«Кăларăм хыççăн асăрхакан нумайланчĕ»

«Кио, Акопян… Паллă фокусçăсен галерейинче хĕрачан хушамачĕ çитмест, кĕçех вăл та унта пулĕ!» — терĕ Максим Галкин иртнĕ вырсарникун Пĕрремĕш каналăн «Лучше всех» кăларăмĕнче Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕпе Вика Орловăпа паллаштарас умĕн. 11 çулти хĕрача сывлăшран канфет тунипе тата сăмса тутрине чăмăра кĕртсе çухатнипе çеç мар, сцена çинчи фокусĕпе те тĕлĕнтерчĕ. Кам-ха вăл, пирĕн хушăрах ÿсекен çамрăк асамçă?
Китайла та в.ренет…
Виктория Орлова кĕçĕн классенче Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта вĕреннĕ. 5-мĕшне вара, анлăрах аталанас тĕллевпе, 18-мĕш лицея куçнă.
Тĕрлĕ енлĕн аталаннă Вика. 4 çултах ÿкерме пуçланăскер малтанах хатĕрленÿ ушкăнне çÿренĕ, 10 çулта вара экзамен тытса ÿнер шкулĕнче вĕренме тытăннă. Унсăр пуçне пултаруллă хĕрача лаша спорчĕн шкулĕнче те ăсталăхне туптать.
Çулталăк каялла китай чĕлхипе паллашма тытăннă. Халĕ шăпах та иероглифсене вĕренес тапхăр пырать. «Ним йывăрри те çук кунта», — тет вăл тĕлĕнекенсене тĕл пулсан.
Çурри ытла – кадр хыç.нче
Альберт Пластининăн фокусĕсене курсан Викăн та çак вăрттăнлăха алла илес килнĕ. Ун патне вĕренме çÿреме ирĕк ыйтнă вăл. Унтанпа çулталăк иртрĕ ĕнтĕ. Акă Викăн тĕллевĕсенчен пĕри — «Лучше всех» кăларăма хутшăнасси — пурнăçланчĕ. Альберт Пластинин палăртнă тăрăх, вăл ĕçе пĕр тытăнсан çитĕнÿ тăватех.
Кăларăм хыççăнах Викăна урамра асăрхама тытăннă, çурăмĕ çине вăл «Лучше всех» кăларăмăн кутамккине çакнă-çке. Аэропортра пырса калаçакансем пулнă. «Программа эфира тухсан тимлĕх татах ÿсрĕ, — терĕ хĕрачан амăшĕ Марина Валентиновна. — Анчах хĕрĕм çакна лăпкăн йышăнать. «Çăлтăр чирĕпе» аптăрамĕ пуль тетĕп. Пушшех те малалла аталанма тăрăшать».
Максим Галкинпа калаçма мĕн тери кăмăллă пулнине Вика хăй курса ĕненнĕ. Кăларăм умĕн кăштах хумханнă пулсан телеертÿçĕпе сăмахлама тытăнсанах çав туйăм таçта çухалнă, хăйне ирĕклĕ туйма тытăннă.
Паллах, телекуравпа пире пĕтĕмпех кăтартмаççĕ, çурри ытла кадр хыçĕнчех юлать. Фокус номерне те куракан патне пĕтĕмпех çитермен.
«Телейл. çын пуласч.!»
Викăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ май ирĕксĕрех çакнашкал ыйту канăçсăрлантарать: «Пуласлăхра мĕнле çул суйлĕ-ши вăл?» «Телейлĕ çын пуласчĕ!» — йăл кулать Вика çак ыйтăва хирĕç. Ашшĕ-амăшĕн шухăшĕпе вара, вăл е ÿнер, е архитектура, е мультипликатор-художник, е графика дизайнĕ енĕпе хăйĕн çулне тупĕ. Халех пĕлме çук. Анчах пуласлăхĕ пултарулăхпа çыхăнни куçкĕретех.
Дэвид Копперфильд иллюзионист питĕ килĕшет Викăна. Вăл ирттерекен шоуна лекме çав тери ĕмĕтленет-çке. Копперфильдăн Нью-Йоркра кафе пур. Официант кирлĕ те мар имĕш унта, сĕтел çине апат хăй тĕллĕнех тухса ларать. Çав кафере пулса курасшăн Вика та.
Çитес уйăхра Шупашкарта вокалпа тата иллюзипе çыхăннă асамлă шоу иртĕ. Альберт Пластинин йыхравланипе паллă иллюзионистсемпе пĕрлех Виктория Орлова та сцена çинче фокус кăтартĕ. «ТВ3» телеканалти «Удиви меня» шоура çĕнтернĕ Дамир Гудвин та хутшăнĕ-çке унта, вăл вара Дэвид Копперфильд патĕнче пулса курнă. Тен, ку та ĕмĕте çывхартма пулăшĕ?
Çак пултарулăха Вика малаллах аталантарасшăн, мĕншĕн тесен чун туртниех ку. Кам пĕлет, тен, паллă фокусçă та пулса тăрĕ?..
Лариса ПЕТРОВА.
Вика ОРЛОВĂН архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.