Каçарма çуккине - каçармаççĕ, Пăрăнаççĕ шăла çыртса…

18 Утă, 2018

Сан сăввуна вуласан...

Сан сăввуна вуласан,
Тăшман шăртланмарĕ пулсан,
Тусу савăнмарĕ пулсан
Эс поэт мар,
эс — йăпанăç кăна.

* * *

Чечек акрăм та…

Чечек акрăм та,
Чечек акрăм та,
Шăтса тухрĕ пуль хытă чул.
Пăхаймарăм-и,
Сапаймарăм-и,
Сивĕрех пулчĕ-ши ку çул?
Кулас кăмăлăм,
Савнас кăмăлăм
Ма пĕрмай ÿкет чул çине?
Эс курмастăн-и,
Эс сисместĕн-и
Манăн чунăм çуннине?
Чечек парăттăм,
Чечек парăттăм,
Шăтайман пулсан, мĕн парам?
Эс хаваслă-и?
Пурте лайăх-и?
Сан телейшĕн савăнам.

* * *

Сарă, сарă çулçăсем

Тÿпере шур уйăх тулчĕ,
Чĕтренсе йĕрет йăмра.
Çул çине ÿкет сар çулçă,
Çухалать таçта, умра...
Сарă, сарă çулçăсем те
Эс каланă сăмахсем
Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,
Шур юр айне пулаççĕ.
Чĕрĕ шыв сапса чĕртместĕп
çав ултав сăмахсене.
Каялла килме чĕнместĕп —
Ĕненместĕп вĕсене.
Эс кайнишĕн ÿкĕнместĕп,
Çирĕпленчĕ кăмăлăм,
Çулçăсем çилпе вĕçсен те,
Халь сывлатăп çăмăллăн.
Сарă, сарă çулçăсем те
Эс каланă сăмахсем
Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,
Шур юр айне пулаççĕ.

* * *

Ан ятлăр

Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,
Пĕтĕмпех ăнланатăп хамах.
Кĕрхи кун хĕле хирĕç тухать-тĕр,
Ятлани те халь тин кăлăхах.
Хам çине эп уртмастăп сар пурçăн,
Куллăма пытаратăп кас-кас.
Уншăн çеç антăхан айван пуçшăн
Ма тĕнче илемне ылханас?!
Калайман шухăша шăплăх витĕ
Кĕрхи кун шăннипе пĕр пулса,
Ÿкĕнни те халь тин, йынăшни те —
Пăр купи пек çеç юлĕç тăрса.

Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,
Ятлани те халь тин кăлăхах.
Эсир мар, кĕрхи кун шатăртаттăр,
Шăнттăр çеç чунăма хытăрах. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.