Каллех — чемпион!

6 Утă, 2017

Çапла — каллех! Аслан Тимофеев спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса савăнтарать. Нумаях пулмасть Сербири Белград хулинче Тĕнче кубокĕ тата чемпионат иртнĕ. Аслан унта WKC каратэ енĕпе чемпион ятне тивĕçнĕ. Чăваш спортсменĕ Чăваш Ен чысне Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче хÿтĕленĕ.

Аслан мĕн пĕчĕкрен каратэпе туслă. Вăл ку енĕпе ăсталăхне 5 çултах туптама тытăннă. Пĕчĕкскер пушмак шнурокне çыхма вĕрениччен урипе тĕрлĕ хускану тума тытăннă. Вăл Шупашкарти 4-мĕш гимназире вĕреннĕ, кайран Шупашкарти политехника институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ вăл — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ магистранчĕ. 2016 çулта Аслан каратэ енĕпе спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Маттур ентеш Раççей çеç мар, Европа чемпионĕн ятне те тивĕçнĕ. 2014 çулта Германире иртнĕ ăмăртура каччă 4 ылтăн тата 1 кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Каратэ енĕпе ăсталăхне туптани ăна ÿт-пĕвне пиçĕхтерме, кун йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарнă. Çавăнпах-тăр Аслан пур çĕре те ĕлкĕрет, вăхăт çук тесе нăйкăшмасть: спортра та çитĕнÿсем тăвать, вĕренÿрен те юлмасть. Аслан камран тĕслĕх илет тетĕр-и? Унăн ашшĕ Вячеслав Тимофеев Чăваш Енри каратэ федерацийĕн президенчĕ. Пиччĕшĕ Алман та каратэ енĕпе ăсталăхне туптать. Вăл ку енĕпе — спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ. Ăна ăмăртура судья пулма час-часах чĕнеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.