Кам вăл - паянхи фермер?

15 Çурла, 2014

Пысăк çĕр-шыв саланса кайнă хыççăн Раççейре ял хуçалăхне çĕнĕлле йĕркелесси, çĕре харпăрлăха куçарасси вăй илнĕччĕ. Демократи ирĕклĕхĕпе хавхаланса фермер, тĕпрен илсен - çемье хуçалăхĕсем аталанма пуçланă вăхăта манса кайман-ха эпир.

Вăрманлă Йĕпреç тăрăхĕнче малтанах вĕсен йышĕ ик çĕр патнех çитнĕччĕ. Пĕр 5-6 çул иртрĕ-ши, иртмерĕ-ши, Америкăри Рокфеллер пек фермер пулас ĕмĕтпе хавхаланнă çынсенчен ытларахăшĕн аллисем лăштăрах усăнчĕç. Ара, шăлаварĕ çинчен саплăк та кайма ĕлкĕреймен ĕнерхи хресчен кĕреçе-сенĕк пулăшнипе мĕнех тума пултарайĕ-ха?Çавăн йышшисене хăйсем суйласа илнĕ çул-йĕртен ирĕксĕрех пăрăнма тиврĕ. Юмахри пек сарăлса ÿсекен тыр-пул çитĕнтерме палăртса хунă пусăсене кĕçех мăян, анра çарăк, кукша пуç сырса илчĕ мар-и? Чылай çĕрте паян та çум курăк «вăрманĕ» кашлать. «Çĕр илнипе çĕрме пуян пулаймăн», - тет Йĕпреç хула тăрăхĕнче пуринчен малтан фермер пулса тăнă Болислав Иванов. Темиçе çул ăнăçлах ĕçлесе пынă-ха вăл. Каярахпа вара унăн «пăкки» шаннă. Пĕр вăхăтра хăйне Йĕпреç районĕнчи фермерсен пĕрлĕхне ертсе пыма та çирĕплетнĕччĕ ăна.

Иртнĕ кунсенчен пĕринче Болислав Васильевич «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне кĕрсе тухрĕ. Чылайранпа курманскерĕн манпа сăмахламалли самаях пуçтарăнса кайнă иккен. Фермер ĕçĕ-хĕлĕпе сыв пуллашнăранпа та Кушлавăш шывĕ вунă хутчен пăртан тасалнă-мĕн. «Халĕ районта миçе фермер?» - ыйтрăм та хуравне кĕтсе илеймерĕм унран. Çитменнине тата, район администрацийĕ те вĕсене явăçтарса канашлу-семинар ирттерме пăрахнă-мĕн. Болислав Иванов строительство материалĕсем хатĕрлекен фирма йĕркеленĕ. Çĕнĕ тытăмра начар мар утăмсем туни çинчен хавхаланса пĕлтерчĕ.

Болислав Иванов - агроном. Анчах фермершăн вăл кăна пулни çителĕксĕр. Пурне те пĕлмелле унăн: туса илекен продукцие вырнаçтармалли йĕркене те, агробизнесри партнерсен хушшинчи çыхăнăва тытса пыма та, малашлăх валли комплекслă план хатĕрлеме те. Акă мĕншĕн чикĕ леш енче фермерсене вĕрентесси, çĕнĕлĕхсене алла илме хăнăхтарасси - тĕп вырăнта. Раççейре çĕнни тин кăна çул хывма тытăннă тапхăрта ячĕшĕн тенĕ пек вĕренткеленçи турĕç-ха. Анчах ишме лайăх вĕренсе çитичченех «шыва» пăрахрĕç вĕсене: пултараканни, вăйли çыран хĕррине пур пĕрех тухать тесе шухăшларĕç пулас. Хăшĕсем, чăн та, ишсе тухрĕç, анчах тепĕр хут çак ĕçпе аппаланас темерĕç. Фермер хуçалăхĕ, колхоз пекех, çĕртен пистерчĕ вĕсене.

Тен, лару-тăру апла мар? Республикăри чылай районта ăнăçлă аталанса пыракан ХФХ пурри çак ыйтăва пама хистет. Тата çĕр-шывра «Ĕçе пуçăнакан фермер» тĕллевлĕ программа та ĕçлет-çке. Унăн пулăшăвĕпе усă курса, йывăрлăх-чăрмавсене хăюллăн парăнтарма вăй-хал çитерекенсем патшалăхран грантсем те илеççĕ мар-и? Апла пулсан фермерсен пуласлăхĕ çук мар. Болислав Иванов йышшисем çăмăлтарах йĕрпе каяссине ытларах кăмăллаççĕ пулас. Хăйне çакăн пирки каласан вăл кÿренчĕ.

Фермерсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса вăрман варринче вырнаçнă Киров ял тăрăхне çитсе килтĕм. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Егоров шухăшĕ вара манăн иккĕленĕве сирме пулăшрĕ. «Хура çĕр çинче çирĕппĕн тăракан, тăпра пулăхне ÿстерсе пырассине тĕпе хуракан çын кăна ÿсĕм-çитĕнÿ çулĕпе утма пултарать, - терĕ вăл. - Çавăн пек çын пурăнать те пирĕн тăрăхра: Николай Николаев хирте тыр-пул ÿстерет, килти хушма хуçалăхĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Çĕр ĕçĕпе ферма ĕçне пĕр-пĕринпе тачă çыхăнтарса пырать вăл. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине лайăх бизнес-план хатĕрлесе парса, Николай Степанович 1 млн та 100 пин тенкĕлĕх грант илчĕ».

Пултаруллă тепĕр фермерпа вара Каçал тăрăхĕнче паллашма тÿр килчĕ. Николай Васильев юхăнса панкрута тухнă «Гигант» колхозăн сысна фермине туяннă та унта качака ĕрчетме тĕллев тытнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса илнĕ çăмăллăхлă кредитпа Краснодар крайĕнчен ăратлă качакасем кÿрсе килнĕ. Витене тĕпрен юсанă.

Николай Иванович кунпа çеç çырлахса ларас темен. Халĕ ăна çирĕплетсе панă çĕр 400 гектартан та иртет. Вăл унта тĕш тырă, çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăк акса-лартса тăвать. «Николай Васильевичăн пархатарлă тĕслĕхĕ паянхи яш-кĕрĕме тăван çĕр-аннемĕрпе тачă туслашма кирли çинчен ас тутарса тăрать», - çапла хак пачĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ çыннăн шанчăклă утăмĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев.

Çапах та Йĕпреç тăрăхĕнче фермерсем çинчен аса илмеççĕ тесе калама чĕлхем çаврăнмасть. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Олег Новиков пуçарнипе вĕсен пĕр ушкăнне хамăр кăшт маларах кăна асăнса иртнĕ Николай Васильевăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарас тĕллевпе кÿршĕ района кайса килнĕ. Çул çÿреврен таврăннă хыççăн хăшĕ-пĕри хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕ çинче ÿлĕмрен малашлăхлă сортсене акса тăвас тĕллевпе хавхаланни пирки пĕлтернĕ. Тен, Болислав Иванов та хăйĕн шухăшне улăштарĕ?

Геннадий ВАСИЛЬЕВ

Рубрика: