Качакапа сурăх çулĕнче йыш хушăнтăр ÿсĕмлĕ

13 Кăрлач, 2015

Хĕвелтухăç гороскопĕпе 2015 - Кăвак йывăç качака /сурăх/ çулталăкĕ. Вăл шăппăн, тÿлеккĕн, тикĕссĕн иртĕ теççĕ. Кашни çын - уйрăмах ырă ĕç тăвакансен - пурнăçĕ ăнĕ. Ĕçтешĕрсене, çывăх çыннăрсене ытларах усă кÿрсен хăвăра телейлĕ туятăр.

Качака, сурăх - лăпкă выльăх: мăйракипе лупас алăкне ĕне пек хирсе çĕмĕрмест, хуçа куçĕнчен ÿкĕнĕçлĕн пăхать, ăна юрама тăрăшать. Тен, çавăнпа ĕнерен лайăхрах ĕрчет. Йыш ыйтăвĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççейре 1915 çулта - 47 млн, 1962 ç. - 69,2, 1990 ç. - 64, 1992 ç. - 50, 1998 ç. - 58,2, 1999 ç. - 14,8, 2011 ç. 22,9 млн сурăхпа качака пулнă. Ялхуçалăх организацийĕсенче 2006 çулта 2,8 млн качака усранă. 25 çул каялла унăн шучĕ 7 миллиона çитнĕ. Ытларах ăна Дагестанра /çĕршыври мĕнпур качака йышĕн 12,4%/, Волгоград /6,8/, Ростов /3,8/, Аçтăрхан /3,3/ облаçĕсенче, Калмыкире /3,7%/ ĕрчетеççĕ.

Федерацин Çĕпĕр округĕнче чи нумай усраканни - Тыва /14%/, иккĕмĕш вырăнта - Алтай /6,1/. Федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш - Пушкăртстан /3,1%/, иккĕмĕш - Оренбург облаçĕ /2,3/.

РФ Ялхуçалăх министерстви "Раççейре 2020 çулччен сурăх тата качака усрассине вăйлатасси" тĕллевлĕ программа йышăннă. Çав хушăра сурăхпа качака йышне 21,8 миллионран 28 çитермелле.

Тутарстанра 2011 çулта 5,9 пин тонна качака сĕчĕ туса илнĕ. 2020 çул тĕлне унăн калăпăшне 21,2 пин тоннăна, качака йышне 50,5 пине çитересшĕн.

1990 çулсенче кĕтÿ пĕчĕкленнине патшалăх е предприятисем сурăх çăмĕпе тирне туянманнипе, йÿнетнипе ăнлантармалла. Хатĕрлев пункчĕсем вĕсене халĕ те хапăл йышăнмаççĕ. Çакна Муркаш районĕнчи Мулкачкассинчи Г.Г.Кузьмина çырăвĕ те çирĕплетет. "Ĕне, сурăх, кролик çăмĕпе тирне сутаймастпăр, - тенĕ вăл. - Пĕрисем çырмана кайса пăрахаççĕ, иккĕмĕшсем çунтарса яраççĕ. Килти хуçалăхсенчен вĕсене пуçтарассине камăн йĕркелемелле?"

Иртнĕ ĕмĕрте сурăхăн кашни килограмм çăмне 30 тенкĕлле йышăннă. Ку лайăх хак шутланнă. Халĕ 80-110 тенкĕлле илеççĕ, специалистсем йÿнĕ, 900-1000 тенкĕ тумалла теççĕ. Хака çапла йĕркелесен çеç аграрисем çемçе çăм ытларах туса илме тĕллев лартĕç.

Тĕнчере сурăх чи нумай усраканни - Китай /138,9 млн/. Индире - 75,5, Австралире - 73,1, Суданра - 39,3 млн.

Республикăри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 1999 çулта - 204668, 2010 ç. - 175822, 2011 ç. - 179700, 2012 ç. - 176100, 2013 çулта 179777 качакапа сурăх усранă.

Михаил СЕРЕГИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.