- Чăвашла верси
- Русская версия
Кăçата йăваласа пурнăç тăвакансем
"Эпĕ хулара пурăнаймастăп", – тет вăтăр çичĕ çулти Владимир Мечков. Пĕр вăхăт унти пурнăç тутине тутаннă хыççăн вăл тăван ялне таврăннă. Унăн çемйи халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕньял Упакассинче амăшĕпе пĕрле тĕпленсе пурăнать.
Ялĕ пысăк мар, мĕн пурĕ те 45 кил-çурт. Анчах кунтан çамрăксем хулана тармаççĕ.
Таврари ытти ялсем йышсăр, вĕсенче вара яш-кĕрĕм юлманпа пĕрех.
Çывăхра çамрăксем валли ĕç çук. Ял хуçалăх предприятийĕ аран сывлать. Пĕчĕккисене ача садне ял тăрăхĕн центрне, Урхас Кушкăна, илсе çитерме те Çĕньял Упакассисене меллĕ мар. Владимир Мечковăн мăшăрĕ Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕрен ачисене унти садике илсе çÿрет. Кашни кун çул çÿреме тăкаклă. Хулара пурăнма пÿлĕм пурри пулăшать. Канмалли кунсене, паллах, яла таврăнаççĕ.
Ĕлĕкрех ял тулли пурнăçпа пурăннă. Паян шкул та, клуб та çук. Вун тăватă пĕчĕк яла пĕрлештерекен Урхас Кушкăна çитме вара вăхăт кирлĕ. Юрать-ха Çĕньял Упакассинче лавкка пур. Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕр усламçă тытать ăна. "Пурри аван, анчах ял ăна пула ăпăр-тапăр айне пулать, тирпейсĕре тухать, тасамарланать. Ялпа юнашар дача, унта çÿрекенсем те типтерсĕр. Çÿп-çапа ял çумне, вăрман хĕррине пăрахса хăвараççĕ. Ăна пуçтармалли контейнер лартса парсанах унашкал пулмĕччĕ ĕнтĕ", – тăван тăрăхĕшĕн чунĕ ыратнине пытармасть Антонина Ивановна Мечкова.
Владимир ывăлĕпе сурăх кĕтĕвĕ кĕтме тухнăскерпе ял çумĕнчи тарăн çырмара паллашрăмăр. Калаçнăçемĕн çамрăксем мĕншĕн Çĕньял Упакассинчен тухса тарма тăрăшманнине те пĕлтĕмĕр. Çывăхри хуçалăхра ĕç çуккишĕн пач кулянмаççĕ вĕсем. Ялĕпех кăçатă тăваççĕ. Мечковсем те ÿксе юлмаççĕ. Кунне виçĕ-тăватă мăшăр йăвалаççĕ. Ĕçчен алă витĕр тухнă тавар сутăнмасăр выртмасть. Ял çыннисене аван пĕлсе çитнĕ усламçăсем ăна киле пырсах курттăмăн илсе каяççĕ. Капла йÿне ларать те... Мĕн тăвăн, выльăх усракан кашнинчех хулана тухса çÿреймест.
Хĕлĕпе кăна мар, çăвĕпех кăçатă тăваççĕ-мĕн Çĕньял Упакассисем. Кунашкаллисем хăйсен таварне килен-каяна йÿнĕпе тыттарса ямаççĕ, хăйсемех сутма çÿреççĕ. Вĕсен выльăхпа тăрмашма вăхăт çук, çавăнпа усрамаççĕ те. Юр-варне, аш-пăшне укçалла туянаççĕ. Вăйлă ĕçлекенсем кăçатăпа сахал мар укçа тунине палăртать Владимир Мечков.
Хăй те тăрăшакансен шутĕнчех-мĕн. Кăçатă та йăвалать, техникăпа ĕçлеме те ĕлкĕрет. Килĕнчи тракторĕ ахаль лармасть. Кĕтÿ кĕтме тухнă кун пирĕнпе калаçнă хыççăнах вăл çывăхри дача хуçалăхне васкарĕ. Техникипе шыв насусĕ кăларма чĕннĕ иккен ăна.
Ывăлĕ таçта инçетре мар, хăйĕнпе юнашар пулнăшăн, хуларан яла таврăннăшăн Антонина Ивановна, ахăртнех, хĕпĕртет. Кил пушанса юлмасть. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхма ватă çынна халĕ самай çăмăл.
Тепĕр 10-15 çултан тăван ялĕн шăпи пирки уççăн калама тăхтаса тăчĕ кинеми, анчах вăл паян-ыран пĕтмессе шантарчĕ. Ытти ялсенчи пек кунта ĕçмелли шывсăр аптăрамаççĕ. Килсерен çăл чавнă. Ял варринче те пур. Мечковсен акă сивĕ, вĕри шыв килĕнчех. Çуртра çут çанталăк газĕ çунать. Çамрăксем ÿркенмеççĕ, çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Дача еннелле каякан асфальт çул ял çумĕпех иртет.
"Ялта ĕçлесе пурăнма пулать, – тет Владимир Мечков. – Куратăр-и, епле илемлĕ кунта. Вăрман çумра, кăмпине, çырлине, çынна кирлине йăлтах парать".
Епле хирĕçлеме хăйăн ĕнтĕ кун пек шухăшлă çамрăка. Унашкаллисене паян пуç таймалла. Вĕсемсĕр ял ĕмĕрне кам тăсĕ?..
Комментари хушас