Каçал ачисем чăматанлă экскурсие кăмăллаççĕ
Комсомольски районĕ пуян историллĕ тăрăх. Унăн кун- çулĕ 1939 çулта пуçланнă.
Йывăр вăхăтра музей тунă
Шăпах 1939 çулта Аслă Каçал ялне Комсомольски ят панă. Çакна халалласа Чăваш халăх художникĕ Клим Владимиров «Хĕрлĕ Клавди» картина ÿкернĕ. Унта çамрăк учитель Клавдия Кречетникова комсомолка сăнланнă. Ку ÿкерчĕк музейри тĕп экспонатсенчен пĕри шутланать, мĕншĕн тесен экскурси район кун-çулĕпе паллаштарнинчен пуçланать. Сăмах май, художникăн хăш-пĕр ĕçĕ çак музейре упранать, вăлах музейри диорамăсене илемлетнĕ.
Районти историпе тавра пĕлÿ музейне йĕркелемешкĕн ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Кокорев тавра пĕлÿçĕ нумай тăрăшнă. Чылай çул шкулта вăй хунăскер район историне тĕпченĕ. 1989 çулта музей валли хальхи «Кĕтне» суту-илÿ çурчĕ вырнаçнă керменте икĕ пÿлĕм уйăрса панă. Тепĕр 10 çултан музей уйрăм çурта куçнă. Ăна çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, район йĕркеленнĕрен-пе 60 çул çитнине халалланă уявра, уçнă. Çак кун музейре халăхран кăсăклă япаласем йышăнмалли кун пулса тăнă. Çав тапхăра Василий Васильев çапларах аса илчĕ:
— Ку çурта 1939 çулта Патăрьел районĕнчен куçарса килнĕ. Унта малтанхи çулсенче парти райкомĕпе комсомол организацийĕ ĕçленĕ. Халĕ те музее килекенсем çав вăхăта аса илеççĕ: комсомола илни, ĕç тăвакан комитетăн ларăвĕнче тухса калаçни çинчен... Каярахпа ку çурта ÿнер шкулне патăмăр. Шкул урăх кермене куçса кайсан вăл пĕр тапхăр пушă ларчĕ. Унта музей йĕркелес тесе шухăшларăмăр. Хамăн вĕрентекене Клим Владимировича чĕнсе илтĕм. Вăл музее хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетрĕ. Çуртра 7 кăмака пурччĕ, вĕсене салатрăмăр. 90-мĕш çулсенче самани йывăрччĕ, ĕçлекенсене шалу вăхăтра тÿлейместчĕç. Çапах эпир музей тăвас тесе тăрăшрăмăр. Район пуçлăхĕ пире ирĕк пачĕ. Районти хуçалăхсенчен пулăшу ыйтрăмăр. Ун чухне укçа-тенкĕ енчен çăмăл марччĕ, çавăнпа хуçалăхсем çу, сысна çурисем, тырă, утă-улăм тата ытти пачĕç. Эпир вĕсене сутрăмăр та строительство материалĕсем туянтăмăр. Музей çуртне хута ярас тесе культура çыннисем, учительсем, Çĕнĕ Мăратри музейре ĕçлекенсем нумай тăрăшрĕç. Музее туса пĕтернĕ-пĕтермен пирĕн пата ун чухнехи культура министрĕ килсе курчĕ, музейре республикăри канашлу ирттерессине пĕлтерчĕ. Чăваш Енри райадминистрацисен культура пайĕн пуçлăхĕсем пухăнчĕç. Çавăн хыççăн министерство та музей тумашкăн укçа пачĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ Василий Софронович.
Художник пулнă май вăл экспонатсенчен чылайăшне хăй тунă. Хăшне-пĕрне шкулсенчи музейсем панă. Василий Васильев малтанхи музеех илемлетме хутшăннă, Леонид Герасимовпа пĕрле экспозицисем тунă. Ун чухне вăл районти культура пайĕ çумĕнчи мастерскойра художникра ĕçленĕ, плакатсем, баннерсем тунă.
Василий Софронович Етĕрне районĕнчи Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1975 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухсан ăна Комсомольски районне ĕçлеме янă. Тепĕр ултă çултан культура пайĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Ку должноçре вăл 30 çул ытла тăрăшнă. Çак тапхăрта культурăна аталантарас тесе нумай вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан районти музее ĕçлеме вырнаçнă. Унăн чун киленĕçĕ — картинăсем ÿкересси. Василий Софроновичăн ĕçĕсемпе районти тата республикăри тĕрлĕ вырăнта йĕркеленĕ куравсенче пал-лашма пулать. Республикăри художниксен туслă йышĕпе пĕрле районта кашни çулах пленэрсем ирттереççĕ, ку тăрăхри çут çанталăка, ял çыннисене ÿкереççĕ.
Çĕнĕлĕхсем шырать
Алена Полякова музейре 1998 çултанпа тăрăшать. Тăманлă Выçли ялĕн хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс шкулĕнче, Çĕнĕ Мăратри музейре ĕçленĕ. 2013 çултанпа — «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн пуçлăхĕ.
— Музей ĕçĕ — пултарулăх ĕçĕ. Килте те ĕç çинчен шухăшлатăп: «Тата мĕн çĕнни тумалла-ши, мĕнпе интереслентермелле-ши?» Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хатĕрленнĕ чухне çĕр çывăрман каçсем те пулнă. Музейре ĕçлекенсен нумай пĕлмелле, çавăнпа вуласа ăс-хакăла аталантаратăп. Çĕнĕлĕхсем шыратăп. Калăпăр, хальхи ачасене комсомолец кам пулни çинчен ăнлантарма питĕ çăмăл мар, кун пек чухне волонтера тĕслĕх вырăнне илетĕп, — терĕ Алена Овиковна.
Музейçĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — куравсем йĕркелесси тата экскурсисем ирттересси. Акă му-зейре Амăшĕн кунĕ тата Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне ал ăстисем хатĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма пулать. «Тĕлпулусем, ăсталăх сехечĕсем ирттеретпĕр. Тĕрлĕ районти ăстасене чĕнетпĕр. Пирĕн районта та пултаруллă çын чылай. Акă Лариса Васильева хĕреслĕ тĕрлет, Алина Афанасьева вĕтĕ шăрçаран илемлĕ япаласем ăсталать... Вĕсен ăсталăхĕ ÿссе пыни палăрать. Калăпăр, унччен чечек кăна тĕрленĕ пулсан халĕ картинăсем тăваççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ Елена Синицинăн ĕçĕсен куравне йĕркеленĕччĕ. Вĕсене курма аслă ÿсĕмри хĕрарăмсем ытларах килеççĕ. Хăйсем те ал ĕçĕпе кăсăкланаççĕ, юлашки вăхăтра чÿрече каррисене тĕрлесси йăлана кĕчĕ», — каласа кăтартрĕ музей пуçлăхĕ.
Ачасем кăмăллакан вырăн — çут çанталăк залĕ. Унта Каçал тăрăхĕнче пурăнакан чĕр чунсен кÿлеписем вырăн тупнă. Этнографи залĕнче ĕлĕкхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем тата ытти упранаççĕ. Чи пысăк та сумлă экспонатсенчен пĕри — сăвай çапмалли. Ана палли — çĕнĕ экспонат. Ăна нумаях пулмасть илсе килсе панă. Комсомольски салинче пурăнакан Иван Семенов /унăн ашшĕ платник пулнă/ музее чылай япала парнеленĕ.
Районта чăвашсем, вырăссем, тутарсем тата ытти халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен йăли-йĕркине кăтартакан экспонат та чылай музейре. Калăпăр, «Чăвашсен пÿлĕмĕнче» Тăманлă Выçли ялĕнче тупнă 54 пир упранать. Вăрçă залĕнче фронта кайма ыйтса çырнисем куç тĕлне пулаççĕ. Фронтра 6 ывăлне çухатнă Дарья Осиповăна /Çĕнĕ Шăхран/ уйрăм стенд халалланă. Çĕнетнĕ курав залĕнче тĕрлĕ выставка йĕркелеççĕ. Хĕл темипе çыхăннă сăн ÿкерчĕксен конкурсне хутшăннисен ĕçĕсене тăратнăччĕ. Пĕлтĕрхи конкурсра мала тухнă чăрăш та музее илем кÿрет. Малалла вулас...
Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас