Какай çиме пăрахсан пулас упăшкипе паллашнă

Шупашкарта пурăнакан Ксения Шпак 2008 çултанпа аш-какай çимест, эрех-сăра пĕр тумлам та ĕçмест. Унăн упăшкипе икĕ ывăлĕ те вегетарианецсем. Çемье сĕт-турăх ĕçмест, çăмарта, пулă, çăкăр-булка та çимест.

Корпоратив хыççăн

Ксения аслă пĕлÿ илсен Мускаври банка ĕçлеме вырнаçнă. Пике ĕçтешĕсенчен уйрăлса тăман: уявсене çÿренĕ, корпоративсенче каннă. «Хама астунăранпа çулталăкра икĕ хут ангинăпа чирлеттĕм. 2008 çулхи раштав уйăхĕнче каллех çак мурпа аптăрарăм. Çĕнĕ çул умĕн сывалтăм та ĕçе тухрăм. Корпоративра ĕçтешĕмсенчен юлмасăр апатлантăм, шампань эрехĕ ĕçрĕм. Тепĕр ирхине вăрантăм та текех аш-какай çиес килменнине ăнлантăм. Анне патне шăнкăравласа хамăн шухăша пĕлтертĕм. Вăл мана пĕлет: тĕллев лартсан ăна пурнăçлатăпах», — пĕлтерчĕ Ксюша. Çав кунран пуçласа пике какай çимен, эрех-сăра ĕçмен. Çамрăк организма аталанмашкăн белок кирлĕ. Ксюша аш-какайри паха япаласене пахча çимĕçрисемпе улăштарма пуçланă. Вун икĕ çул каялла вегетарианецсен юхăмĕ анлă сарăлман. Ÿсен-тăранпа апатланма шут тытнă пике информацие интернетра шырама пуçланă. «Одноклассники» соцсетьре пахча çимĕçпе, улма-çырлапа тăранса пурăнакансен ушкăнне тупнă, унти хастарсемпе канашлама пуçланă. Израильте кун кунлакан Роман хĕр ыйтăвĕсене хуравланă. Каччă 3 çул каялла вегетарианецсен юхăмне кĕнĕ иккен. Вăлах Ксюшăна пахча çимĕçе тĕрĕс пĕçерме вĕрентнĕ, чи ансат рецептсемпе паллаштарнă. «Рома — украин каччи. Юриста вĕреннĕскер Израильте ĕçлесе пурăнатчĕ. Вегетарианецсен ушкăнĕнче туслашнă хыççăн манпа тĕл пулма вĕçсе килчĕ. Темиçе çултан вăл качча тухма ыйтрĕ, халĕ пирĕн икĕ ывăл ÿсет», — пĕлтерчĕ Ксюша.
Шупашкара куçса килсенех Шпаксем вегетарианецсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Унта çитекенсене Ксюша çăмартасăр, сĕтсĕр, апат пĕçерме вĕрентнĕ. Шпаксен тĕслĕхĕпе хавхаланакансем чылаййăн пулнă. Вегетарианецсем какай вырăнне белокпа пуян пăрçа йышши культурăсем, соя, хура тул çиеççĕ.

Кÿршĕсем айăпласан…

Шпаксен килĕнче сахăр пачах çук. Апат-çимĕçе пылаклатмашкăн топинамбурпа е вĕрене шерпечĕпе усă кураççĕ. Ксюша ача чухнех канфет-пĕремĕк юратман. Тантăшĕсем ашшĕ-амăшне пылак çимĕç туянма йăлăннă чухне вăл айккинче сăнаса тăнă. Çуралнă кунсенче пурте тортран куç илеймен, Ксюша вара сăмсине пăрнă. Çавăнпа хăй амăшĕ пулса тăрсан ывăлне ирĕксĕрлесе апат çитермен. 5-ри Назара усăллă тата сиенлĕ апат-çимĕç пирки каласа кăтартнă, суйлама ирĕк панă. Арçын ача ашшĕ-амăшĕ мĕн çинине курса ÿсет. Пулăпа пĕçернĕ блюдăсене пачах тĕкĕнмест. Пĕрре уявра Назара вăлча çиме сĕннĕ. Ача кил хуçине куçран тинкернĕ те çапла каланă: «Унта пĕчĕк пулăсем вĕт!» Çавăн чухне амăшĕ те ывăлĕнчен тĕлĕннĕ — килте нихăçан та вăлча пирки сăмах тапратман-çке.
Арçын ача сĕт-турăх ĕçмест — тÿрех аллерги пуçланать. Пыршăлăхĕ вăрăмрах пулнăран ача глютенлă /ÿсен-тăран белокĕ/ çимĕçсемпе апатланаймасть. Назар тулă, ыраш çăнăхĕнчен янтăланă çăкăр-булкăна пачах çимест, çавна май ача садне çÿрес енĕпе чăрмавсем сиксе тухнă.
«Назарăн ÿчĕ çине шатра-пÿрлешке тухнин сăлтавне малтанах тавçăраймарăмăр. Аллерголог патне çитсен çеç веçех уçăмланчĕ. Диетăна пăхăнма пуçларăмăр, Назаршăн сиенлĕ апат-çимĕç тек туянмарăмăр. Вăхăт çитсен ывăла ача садне ярас терĕмĕр. Унти менюпа паллашсан шиклентĕмĕр. Ирхине сĕтпе пĕçернĕ пăтă çитереççĕ, çăкăр параççĕ. Ача сачĕн ертÿçипе калаçрăмăр. Пирĕн валли уйрăм пĕçерме килĕшмесен килтен апат илсе килмешкĕн ирĕк ыйтрăмăр. Ертÿçĕ тухтăртан справка илсе килме ыйтрĕ. Медицина ĕçченĕ ăна йăпăр-япăр çырса парасшăн пулмарĕ. Пысăк хуласенче ку ыйтăва хăвăртах татса параççĕ — аллергипе аптăракан ачасем валли уйрăм пĕçереççĕ. Шупашкарта çакна тума йывăр, темиçе пуçлăх алăкĕнчен шаккама тивет. Хальлĕхе ача сачĕн ертÿçи çăкăр вырăнне глютенсăр хлебец илсе килме ирĕк пачĕ. Ирхине Назар килтех апатланать. Кăнтăрлахи апатра мĕн çитерессипе паллашатăп, воспитательпе калаçатăп», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Юлашки çулсенче тĕрĕс апатлану ыйтăвĕ анлă сарăлчĕ. Лавккасенче вегетарианецсем валли ятарлă апат-çимĕç сутма пуçларĕç, глютенсăр блюдăсем пĕçерме вĕрентекен кĕнекесем пичетленеççĕ. Çавах Шпаксенчен тĕлĕнекен чылай. Вĕсен кÿршисемех ав Ксюшăпа Ромăн ачисене питĕ шеллеççĕ. Ывăлĕсене аш-какай çитерменшĕн айăпланине чăтаймасăр амăшĕ педиатр патне кайнă, ачине анализ партарнă. Гемоглобин – 130! Кÿршисем тĕлĕннĕ, сысна, ĕне какайĕпе апатланакан ывăлĕн вара гемоглобин шайĕ самай пĕчĕк пулнă. Çак пулăм хыççăн çеç кÿршисем Шпаксем çине сивĕ куçпа пăхма пăрахнă.

Тĕрĕс апатланмасан

2017 çулта Шупашкара вегетарианец ачасен сывлăхне тĕрĕслекен паллă тухтăр килсе кайнă. Медицина карттисене тĕпченĕ хыççăн вăл Чăваш Республикинче аш-какай, юр-вар çимен ачасен сывлăхĕ начаррине палăртнă. Ксюша та çав тухтăр патĕнче пулнă. Медицина ĕçченĕ хĕрарăма мухтанă. Пирĕн тăрăхри вегетарианецсенчен чылайăшĕ курăкпа, улма- çырлапа çеç тăранса пурăнать, çавна пулах организмĕ шар курать, сывлăхĕ хавшать. Вегетарианец пулас тесен кирлĕ микроэлементсене хăш çимĕçсенче тупмаллине пĕлмелле. Чи хăрушши — çавнашкаллисем ачисене те тĕрĕс апатлантармаççĕ. Шпаксемпе çывăх хутшăнакан çемьере инкек пулнă. Тĕрĕс апат-ланманнине, организма усăллă япаласем çитменнине пула шкултан вĕренсе тухнă хĕрача больницăна лекнĕ. Медицина тĕрĕслевĕ хыççăн тухтăрсем ашшĕ-амăшне чĕнсе илнĕ. Ачан анеми тата ытти чир аталаннă.
Ксюша çывăх тăванĕсене те усăллă çимĕçсемпе çеç апатланма хăнăхтарать. Шпаксен хваттерĕнчи морозильник ялан туп-тулли. Ксения çулла пахча çимĕç, улма-çырла туянса шăнтать. Çемье кавăн, йÿçĕ кăшман, брокколи кăмăллать. Ксюшăн тĕпелĕнче — çĕр-çĕр тĕрлĕ техĕмлĕх. Хура тăвара /шупка кĕрен тĕслĕскер ирĕлсен тĕксĕмленет/ çăмарта тутиллĕ пулнăшăн кăмăллать. «Эпĕ «Кĕрĕк айĕнчи сельдь» салат хатĕрлетĕп. Пулă вырăнне нори шыв курăкĕн çулçине хуратăп, майонеза хĕвел çаврăнăш вăрринчен хатĕрлетĕп. Салата тутанакансем тĕлĕннине пытармаççĕ, рецепт ыйтаççĕ. Атте пулă çимест, шăмми пыра ларасран шикленет. Пĕррехинче Адыгея сырĕнчен, тофу-ран /соя сырĕ/, нори çулçинчен блюдо хатĕрлерĕм. Айккинчен пăхсан — кляр ăшĕнчи пулă евĕрех. Аттене ăна тутанма аран-аран ÿкĕте кĕртрĕм. Апата питĕ килĕштерчĕ, мухтарĕ», — пĕлтерчĕ Ксюша. Шпаксем пельмень те пĕçереççĕ. Ăшне йÿç кăшман хураççĕ, чустана куккурус çăнăхĕнчен çăраççĕ. Ксюша тĕпелте аппаланма кăмăллать. Вăл пахча çимĕçпе техĕмлĕхрен темĕн тĕрлĕ апат та пĕçерет. Унăн шухăшĕпе, вегетарианецсене кăнтăр енчи çĕршывра пурăнма çăмăлрах. Шпаксен çывăх тусĕсем Сочире пурăнаççĕ. Вĕсем пахча çимĕç, улма-çырла темиçе гектар ÿстереççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Ксения ШПАК архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.