Кадетсем «Артекра» канĕç

Федераци Атăлçи округĕн А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн кадечĕсем Атăлçи федераци округĕнчи кадет корпусĕсен «Возрождая традиции, сохраняем историю — 2018» балне хутшăннă.

Мероприяти кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пермьри кадет корпусĕнче иртнĕ. 10-мĕш класра вĕренекенскерсем взвод классенче 10 кун вĕреннĕ, репетицие тата тренировкăна çÿренĕ, çирĕп йĕркене пăхăнса пурăннă. Вĕренÿ расписанине тĕп предметсемсĕр пуçне автоĕç, право, робототехника, кĕрешÿ ăслайĕсем, çулăм хатĕрленĕвĕ, ишесси, вулав сехечĕ кĕнĕ. Çавăн пекех кадетсем экскурсире пулнă: Пермьри истори паркĕнче «Россия — моя история», «Веселые старты» куравсене хутшăннă, «Сибирский цирюльник» илемлĕ фильм курнă, рецензи çырнă.

Бал вĕçленсен унта хутшăннисем диплома тата çĕнтерÿçĕ кубокне тивĕçнĕ. Пирĕн пилĕк кадета Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче канма путевка парнеленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.