Кам хуравлĕ?
Хисеплĕ редакци!
Çапла,хăш енчен килет-ши хресченĕн ырă пурнăçĕ? "Лайăх пурнăçне ăна хамăрăн тума пĕлмелле, ĕçлемелле, алă тытса ларнипе мĕн пултăр", - тейĕç. Анчах та пуçа çĕклемесĕр, çурăм çине салтак кутамкки пысăкăш курпун тухиччен ĕçлесен те çĕр ĕçченĕ малалла каяймасть.
- Çĕрпе ытларах ĕçлемелле, выльăх-чĕрлĕх нумай усрамалла, вĕсенчен продукци ытларах туса илсе, сутса укçа тума пĕлмелле, - теççĕ пуçлăхсем тĕлпулусенче.
Мăшăрпа иксĕмĕр те пенси çинче. Килти хушма-хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 9 пуç, вĕсенчен тăватă пуçĕ сумалли ĕнесем /сумаллисен шутне татах пысăклатасшăн/. Кунне 60-70 л сĕт сутатпăр. Хакĕ пирки каласан, пĕлтĕрхине çитеймерĕ-ха, кÿренмеллех марччĕ /20 тен./. Анчах та, январь уйăхне кĕреймерĕмĕр, сĕт хакĕ чакма пуçларĕ. Халь малалла сĕт йÿнелесси сиккипех пырать, 18 тенке çитрĕмĕр. Иртнĕ çулсенче март уйăхĕсенче çеç йÿнелме пуçлатчĕ, сăлтавĕ пăруланă ĕнесен шучĕ нумайланнипе тата ют çĕршывран типĕтнĕ сĕт порошокĕ кÿрсе тултарнă тесе юмахлатчĕç.
Апат-çимĕç хакĕ ÿссе кайнипе лавккасене кĕрсен месерле кайса ÿкмелле. Çăнăх-кĕрпе, аш-какай, сĕт-çу, сахăр мĕн хака çитсе ларчĕç. Сывлăшпа пурăнма вĕренмелле-ши.
Эпĕ мĕн каласшăн пултăм-ха. Хальхи вăхăтра, пĕтĕм апат-çимĕç хакĕ ÿснĕ тапхăрта, сĕт-çу завочĕсем сĕтрен тунă продуктсене йÿнĕ хакпа сутмаççĕ вĕт. Лавккасенчи сентресем çинче сĕт-турăх хакĕ хăпарса пырать, пирĕн - йÿнелет. Çакна мĕнле ăнланмалла-ши. Хуравне кам парать-ши.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчен килнĕ çыру,
авторне ан палăртăр тесе ыйтнă.
Комментари хушас