Каллех «Ревизорро» килет!

17 Пуш, 2016

Шупашкара «Пятница» телеканал эфирĕнчи «Ревизорро» кăларăм ертÿçи Елена Летучая каллех килет. Кафе-ресторанăн, хăна çурчĕсен тÿрех хăраса ÿкмелле мар.

Хальхинче Елена Летучая ÿкерÿ командисĕр пулĕ. Вăл пирĕн пата пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çитĕ. Телеертÿçĕ хулари пĕр ресторанра «Субботник с Еленой Летучей!» каç ирттерме палăртнă. Унта вăл ăнăçу мĕнле çĕнсе илмелли пирки, хăй экономистран паллă журналиста епле майпа тухни çинчен каласа кăтартĕ. Çавăн пекех Елена Летучая ÿкерÿ вăхăтĕнчи йывăр самантсене аса илĕ, хăй ăçта апатланнине, ăна кафесенче мĕнле кĕтсе илнине уçăмлатĕ.