Каллех сыснасем вилнĕ
Сыснасен Африка мурне пула вилнисене каллех тупнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян çак ыйтупа канашлу ирттернĕ.
Раштавăн 2-мĕшĕнче федерацин «Присурский» çут çанталăк заповедникĕн хураллакан зонин территорийĕнче пилĕк хир сыснин виллисене тупнă. Лаборатори анализĕ чĕрчунсем сыснасен Африка мурĕн вирусне пула вилнине çирĕплетнĕ.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин кăтартăвĕсем тăрăх — чир сарăлас хăрушлăх пур пĕрремĕш зонăна Улатăр районĕнчи Березовая поляна поселокĕ, Сăр Майданĕн сали, Пăрачкав районĕнчи Любимовка, Сыреç ялĕсем лекнĕ. Çынсем вăрмана çÿрес енĕпе чарусем палăртнă, чĕрчунсем куçса çÿрессине тĕрĕслесе тăраççĕ.
«Хальхи вăхăтра ведомствăсен пĕрлехи ушкăнне йĕркеленĕ, чир малалла сарăласран сыхланмалли мероприятисене пурнăçлаççĕ. Çак ыйтусене татса памашкăн кирлĕ хатĕрсем пĕтĕмпех пур», — тенĕ çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сыснасен Африка мурĕпе çыхăннă эпизооти лару-тăрăвне республика Правительстви çирĕп сăнаса тăни çинчен каланă. «Лару-тăрăва йĕркелес, Чăваш Ен территорийĕнче малашне хăрушлăх пуласран сыхланас енĕпе çирĕп мерăсем йышăнмалли пирки тепĕр хут асăрхаттаратăп. Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин тата Патшалăх ветеринари службин çапла тумашкăн пĕтĕм полномочи пур», — тенĕ вăл.
Аса илтерер: 2016 çулта çĕршывăн 42 регионĕнче выльăх, чĕрчунсем АЧСпа чирленин 200 ытла тĕслĕхне шута илнĕ. Чăваш Енре ку — чире тупса палăртнин улттăмĕш тĕслĕхĕ. Маларах чире Улатăр тата Пăрачкав районĕсенче тĕп тунă. Çынсем сыснасем вилнине кура тÿснĕ сиене туллин саплаштарнă.
Çакна та палăртмалла: республика Пуçлăхĕ тискер чĕрчунсене тĕплĕ тĕрĕслесе тăмалли пирки пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Раштавăн 3-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура вăл Шупашкарти лару-тăру пирки каланăччĕ. «Тĕслĕхсене шырама инçе каймалла мар. Хула варринчех тискер тилĕсем чупаççĕ. Ку йĕркеллĕ мар. Пирĕн вĕсем çынсене тапăнасса, инкексем пуласса кĕтме юрамасть. Ыйтăва пур енлĕн тата оперативлă татса памалла», — тенĕччĕ вăл.
Чăваш Енĕн Патшалăх ветеринари служби выльăх кĕтмен-çĕртен вилнĕ мĕнпур тĕслĕх пирки «хĕрÿ лини» телефонĕпе 64-20-83 номерпе пĕлтерме ыйтать.
Н.ЯКОВЛЕВА.