- Чăвашла верси
- Русская версия
Кам вăл анне?
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарса пынă май пирĕн пĕчĕк вулакансем пуринчен ытла амăшĕсене савăнтарма ĕмĕтленеççĕ пек туйăнать. Кам-ха вăл анне? Пирĕн таврари ытти çынран мĕнпе уйрăлса тăрать? Пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать? Паянхи ыйтăма хутшăнакансем шăпах çак ыйтусене хуравлĕç.
Валерия ПАХОМОВА, 7-мĕш класс
(Етĕрне районĕ, Мăн Явăш шкулĕ):
— Анне — яланах, кирек епле лару-тăрура та пулăшса пыракан çын. Санăн телейÿшĕн темĕн те тума хатĕр вăл, тĕрĕс çул суйлама пулăшать. Ăна ыттисемпе танлаштарма çук. Вăл никам пек те мар. Ăна пин- пин çынран та уйăрса илме пулать. Аннене никампа та улăштараймăн. Вăл — чи çывăх çын. Пĕлетĕп, аннене пирĕн юрату кирлĕ. Çавăнпа эпĕ хамăн чи хаклă çыннăма мĕн тери юратнине тăтăшах калатăп. Вăл савăннине кăна курас килет манăн.
Анастасия КУЗНЕЦОВА, 8-мĕш класс
(Патăрьел районĕ, Сăкăт шкулĕ):
— Анне — кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Çĕр çинче унран çывăхрах çын çук маншăн. Анне пек ырă чун та çуках тĕнчере. Сăмахĕ те хăех ăшăтать, çутатать, с а в ă н ă ç к ÿ р е т, çутă ĕмĕтсем парнелет. Анне — манăн телей. Унсăр пурăнма та пĕлес çук! Мĕн пур йывăрлăха аннепе пĕрле çĕнтеретпĕр. Ÿссе çитсен те аннешĕн пĕрех пĕчĕк те сăпайлă ачасем пулса юлатпăр. Мухтав аннене! Пысăк тав! Вăл маншăн — пирĕшти. Ачисене яланах ăнланать, йывăр вăхăтра пулăшать. Ăна тепĕр çынпа танлаштараймастăн. Аннене савăнтарма нумай та кирлĕ мар. Ăшшăн сĕртĕнсе чуп ту та… Ăшă куçпа пăхса ил те… Санăн чĕрÿнти ырă туйăмсене аннÿ тÿрех туять. Çак сăмахсене эпĕ хамăн аннене халаллатăп. Çитес уявпа пурне те саламлатăп!
Анастасия ЗОРИНА (7-мĕш класс,
Патăрьел районĕ, Алманчă шкулĕ):
— П а л л а х , а н н е — кашни ачашăн чи ç ы в ă х , к и р е к х ă ш самантра та пулăшма пултаракан çын. Вăл ăшă туйăмĕсене юратнă тĕпренчĕкĕсене парнелет, анчах ăна та ачисем юратни кирлĕ. Манăн анне çук. Чи çывăх çын тесе эпĕ кукамая калатăп. Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламлатăп ăна, çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунатăп, нумай-нумай çул пурăнтăр. Ăна савăнăç кÿме эпĕ мĕн пур вăйран тăрăшăп, яланах пулăшма шантаратăп.
Комментари хушас