Калаçнипех çивĕчлĕх тамалмĕ

30 Ака, 2014

"Чăваш чĕлхи, тăван ен культури, чăвашлăх ыйтăвĕсем" уçă калаçу-семинара вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, ача сачĕсенче ĕçлекенсем, тавра пĕлÿçĕсем йышлăн пухăнчĕç. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явма Шупашкартан, кÿршĕ районсенчен килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе учителĕсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Нина Левая пуçарнипе йĕркеленĕ уçă калаçу-семинара "Туслăх" фольклор ушкăнĕ "Алран кайми аки-сухи..." юрăпа уçрĕ. Уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ.

Юлашки çулсенче хулара кăна мар, ялсенче те ачасене чăвашла калаçтарма пăрахса пыни сисĕнет. Садиксенче "вырăсланнă" чăваш ачисен йышĕ ÿссех пырать. Семинара хутшăннисем пăшăрханса калаçрĕç, чĕлхене, йăла-йĕркене сыхласа хăварас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ Валентина Вастулова районта йăла-йĕркене тĕпе хурса йĕркелекен уявсем, Çуткÿл шкулĕ çумĕнчи ача садĕнче ĕçлекен Леонила Локачева воспитательница ачасене вĕсемпе паллаштарни, Курнавăш шкулĕнчи музей ертÿçи, истори учителĕ Алексей Смирнов наукăпа тĕпчев конференцийĕсем йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕç. Шăмăршă районĕнчи Палтиелĕнчи шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Свеклова çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Калăпăр, кăçал тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе патшалăх аттестацийĕ витĕр кăларассине пăрахăçланă.

ЧР Вĕренÿ институчĕн преподавателĕ Елена Михайлова шкулсенче тăван ен культурине вĕрентме пăрахнине пĕлтерчĕ. Чăваш наци конгресĕн ăслăлăхпа вĕренÿ комитечĕн членĕ Геронтий Никифоров, "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Николай Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Семенов тата ыттисем тăван чĕлхене, унăн пуянлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе нумай ĕçлемеллине палăртрĕç.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социолингвисчĕ Эктор Алос и Фонт, пилĕк çул каялла республикăна Испанирен килнĕскер, Елчĕкре, тăван чĕлхепе таса та илемлĕ калаçакан районсенчен пĕри шутланса тăрать пулин те, вырăсланса пыни пирки каларĕ. Район центрĕнчи урамсен ячĕсене вырăсла кăна çыраççĕ. Шкулсенчи чăваш чĕлхин пÿлĕмĕн алăкĕ çине вырăсла çырнине мĕнле ăнланмалла? Чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне, пуянлăхне ют халăх çынни тĕпчет, пĕчĕк хĕрĕсене чăвашла калаçтарать. Эпир вара хамăр чĕлхерен вăтанатпăр-и?

"Солнышко" ача сачĕн шăпăрланĕсем хăйсен вăййисене кăтартрĕç, юрларĕç. Аслă Елчĕкри ултă çулти Маша Адюкова сăвă вуласа республикăра та палăрнă. Хальхинче те пухăннисене пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.

- Кашни çын ашшĕ-амăшĕн чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Хăй хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: вăл хăрать, типет, кăшт çил вĕрсенех тÿнет. Çавăн пек йывăç пулас марччĕ, - терĕ уçă калаçăва ертсе пынă Нина Левая.

Çивĕч ыйтусене уявра калаçнипе кăна татса параймăн. Чĕлхене аталантарассишĕн, упраса хăварассишĕн чылай тăрăшмалла, ывăл-хĕре, мăнукăмăрсене чăвашла сăпка юрри юрласа, чăвашла пил парса ÿстермелле... Чăваш ялĕнче ÿсекен ача чăвашла таса калаçсан, районти канашлу-уяв чăвашла иртсен, сцена çинче ытларах тăван халăх юрри шăрансан пирĕн йăх-несĕл çухалмастех.

 

Елчĕк районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.