- Чăвашла верси
- Русская версия
Кахалланмасан – тăрантарать
Ĕçлесен, кахалланмасан фермерсем Вăрмарсене тăрантармалла. Район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Николай Михайлович Михайлов палăртрĕ çак шухăша. Иртнĕ çулта районта сухаламалли пĕтĕм çĕр лаптăкĕн 60 процентне (13 300 гектар) "ĕçлеттернĕ". Ку вăл виçĕм çулхинчен çичĕ процент нумайрах. Пĕр-икĕ çул каялла фермерсем хальхинчен ытларах шутланнă. Налук тытăмĕнчи улшăнусем хыççăн йыш чакнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пĕлтĕр аллă фермер ĕçленĕ, тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Çĕнĕлĕхсемпе туслашнисем те, тытăннă ĕçе пăрахнисем те пулнă. Фермерсен пурнăçне тишкерме тытăнтăмăр та эпир районăн тĕп агрономĕпе.
– Николай Михайлович, сирĕн пата çитиччен Энтрияль, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче пулма тÿр килчĕ. Хаçатра сăнĕсене кăларма тесе хресченсене ("Сăнсем" ярăм валли) шыраса хăшкăлтăмăр. Çынсене ĕненсессĕн, йĕркеллĕ ял хуçалăх предприятийĕ çук. Фермерсенчен пĕри паян хулана тухса кайнă-мĕн, теприн выльăхĕ начарланса хĕç пек тăрса юлнине ăнлантăмăр...
– Агроном пулнă май выльăх пирки калаçмăп. Фермерсем ку тăрăхра çук мар. Энтриялĕнче кăна малтан 7-8 фермерччĕ, купăста лартатчĕç. Халĕ унта "Ирис" ятлă пĕр хресчен хуçалăхĕ тăрса юлчĕ. Мăкшăсем купăстана пĕр тенкĕпе (1 килограмне) сĕнме тытăнчĕç те тупăш çуккипе фермерсем ку пахча çимĕçе ÿстерме пăрахрĕç. "Ирис" хуçалăх хальлĕхе 5-6 гектар лартать-ха.
Çĕр улмипе ĕçлеççĕ фермерсем. Геннадий Ямуков пĕлтĕр – 300, Ольга Иванова 75 гектар лартнă. Ыттисен лаптăкĕсем пĕчĕкрех.
– Кăларнă хыççăн вырнаçтарса пĕтермелле-çке. Йывăрлăх сиксе тухмасть-и?
– Геннадий Ямуков патне "фура" йышши машинăсем черетпе килсе тăраççĕ. Самай инçете ăсатать вăл "иккĕмĕш çăкăра". Ялан туянакансем ăна лайăх пĕлеççĕ, çĕр улми пахалăхĕ те япăх мар.
– Юлашки вăхăтра чăваш çĕр улмин тути пирки урăхларах каланине те илтетĕн.
– Пирĕнне хурланине илтмен. Фермерсем сутма Хусана çÿреççĕ те, унта чăваш çĕр улмине хапăлласах туянаççĕ, ырлаççĕ. Наркăмăшлă химикатсемпе сахалрах усă курнăранах-тăр.
Тăрăшуллă фермерсем сортсене çĕнетеççĕ. Уйрăмах Беларуçăнне кăмăллаççĕ. Акă Ольга Иванова фермер çак çĕр-шывран 20 тонна вăрлăхлăх çĕр улми илсе килчĕ. Ăна тĕрĕсленĕ хыççăн Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕсем те тĕлĕннĕ. Ун пек таса, пач чир-чĕрсĕр çĕр улми курман иккен вĕсем.
Çĕр улмине, тыр-пула юлашки çулсенче районта çĕнетсех тăнă. Тĕслĕхрен, виçĕм çул çĕр улмин элита вăрлăхне – 62 тонна, тĕш тырăнне 541 тонна кÿрсе килнĕ, пĕлтĕр – 106 тата 732 тонна.
– Тĕш тырăпа çĕр улмисĕр, пахча çимĕçсĕр пуçне фермерсене тата мĕн илĕртет?
– Владимир Иванов, Ольга Иванова, Андрей Захаров горчица акаççĕ. Çĕре пулăхлатассишĕн çеç мар, вăрлăх туса илессишĕн те. Владимир Иванов фермер пĕлтĕр ăна 200 гектар акса вăрлăх çапса илчĕ. Александр Сапаркин кăçал вăрлăх валли куккурус акасшăн. Унашкал шухăшлисем тата пур. Кăçал ку енпе 30-35 гектар çинче ĕçлесе пăхасшăн.
Фермерсемсĕр пуçне Вăрмарти чăх-чĕп фабрики çĕнĕ культурăсем акать, вĕллесем тытнăран фацели, кăвак пыл курăкĕ (синяк) çитĕнтерет. Андрей Захаров фермер та фацелипе ĕçлет, вăрлăхне сутмалăх та хатĕрлет.
– Николай Михайлович, калаçу пуçламăшĕнче эсир ÿркенмесен, тăрăшсан фермерăн аталанма майсем çителĕклине асăнтăр. Уççăнрах палăртмăр-ши?
– Патшалăх çăмăллăхсемпе тивĕçтерет. Акнă е лартнă кашни гектар çинчи ял хуçалăх культуришĕн 250 тенкĕ субсиди парать. Элита вăрлăх туяннăшăн та тăкакăн пĕр пайне саплаштарать. Пĕлтĕр удобренипе наркăмăшлă химикатшăн та субсидипе пулăшнă. Кăçал, ахăртнех, кун пекки пулмĕ. Хамăр çĕр-шывра туса кăларнă машина-трактор тата шăвармалли техника туянсан та фермерсем субсиди илме пултараççĕ. Çĕр улми ÿстерекен Владислав Арманов фермер пĕлтĕр 6 млн тенкĕлĕх шăвармалли техника туянчĕ, тăкакăн пĕр пайне патшалăх тÿлерĕ. Иртнĕ çул районта вĕр çĕнĕ техника пĕтĕмпе 32 млн тенкĕлĕх илнĕ. Фермерсенчен Геннадий Ямуков хастар пулнă.
Хальччен усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕшĕн (пушă выртакан çĕр районта 2888 гектар юлнă), акнă-лартнă тыр-пула страхланăшăн, çĕре пулăхлатнăшăн, ăратлă выльăх туяннăшăн, хăмла ÿстернĕшĕн тата ыттишĕн те фермерсен ял хуçалăх предприятийĕсем пекех патшалăх пулăшăвне илме май пур.
– "Симĕс ылтăн" пахчисене çĕнĕ пурнăç паракан фермерсем пур-и?
– Ку енĕпе хресчен хуçалăхĕ мар, Леонид Дмитриев ертсе пыракан "Агроресурсы" пĕрлешÿ ĕçлет. Юхăннă хуçалăхсен пахчисене хăй хÿттине илсе хăмла ĕрчетме тытăнчĕ. Пĕлтĕр 24 гектар çинче ÿстерчĕ, аван тухăç илчĕ. Икĕ гектар çинче çĕнĕ хунавсем лартса хăварчĕ. Кăçал та çавăн чухлĕ çĕнĕ пахча лартасшăн. Хăмла техникине "Агроресурсы" панкрута тухнă хуçалăхсенчен пуçтарнă, кирлĕ вăхăтчен упраса çитернĕ, юсаса хута янă.
– Пĕлнĕ тăрăх – районти фермерсем патшалăх грантне тивĕçнĕ. Тĕш тырă, пахча çимĕç ÿстерекенсем пур-и вĕсен хушшинче?
– Хальлĕхе выльăх-чĕрлĕх ытларах пултăр тесе тăрăшать пулĕ патшалăх. Пĕлтĕр Сергей Грачев грант укçипе сурăх ферми турĕ. Малтанхи çул та патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ фермерсенчен пĕри – выльăх усраканскер, тепри – пыл хурчĕ ĕрчетекенскер. Районти 50 фермертан çурри ытларахăшĕ агрономи енĕпе ĕçлет. Фермер ĕçне чи малтан пуçăннисем те çак йышрах-ха.
Ирина Никитина.
Комментари хушас