- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 47 (4716) 10.12.2020
— «Ĕçе тĕплĕ тумалла, аслисене хисеплемелле», — вĕрентеççĕ кукаçипе кукамай. Эпир вĕсен кашни сăмахне ăша хыватпăр. Аслисем пурнăçра ырă ĕçсем тума, тĕрĕс çул-йĕрпе утма тата сăпайлă пулма хистеççĕ. Çакă пире шкулта çитĕнӳсем тума, çирĕп тĕллевпе малалла утма хавхалантарать», — теççĕ «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Настьăпа Диана Григорьевăсем.
Пӗрне портрет, теприне пейзаж çывăх
Хĕрачасем Красноармейски районĕнчи Шăнарпуç ялĕнче пурăнаççĕ, Чатукасси шкулĕнче ăс пухаççĕ. «Настьăпа Диана пĕртăвансем. Вĕсене эпир пур ĕçе те шанатпăр. Шкул чысне район шайĕнче кашни çулах хӳтĕлеççĕ. Предмет олимпиадисене хутшăнса çĕнтереççĕ: химипе, историпе, биологипе, чăваш литературипе, физкультурăпа тата ыттисемпе. Уявсене хатĕрленмелле-и, концерт лартмалла-и — иккĕшĕ те хаваспах хутшăнаççĕ. Шкулта çакăн пек маттур ачасем пурри савăнтарать пире», — терĕ шкул директорĕн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ Зинаида Владимирова.
Тăххăрмĕш класра вĕренекен Настя мĕн пĕчĕкрен портретсем ӳкерме юратать. «Çынсем хăйсене палласа илееççĕ, çакă савăнтарать», — йăл кулать вăл. Ăна никам та ӳкерме вĕрентмен, ӳнер шкулне те çӳремен Настя. Ĕмĕчĕсем çунатлă хĕрачан, çитес çул вăл дизайнера вĕренме каясшăн. Сăмах май, кукашшĕн шăллĕ те хитре ӳкернĕ-мĕн. Амăшĕ те ку енĕпе ăста, вĕренме çеç каяйман. Ал ĕçне те юратать Настя. Шарф çыхма вĕреннĕ, халь тĕрлес ăсталăха алла илесшĕн. Уйрăмах чăваш тĕрри илĕртет ăна. Ку енĕпе таврара пулăшакан та пур. Сăмах май, çак ялта çуралса ӳснĕ, нумаях пулмасть Мускавран куçса килнĕ Юлия Русина чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса пама хатĕр. Кăмăлĕсем пур тăк Юлия Васильевна килĕнче кружок та йĕркелеме хирĕç мар.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çирĕп сывлăхлă пулма пулăшать. Спортпа туслă Настя пуринчен ытла çăмăл атлетикăна килĕштерет. Районта чупассипе пĕрре мар мала тухнă, икĕ хутчен ылтăн, пĕр хутчен бронза медальсене тивĕçнĕ. Йăмăкĕпе пĕрле Кӳкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне бассейна çӳресе тĕрлĕ стильпе ишме вĕреннĕ. 2019 çулта пултаруллăскер ГТО нормисене те пурнăçланă.
Кĕнекесем шĕкĕлчесси уншăн — чун киленĕçĕ. Вырăс классикĕсене кăмăллать вăл, нумаях пулмасть Лев Толстойăн «Война и мир», Александр Пушкинăн «Евгений Онегин» романĕсене вуласа тухнă. Истори кĕнекисене пуринчен ытларах килĕштерет. Настьăн юратнă предмечĕсем те — историпе хими.
Саккăрмĕш класра пĕлӳ пухакан Диана та аппăшĕнчен юласшăн мар. Вăл та хитре ӳкерет, анчах та унăн чунне тĕрлĕ пейзаж çывăх. «Çын сăнне лайăхах уçса параймастăп, ытларах тăван тавралăха, çут çанталăка ӳкерме юрататăп. Уйрăмах Шăнарпуç тăрăхне», — терĕ вăл сăпайлăн.
Елена АТАМАНОВА.
Лауреаты международной олимпиады
Выпускницы Чебоксарской детской музыкальной школы №2 им. Воробьева Татьяна Киселева, Кира Филимоненко и Ксения Николаева стали лауреатами I степени Международной олимпиады «Чайковский. Жизнь в музыке», которая была приурочена к 180-летию выдающегося русского композитора и посвящена его творчеству.
Целью данного состязания было не только определение уровня музыкальной эрудиции детей и насколько хорошо они знают о жизненном пути композитора, но и возможность продемонстрировать свой творческий потенциал, который каждый смог раскрыть по-своему. Участниками стали около 500 музыкальных эрудитов из различных регионов России и зарубежных стран. Ответив на вопросы, касающиеся жизни и творчества П.И.Чайковского, воспитанницы музыкальной школы показали отличные результаты, еще раз подтверждая слова Д.Д. Шостаковича: «Из века в век, из поколения в поколение переходит наша любовь к Чайковскому, к его прекрасной музыке, и в этом ее бессмертие».
В деревне хорошо и здорово!
Я люблю гостить у бабушки в деревне в любое время года. Это место стало для меня таким родным. Я знаю там абсолютно все: каждое дерево, каждую травинку! Мне нравятся речки, леса и живописные овраги. В смешанных лесах много разных грибов, ягод и растений. Встречаются и животные: зайцы, белки, лисы, волки и даже медведи. Именно поэтому местные жители не ходят в лес по одному, а только по двое или компанией. Я же хожу с бабушкой, а если мы с ребятами отправляемся за грибами, то кто-то из взрослых обязательно
идет с нами.
Недалеко от деревни находится маленькая речка. Летом мы с друзьями часто ходим туда купаться, а зимой катаемся на коньках. Весной мы запускаем по ней бумажные кораблики и наблюдаем, как прилетают птицы. Рядом с водоемом находится поляна, усыпанная красивыми цветочками и вкусными ягодками. Деревня бабушки находится недалеко, около 90 километров от города. Когда родители говорят, что мы поедем к бабушке, я искренне радуюсь. Ведь с раннего детства я часто провожу свои каникулы в деревне на свежем воздухе.
Бабушка уже многому меня научила: работать в огороде, полоть грядки, ухаживать
за домашними животными, стирать вещи и готовить. Еще она показала мне игры, о которых я совсем ничего не знала! Ах, как хорошо в деревне!
Анастасия ГАВРИЛОВА, 6-й класс. Чебоксары, 47-я школа.
Татьяна концертӗнче икерчӗпе чей ӗçнӗ
Паянхи тĕпеле армрестлинг енĕпе спорт мастерне, юниорсен хушшинчи Европа чемпионкине, Раççей шайĕнчи вун-вун турнир çĕнтерӳçине Олеся Михайловăна йыхравларăмăр. Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралса ӳснĕскер редакцие федерацин Атăлçи округĕн ăмăртăвне тухса каяс умĕн кĕчĕ. Икĕ ача амăшĕ таçта та ĕлкĕрнинчен, чăннипех те, тĕлĕнтĕм. Аслă хĕрĕ Элина 3 уйăхра чухнех Олеся ăмăртусене хутшăнма пуçланă. «Пĕрремĕш тĕпренчĕкĕм манпа ют çĕршыва та çитсе курнă. Кĕçĕнни Элиза пĕр уйăхра чухне республика чемпионатне хутшăннăччĕ. Пухмачра 100 медаль ытла. Спортра мана çитĕнӳсем тума çемье хавхалантарать», — терĕ Олеся ачалăхри асра юлнă самантсем пирки каласа кăтартиччен.
1 СВЕТОФОР. Ачалăх – маншăн асра юлнă чи кăсăклă та нихçан манăçми самантсем. Эпĕ 1992 çулта çуралнă. Шăпах ун чухне аттепе анне çурт хăпартнă. Мана телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн тав тăватăп. Пичче манран виçĕ çул аслă. Эпир ун чухне кивĕ çуртра пурăнаттăмăр. Вова шкула çӳретчĕ, эпĕ асаннепе килте юлаттăм. Пĕррехинче ĕç урокĕнче вĕсем хутран светофор тунă. Вĕрентекен килте ăна сăрласа килме хушнă. Мана çак виçĕ тĕслĕскер питĕ килĕшрĕ. Ăна пичче курман чухне темиçе те тытса пăхрăм. Кайран вăл ăна сумкине чикрĕ. Эпĕ унтан туртса кăлартăм та вăрттăн вылярăм. Каялла хума мантăм. Тепĕр кун шкулта пиччен маншăн питне хĕретме тивнĕ. Вĕрентекен ăна ĕçне илсе килменшĕн дневнике «2» лартса панă. Килте мансăр тек ача пулман. Эпĕ, пĕчĕкскер, ахăртнех, çын япалине тытма юраманнине ун чухне ăнланман.
2 МОРОЖЕНĂЙ. Атте сĕт турттаракан машинăпа ĕçлетчĕ. Кашни кунах Канаша çул тытатчĕ. Хăш чухне мана та хăйĕнпе лартса каятчĕ. Çак кун маншăн уяв пулнă. Мĕншĕн тесен мана çывăх çыннăм мороженăй туянса паратчĕ. Эпĕ çак пылак çимĕçе питĕ юрататтăм. Часах ан пĕттĕр тесе Канашран пуçласа Кăшнаруя çити пĕчĕккĕн çуласа пыраттăм. Каялла çула тухас умĕн атте лавккаран тин çеç пиçсе тухнă çăкăр илетчĕ. Унăн тутлă шăрши сăмсана мĕн киле çитичченех кăтăкланине лайăх астăватăп.
3 АСЛУТ. Пирĕн пахча хыçĕнче – Аслут юхан шывĕ. Пĕчĕк чухне эпир унта çемйипех çӳреттĕмĕр. Аттепе пичче шыва кĕретчĕç, мана тунката çине лартса хăваратчĕç. Пĕррехинче ишес килнипе эпĕ шыва сикнĕ. Юрать-ха, анне çыран хĕрринчех пулнă, мана туртса кăларнă. Çавах юхан шыва çӳреме пăрахман эпĕ. Аставатăп-ха, шăрăх кунсенче ялти ачасемпе пухăнаттăмăр та сехечĕ-сехечĕпе унта шампăлтататтăмăр. Эпĕ ишме пĕлместĕм. Манăн питĕ вĕренес килетчĕ. Пĕррехинче иккĕмĕш сыпăкри пичче пысăк миххе пластмасса савăтсем тултарчĕ те çурăм хыçне çакса ячĕ. «Ишме вĕренмесĕр ан хыв», — терĕ. Çăвĕпех çав михĕпе ишнине астăватăп. Кĕркунне çитиччен çавах вĕрентĕм. Малтанах кулăшла пек туйăнатчĕ. Тантăшсем ман çине урăхла куçпа пăхнине туяттăм. Кайран вĕсем те хăнăхса çитрĕç. Чи пĕлтерĕшли — ишме вĕренни. Эпĕ ун чухне 1-мĕш класа çеç çӳренĕ.
4 ЭМЕЛ КУРĂКĔ. Шкулта вĕренме тытăнсан укçа ĕçлесе илес килетчĕ. 2002 çулта пиччепе Вовăпа эмел курăкĕ пуçтарма тытăннăччĕ. Эпир пурăнакан урамран инçех мар çырма пурччĕ. Унта ама хупахĕ нумай ӳсетчĕ. Ăна пухса чĕрĕллех аттерен кашни ир Канаша парса яраттăмăр. Пичче манран аслăрах пулнипе хăвăртрах тата нумайрах пуçтаратчĕ. Атте укçа панă чухне ăна хутлисене, мана ваккисене çеç паратчĕ. Унпа пĕр танах илес килетчĕ. Вара эпĕ ирхине 5 сехетре тăрса /пичче çывăрнă вăхăтра/ пĕр михĕ курăк татса хума тытăнтăм. Кайран пухни унпа пĕр танах пулатчĕ. Çавăнтанпа атте иксĕмĕре те пĕр пек валеçме пуçларĕ. Çавах ĕçлесе илнĕ нухрата шутлама тытăнсан унăн нумайрах тухатчĕ. Вăл эмел курăкĕ пухса 700 тенкĕ, эпĕ 400 тенкĕ тупăш тунăччĕ. Ӳркенмен вĕт-ха. Çак курăка пухса ял вĕçнех çитеттĕмĕр.
Çара аллăн пуçтарнă чухне ӳт сĕвĕнмех тытăнатчĕ. Çурăлса пĕтнĕрен перчетке тăхăннине те астăватăп. Эпĕ сурăх кĕтĕвне çӳреме юрататтăм. Çанталăк лайăх чухне пушшех аванччĕ. Выльăх выртнă чухне вăрмана кĕрсе эмел курăкĕ пуçтараттăм. Кайран кĕтĕве антарсан велосипед çине лараттăм та пухнă курăк миххине кайса илеттĕм. Хам ĕçлесе илнĕ укçапа эпĕ кĕмĕл хăлха çаккипе спорт форми туяннăччĕ.
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас