Калайкассисем Юрий Федотова манмаççĕ

6 Пуш, 2014

Муркаш районĕнче çынсене спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. Çавна май кашни эрнере тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме тăрăшаççĕ. «Пирĕн тăрăхра спорта аталантарма услови çителĕклех. Пултаруллă тренерсем те сахал мар», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Чăваш Ен чемпионне Юрий Федотова асăнса Калайкасси шкулĕнче иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче.

Паллă спортсмена халалласа 12-мĕш хут йĕркеленĕ турнирта унăн пĕрремĕш тренерĕ Михаил Романов та сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Юрий пĕчĕк чухнех спортпа туслă пулнă, уйрăмах йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă. Пултаруллăскер чылай ăмăртура шкул чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ чухне те строительство факультечĕн командин йышĕнче пулнă.

Муркаш тăрăхĕнчи тренерсемпе вĕсен вĕренекенĕсен ĕçĕ чăн та курăмлă. Ăмăрту вăхăтĕнчех Ростислав Тимофеев савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: «Пирĕн ентеш, Çатракасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Павел Охотников, Тюмень облаçĕнчи Уват поселокĕнче иртнĕ çĕр-шыв кубокĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче Ярапайкасси хĕрĕ Светлана Соколова Раççей чемпионатне хутшăнать. Вĕсем пек пулма ĕмĕтленекенсен ачаранах спортпа туслашмалла. Хастаррисемпе пултаруллисем пысăк çитĕнÿ тăваççех», - терĕ вăл çамрăк спортсменсене старта тухма пил парса.

Йĕлтĕрçĕсен эстафетинче вăй виçме тĕрлĕ район-хуларан вун-вун команда пухăнчĕ, ăмăртăва Мари Республикин спортсменĕсем те çитрĕç. Аслă классенче вĕренекенсен хушшинче Элĕк тăрăхĕн йĕлтĕрçисене çитекенни пулмарĕ. Муркаш районĕнчи Калайкасси тата Çатракасси шкулĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тепĕр ушкăнра вара Калайкасси ачисем пуринчен маттуртарах пулчĕç, вĕсем хыççăн финиша Элĕкпе Трак командисем çитнĕ. Вĕрентекенсен тупăшăвĕнче те ăмăрту хуçисем палăрчĕç: пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă, çĕнтерÿçĕсем - Красноармейскисем. Çĕнтерÿçĕсене Юрий Федотов сăнне çыпăçтарнă кубоксемпе, Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.


А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.