Журнал «Тетте»

20 Çĕртме, 2017

Манăн Тăван çĕршыв

Кашниех хăйĕн тăван кĕтесне чунтан юратать. Тăван çĕршыв — çуралнă ял е поселок, е хула. Чăваш Енре тăхăр хула: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Етĕрне, Улатăр, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле. Вĕсен пурин те герб, ялав, гимн пур. Паян сире, тусăмăрсем, республикăри хуласен гербĕсемпе паллаштарма тытăнăпăр.

21 Ака, 2017

Паян «Тетте» журналăн 4-мĕш номерĕ тухрĕ

Унăн ячĕ сулахайран — сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла та пĕр пекех вуланать. Мĕнле ят-ши вăл? Тавçăраймарăр тăк тупсăмне «Ăслă хĕрарăм» юмахра шырăр.

Халăх сăмахлăхĕн «ылтăн çӳпçинчи» мунча, кăтăк такмакĕсем, пӳрне вăййисем пĕчĕккисемшĕн кăсăклă пулаççех.

Сĕтелçи вăййинче кимĕ çул çӳреве тухма чĕнет.

Pages