Кăçалхи уяв мĕнпе асра юлĕ?

3 Пуш, 2017

Кăçал Республика кунĕнче Раççейри Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн пултарулăхĕпе киленме май пулĕ. Çакă — пирĕн республикăшăн чăнласах та çĕнĕ пулăм.

«Пĕр пин ача сассиллĕ хор хальччен Мускавра, Питĕрте, Сочипе Крымра çеç концерт кăтартнă. Чăваш Ен пысăк çак коллектива йышăнакан пĕрремĕш пĕчĕк регион пулĕ», — терĕ ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасем шăрантаракан юрăсене Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XXI «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальте итлеме май килĕ. Константин Геннадиевич каланă тăрăх — çак уяв тĕлне Чăваш Енре те Ачасен пĕрлештернĕ хорне пухмашкăн тĕллев лартнă. Ку — ырă шухăш, мĕншĕн тесен пĕтĕм тĕнчере хор искусствин аталанăвне обществăн кăмăл-сипет кăтартăвĕ пек йышăнаççĕ. Республика кунĕнчех Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасене савăнтармашкăн Росгвардин юрăпа ташă ансамбльне /Мускав хули/ чĕнесшĕн. Кăçал 25-мĕш юбилейне паллă тăвакан «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале çемье пахалăхĕсене халаллассине каларĕ министр: Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ вĕт.

Константин Яковлев çавăн пекех алăстисен Пĕтĕм Раççейри 15-мĕш «Руç ăсти» конкурсне тата Пĕтĕм чăвашсен 5-мĕш Акатуйне /иккĕшĕ те юбилейли/ ирттерме хатĕрленнĕ май регионсене йыхрав хучĕсем янине пĕлтерчĕ. Культура мероприятийĕсене 46 регионтан, çавăн пекех Китай Халăх Республикинчен, Беларуçран, Казахстанран тата ытти çĕршывран коллективсем килессе кĕтеççĕ.

ЧР вице-премьерĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарти «Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» экономика форумне те юбилейли тесе палăртрĕ: кăçалхипе 10-мĕш хут иртет вăл. Унăн ĕç программи те пуян пулĕ. Владимир Аврелькин çак форумрах предпринимательсен «Бизнес-ăнăçу» наци премине йĕркелеме планланине, унта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем хутшăнассине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне бизнес аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа «çавра сĕтелсем» ĕçлĕç.

Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсенчен пĕри — «Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курав. Вăл кăçал çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче «Контур» комплексра иртĕ. Асăннă курав тата çулсеренех йĕркелекен фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ пирки экономика аталанăвĕн министрĕ каласа кăтартрĕ.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев Чăваш Енĕн тĕп хулинче тата асăннă районта уява хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Таврара тирпей-илем кĕртĕç: чечексем лартĕç, ытти енчен хитрелетĕç. Республика кунĕнче Шупашкарта та, Пăрачкавра та культурăпа кану программи анлă пулĕ. Паллах, çĕнĕ объектсем те уçĕç. Республикăн тĕп хулинче, тĕслĕхрен, икĕ ача сачĕ хута кайĕ. Евгений Лебедев районти 12 ял тăрăхĕн гербĕсемпе ялавĕсене Геральдика палатине янине, çак символсене уявра çирĕплетессине пĕлтерчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ларăва ертсе пынăскер, хатĕрленÿ ĕçĕсен вăхăтĕнче тĕл пулакан ыйтусене хăвăртах татса памалла терĕ. Унăн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев уява йĕркелекенсен яваплăха туйса ĕçлемеллине аса илтерчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.