Тетте № 3 (319), 2021 çул

23 Пуш, 2021

♦"Манăн Тăван çĕршыв" рубрикăра Шупашкарти ботаника сачĕ пирки пĕлме май пур.
♦Вулама юратакансене "Ватăпа кайăк" эганасан халăх юмахĕ кĕтет.
♦Эсир вĕçен кайăк ячĕсене акăлчанла пĕлетĕр-и? Çук пулсан сирĕншĕн "Тетте вĕрентет" рубрика усăллă пулĕ.
♦"Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки" рубрикăра караппăл тата хура тирек çинчен пĕлме пулать.
♦"Çеçпĕл" сĕтелçи вăййине выляма хатĕр-и?
♦"Пуканене тумлантар" рубрика пушкăрт арçын ачине тумлантарма сĕнет.
♦"Ăста алă" рубрика вара пандăна касса кăларса çилĕмпе çыпăçтарма хушать.
♦Журналăн 16-мĕш страницинче Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕнчи 6-мĕш классен пултарулăхĕпе паллашма май пур.
♦"Хаваслă кăранташра" ачасен ÿкерчĕкĕсем пичетленнĕ.
♦"Хамăрах ăсталатпăр" фотоконкурс малалла пырать!
♦"Вăйă-кулă уçланки": Александр Плехановпа Олеся Михайлова сирĕн валли тĕрлĕрен кăсăклă вăйă хатĕрленĕ.

Туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.