Кăçалхи те асра юлĕ-ха

Çитес тунтикун Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăласса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Унăн президенчĕ малтанхи пекех Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киностуди ертÿçи Карен Шахназаров, программа директорĕ — Сергей Лаврентьев.

Кинофестиваль программинче — 60 ытла фильм. Илемлĕ картинăсен конкурсне — 11, этника тата регион киновĕн конкурсне 16 ĕç хутшăнĕç. Унсăр пуçне Андрей Кончаловскин 13 картинине кăтартма палăртнă. «Кино — ачасем валли» программăна «Пилот» тата «Пчелка» киностудисен мультфильмĕсем илем кÿрĕç. Унсăр пуçне çĕршыври паллă режиссерсемпе, актерсемпе, продюсерсемпе пресс-конференцисем, «çавра сĕтелсем», тĕлпулусем иртĕç.

Конкурса тăратнă фильмсене тĕп хулари чаплă залсенче кăна мар, Çĕнĕ Шупашкарти, çавăн пекех иртнĕ çул хальхи йышши киноаппаратурăпа пуянланнă ултă кинозалта /Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Канаш районĕсенче/ те кăтартĕç. Камсем килме шантараççĕ-ха Шупашкара? Раççейрен кăна мар, Францирен, Венгрирен, Казахстанран, Туркменирен те пулĕç. Вĕсен йышĕнче — Зинаида Кириенко, Владимир Новиков, Елена Коренева.

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.