Каçсерен – хурала

2 Çĕртме, 2017

Сыхлăх туйăмне несĕлĕмĕрсем нихăçан та çухатман: кĕтмен инкек- синкеке сирмешкĕн чăваш ялĕсенче çынсем хăйсен пурлăхне сыхлас тĕллевпе каçхи хурала тухнă. Шел, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çак йăла чылай çĕрте манăçрĕ.

Каçал енчи Аслă Чурачăксемпе Чĕчкенсем вара каçсерен ял хуралне тухассине нихăçан та пăрахăçламан. Ял тăрăхĕнчи пурăнмалли çуртсенче тата общество об±екчĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнас тĕллевпе вырăнти хăйтытăмлăх йышăнăвĕпе çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен граждансен каçхи хуралне çирĕплетнĕ. Чĕчкен ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Людмила Григорьева пĕлтернĕ тăрăх, хурала Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем 2-шерĕн тухаççĕ, вĕсен дежурстви каçхи 20 сехетре пуçланса ирхи 5 сехетре вĕçленет.

«Иртнĕ çул уйрăм хуçалăхра электричество пралукĕ юхăннипе лупас çунма пуçланă. Хурал тăракансем çакна асăрхаса вут-çулăма алхасма паман, çийĕнчех сÿнтернĕ, — каласа кăтартрĕ Людмила Витальевна. — Каçсерен хурала тухни хамăршăн усăллă. Çынсем тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Хурал йĕркине ял тăрăхĕн ертÿлĕхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать».

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.