Вĕсем вăйлă та хастар!

10 Çу, 2018

Ака уйăхĕн 14-19-мĕшĕсенче Чĕмпĕрте физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççей олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртрĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 220 вĕренекен хутшăннă, пирĕн республикăран 9 ача пĕлĕвне тĕрĕслеме тивĕç пулнă. Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ: теори тата практика. Пирĕн хастар спортсменсем Чăваш Ен чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ: 4 вĕренекен призер пулса тăнă. Чи маттуррисемпе «Тантăш» вулаканĕсене хаваспах паллаштарăп.

Нумай тар тăкма тиврĕ

Призерсен хушшинче манăн ентеш, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Даниил Козлов, пулнине пĕлсен питĕ хĕпĕртерĕм.
— Эпĕ Чĕмпĕре мала тухас тесех кайрăм. Ума лартнă тĕллеве пурнăçлама питĕ нумай хатĕрленме, тар тăкма тиврĕ. Теори турĕнчен практика вăя ытларах илчĕ. Çапах эпĕ чи лайăх кăтартусемпе çăмăл атлетикăпа спорт вăййисенче палăртăм. Хама призерсен йышĕнче курсан хĕпĕртерĕм, савăнăçпа физкультура вĕрентекенĕпе Олег Осиповпа пайлантăм. Манăн çитĕнÿре унăн тÿпи пысăк-çке, — каласа кăтартрĕ каччă.

Кĕске вăхăтра спортсмен пулаймăн

Регион шайĕнче физкультура олимпиадинче çĕнтерÿçĕ пулнă Карапай Шăмăршă шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Денис Ермолаев мĕнлерех ăмăртнă тетĕр эсир?
— Спортра çитĕнÿсем тăвас тесен ăна мĕн пĕчĕкрен юратса ÿсмелле. Кĕске вăхăтра спортсмен пулса тăраймăн. Физкультура предмет олимпиади ытти предметпа танлаштарсан самай уйрăлса тăрать. Мĕншĕн тесен пире кунта тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеççĕ. Олимпиадăна эпир питĕ нумай хатĕрленнĕ. Шкулти практикăсăр пуçне Шупашкарта ятарласа йĕркеленĕ сборсене çÿрерĕмĕр. Олимпиадăра ытти регионти маттур ачасемпе паллашрăмăр. Эпĕ Чĕмпĕр хулинчен пуян опытпа, ырă туйăмсемпе таврăнтăм, — хавхаланса пĕлтерчĕ Шăмăршă каччи. Вăл ăмăртусем витĕр ăнăçлă тухса «призер» ятпа таврăннă.

Хĕрсем те маххă памаççĕ

Чăваш Ен хĕрĕсем олимпиадăна виççĕн хутшăннă: Юлия Егорова /Шупашкарти 20-мĕш шкул/, Светлана Алексеева, Анастасия Романова /Патăрьел районĕ, Аслă Арапуç шкулĕ/. Настя Романова лайăх кăтартусемпе призер пулса тăнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.