Каччă пек тăхăнса ташларăм та...

17 Çу, 2018

Ял хĕрринчи кÿлле шыва кĕме чупни, арçын ачасемпе вăй виçни, шкула урок хатĕрленмесĕр кайса ларни, хаçата пĕрремĕш заметкăсем çырни… Ачалăх çавăнпа асамлă та. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин писательсен союзĕн членĕ, Николай Никольский ячĕллĕ преми лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Караджаоглан ячĕллĕ преми лауреачĕ Альбина Любимова-Юрату поэтесса паян ачалăхне куç умне кăларчĕ…
Эпĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте 1959 çулта çуралнă. Çемьере 7-ĕн — тăватă хĕрпе виçĕ ывăл — ÿсрĕмĕр. Эпĕ улттăмĕшĕ. Анне Клавдия Васильевна шăллăма кăкăр çитернине ас тăватăп. Пĕчĕкскер кутăнланчĕ те анне мана çитеретĕп тесе шăллăма вăрçсан хăраса ÿкрĕм. Ара, мана, 3 çултискере, намăс-çке. Çакăнтан хама ас тума пуçларăм. Аннешĕн сылтăм алăччĕ эпĕ. Пысăк çемьепе мунча хутса кĕнĕ хыççăн тепĕр кунне анне кĕпе-йĕм çума явăçтаратчĕ. Ятарлă хăма çинче пилĕк, алă ыратиччен укалаттăм. Пĕррехинче пахчара çĕр улми лартатпăр. Суха пуç йĕр туса кайнă çĕре атте канфет ывăтса тухатчĕ. Ача-пăча çавна ăмăртмалла пуçтараттăмăр. Хальхинче те эпĕ чи малтан илсе чупрăм. Тепрехинче çĕр улми кăларатпăр. Эпĕ, шкул çулне те çитменскер, пĕчĕк витрепе çĕр улмине тĕп сакайне яма хамах йăтса кĕтĕм те ăнсăртран унта ÿкрĕм. Тĕпсакайĕнчен йĕре-йĕре аран тухрăм та хытă ыраттарнипе юнтарса текех пахчана тухмарăм çав кун. Аслисенчен пытанса лартăм.
Кăшт ÿснĕччĕ эпĕ ун чухне. Аннепе атте Киева тăвансем патне хăнана кайнăччĕ. Тетене Тольăна ĕне сума хушса хăварнă. Вăл мана сутарчĕ. Манăн алă вăйĕ çитменнипе эпĕ сĕте пĕтĕмпех суса илеймен те ĕнен çилли анне-атте килнĕ çĕре шыçса кайнăччĕ. Анне выльăха сиплесе аранах йĕркеллĕ сĕт паракан турĕ.
Анне эпĕ питĕ ыйтнипе Канашран çунашка илсе килсе панăччĕ. Тете Володя ир-ирех шкула ун çине лартса туртса кайрĕ. Манăн пурин умĕнче те çунашкапа мухтанас килчĕ. Шкулта никам та çукчĕ. Кăмакана хутса ăшăтсан те лÿшкене ытларах тайса хăварнă — мана сĕрĕм тивнĕ ĕнтĕ. Тăхтавра урама тухсан тÿнсе кайрăм. Вĕрентекен медпункта йăтса кĕчĕ. Çав кун кунĕпех фельдшер пÿлĕмĕнче кушетка çинче выртма тиврĕ. Çунашка çапла шар кăтартни асра юлчĕ.
Анне мана пĕчĕк чухне вăрмана кăмпа пуçтарма илсе çÿретчĕ. Кăмпине катки-каткипе тăварлатчĕ. Район ярмăрккинче, пасарта сутаттăмăр аннепе. Вăл кăшт айккине пăрăнсан эпĕ те сутаттăм. Анне килте темиçе çĕвĕ машини вырнаçтарнăччĕ. Ялти хĕрарăмсемпе çĕвĕçсен бригади йĕркелесе тумтир çĕлетчĕç. Вăл хăех ĕлкине хатĕрлетчĕ. Колхоз ĕçченĕсем валли халат, фуфайка… çĕлетчĕç. Мускавран журналсем çырăнса илсе унтан вĕренетчĕ ку ăсталăха.
Юлташпа Людăпа кино курма чупаттăмăр. Хăш-пĕр чухне унта кĕмешкĕн 5 пус çукчĕ. Ун пек чухне кино пуçланиччен маларах клуба кĕрсе сцена хыçне пытанса лараттăмăр. Фильм кăтартма тытăнсанах зала вăрттăн анса лараттăмăр. Киномеханик асăрхамастчĕ. Эпĕ анне кишĕрпе пĕçернĕ кукăле чиксе каяттăм та кино тăршшĕпех çисе лараттăм.
Шкул вăхăтĕнче эпĕ сăвă çырман. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра атте мана юнкорсен кружокне çÿрететчĕ. Вăл ун чухнех манра çырас ăсталăха аталантаратчĕ. Пĕрремĕш пĕчĕк заметка манăн «Авангард» район хаçатĕнче пичетленчĕ. Ватă çынсене пулăшма çÿреттĕмĕр. Шăпах çавăн çинчен çырнăччĕ эпĕ. Хамăн хушамата хаçатра курсан, статьяшăн гонорар ярса парсан савăннипе хаçата урам тăрăх йăтса чупни куç умĕнче. Юлташ хĕр çинчен «Пионер сасси» /халĕ — «Тантăш»/ хаçата атте пулăшнипе «Манăн чи лайăх юлташ» заметка çыртăм. Ку хаçатра тухнă хыççăн Мускава «Пионерская правда» хаçата куçарса ярса патăмăр. Вăл пичетленсен ман пата питĕ нумай шкул ачи — Союзлă пĕтĕм республикăран çыру çырма тытăнчĕç. Кашни кун çыххи-çыххипе килетчĕç вĕсем. Юлташсен вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Юлашкинчен почтальон та тарăхса çитрĕ, «Йăтса ывăнтăм çырăвусене», — терĕ.
Сцена çине тухма çав тери юрататтăм. Пĕррехинче аслă класра вĕреннĕ чухне каччă пек тăхăнса халăх умĕнче ташларăм. Юнашар ялта пурăнакан пĕр хĕр мана чăнах та йĕкĕт тесе шухăшланă. Мана хисепленипех шăллăма качча килчĕ кайран.
Историпе Аркадий Калля вăрçă ветеранĕ вĕрентетчĕ. Хăйĕн урокне питĕ хисеплетчĕ, çавăнпа пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕ. Пĕррехинче пирĕн тăвана салтака ăсатаççĕ. Манăн та каяс килчĕ. Истори вĕрентекенĕнчен тăвана çара ăсатма урокран яма ыйтрăм. Вăл мана вăрçрĕ, ямарĕ. Эпĕ пурпĕрех тухса вĕçтертĕм. Патăрьелти çар комиссариатне пылчăклă çулпа тиевлĕ машинăра аран-аран çитрĕмĕр. Тетене ăсатса ятăмăр. Тепĕр кунхине истори урокĕнче Аркадий Павлович пĕтĕм класс умĕнче тăратса питĕ хытă намăслантарса вăрçрĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне чирленĕччĕ. Ÿт температури ÿссе кайнипе мана градусник лартнă. Ăна пысăк кăтартас килчĕ те куркари вĕри шыва чĕр кĕмĕллĕ /ртутьлĕ/ вĕçне чикрĕм. Вăл тÿрех çĕмĕрĕлчĕ те сиенлĕ япала куркара сапаланчĕ. Анне-атте курасран васкаса аптечкăри эмел савăтне /вăл кантăк пробирка евĕрччĕ/ илтĕм те пушатрăм. Унта чĕр кĕмĕле пуçтарса картишне тухрăм, çĕр ăшне чавса чикрĕм. Градуснике ăçта хунине кайран та каламарăм. Студент пулсан чуна лăплантарас тесе икĕ градусник туянса патăм.
Шкулта ялан лайăх паллăпа ĕлкĕрсе пынă. Атте музыка, рисовани предмечĕсене тата пуçламăш классене вĕрентетчĕ. Мана япăх вĕренсен намăс пулнă. Пĕррехинче чăваш чĕлхи учителĕ Анатолий Григорьев урок хатĕрленсе килменшĕн класĕпех кая хăварчĕ. Вĕрентекен ачисене уйрăмах намăслантарчĕ. Правилăна кашнине доска умне тухса калаттарсан тин киле ячĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.