пĕлет, кастинг витĕр ăнăçлă тухма хула тĕлĕшпе вăраннă чикĕсĕр хăпартланăвĕ те витĕм кÿнĕ-и тен?
— Кăларăм валли ÿкерĕнме чĕниччен самаях вăхăт — икĕ уйăх — иртрĕ. Çапла çуркунне тепĕр хут Мускава çул тытрăмăр. «Лучше всех!» программăн темиçе кăларăмне харăс хатĕрленĕрен ÿкерÿ лапамĕнче çын çав тери нумайччĕ. Декорацисене курсан куç-пуç алчăраса кайрĕ. Ывăлăмăр валли, тĕслĕхрен, залра ятарласа тем пысăкăш глобус вырнаçтарнăччĕ. Тепĕр пĕчĕк «ăсчах» валли — океанариумри пулăсемлĕ батискаф. Пĕр сăмахпа, телевизор умĕнче ларнипе танлаштарсан студире вырнаçнин чунĕнче тĕлĕнмелле туйăмсем вăй илеççĕ, — акă кил хуçи Дмитрий Герольдович та калаçăва хутшăнчĕ.
— Максим Галкинпа пынă диалогра Лева дипломат пулма ĕмĕтленнине пĕлтернĕччĕ, — аса илтĕм кăларăмри саманта.
— Çапла, ку — унăн хальхи вăхăтри ĕмĕчĕ. Мускавра Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин çурчĕ çумĕнчен иртсе кайнă чухне те «манăн çакăнта ĕçлесчĕ» тесе пычĕ, — палăртрĕç пĕчĕк «вундеркиндăн» çывăх çыннисем.
Умра — «Географи диктанчĕ»
Гренадерскисен çемйинче çитĕнекен пултаруллă арçын ача Раççей телекăларăмне хутшăнса палăрнă хыççăн республикăра унăн çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланакан уйрăмах йышланнă. Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Инна Никонорова «Вырăс географи обществи» йĕркелекен интернет-конкурса хутшăнма сĕннĕ. Лев 18 çула çитмен гидсен ушкăнĕнче тупăшнă. Конкурса унпа пĕр ÿсĕмрисем çав тери сахал хутшăнни хăех Левăшăн — çитĕнÿ. Малалла вулас...
Ирина ИВАНОВА.
Комментари хушас