Кам çапла вăрлать?

22 Çу, 2018

Хваттер çаратни анахронизма çаврăнасси пирки пĕр çирĕм çул каялла кам шутлама пултарнă? Хваттер вăррисем те паян хăйсен специализацине улăштарнă — ансатрах мелсемпе ĕçлеççĕ. Çапах хăйсен «ĕçне» парăннисем юлнă-ха. Вĕсене криминалăн модăри туртăмĕсем нимĕн чухлĕ те илĕртмеççĕ. «Вилекен профессин» пĕр представителĕ нумаях пулмасть суд умне тăчĕ. Вăл хваттер çаратнă тĕслĕхсен ярăмĕшĕн явап тытать.

Çĕр çăтнă тейĕн

Вăрра тытас тесе ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн оперативлă шырав пайĕ темиçе уйăх ĕçленĕ. Çак операци те чутах сая кайман. Оперативниксем вăрă çÿрекен «десятка» черетлĕ «сунар» хыççăн Трактор тăвакансен проспектĕнчи ункă патнелле çул тытнă тесе шутланă, ПАИри ĕçтешĕсене ăна унта кĕтсе илмелле тесе асăрхаттарнă.
…Тĕксĕм тĕслĕ ВАЗ Асламас урамĕнчи çурт патĕнче чарăннă. Водитель машинăран тухнă, урамра кăштах тăнă та тавралла пăхса илнĕ хыççăн под˜езда кĕнĕ. Оперативниксем ун хыççăн васкаман — хăратасран асăрханнă. Нумай та вăхăт иртмен — арçын çуртран тухнă. Халь — сумкăпа, вăл пушă мар. Вăл вырăнтан пăрахса кайсан оперсем хайхи подъезда тĕрĕсленĕ. Вĕсем чухлани тÿрре тухнă: пĕр хваттерĕн тимĕр алăкне лумпа хирсе уçнă. Ку — «юлашки могиканшăн» кăтартуллă почерк.
Анчах Трактор тăвакансен проспектĕнче унăн машини курăнман. Сыщиксен ориентировкине тĕпе хурса ПАИ сотрудникĕсем таврари картишсене тĕрĕсленĕ, часах арçынна тупнă. Машининче — вăрра кирли пĕтĕмпех: маскăсем, темиçе мăшăр перчетке, пуртă тата монтажка. Тата — пурă тултарнă пĕчĕк савăт /вăл мĕн тума кирлине каярахпа ăнлантарăп/. Анчах хваттертен вăрласа тухнă сумка, унти япаласем ăçта? Опытлă шыравçăсем ăна ахальтен тахçантанпах йĕрленĕ-им? — пĕлнĕ: кунтан инçе те мар унăн пĕлĕшĕн гаражĕ вырнаçнă… Машинăра гараж алăкĕн уççи те тупăннă. Тытса чарнăскер çав алăка хăех уçнă. «Ытла тустарма кирлĕ мар. Сире кирли ав çавăнта — сумкăра…» — тенĕ çеç.

Юптар, Емеля

Арçын пиччĕшĕшĕн пăшăрханнă, ку гараж — унăн хуньăшĕн, унран çывăх тăванне милици гаража кĕнĕшĕн сăмах тивесрен асăрханнă. Çавăнпа хайхи сумкăна хăйĕн ирĕкĕпех кăтартнă. Анчах полици уйрăмне илсе кайнă чухнех уголовлă шырав сотрудникĕсене асăрхаттарнă: текех сире ним туса та пулăшмастăп, пĕтĕмпех тунатăп. Маларах та хваттерсенчен пурлăх вăрланăшăнах судпа темиçе хут айăпланнă 42 çулти арçын хăйне çапла тытни пакунлисемшĕн кĕтменлĕх пулман. Вĕсем шăпах çавăнпа ăна тытса чарма та васкаман. Хăратнипе чĕлхи уçăлмасса пĕлнĕ-çке. Эппин, айăпне ĕнентермелли çирĕп уликăсем кирлĕ. Вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă.
Шупашкарти Калинин районĕнче хваттерсене алăка ватса çаратнă тĕслĕх çине-çинех пулнине тишкернĕ май йĕркелĕх хуралçисене пĕр самант сисчĕвлентернĕ. Паллă мар çын пре-ступлениччен темиçе кун маларах подъездри алăксен хăлăпĕсене стена çинчи известкăпа сапнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Çапла майпа вăл хваттер хуçисен кулленхи режимне — килтен час-часах тухнине, тен, вăрахлăха ăçта та пулин канма тухса кайнине — пĕлнĕ. Хăлăп çинчи пурă темиçе кун тĕрĕс-тĕкелех тĕк, эппин, кунта никам та çук — вăрра кам та пулин асăрхас хăрушлăх пĕчĕк. Апла тăк ют хваттерте пĕр васкамасăр мĕн кирлине — хаклине — шырама-суйлама юрать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.