Тантăш № 44 (4713) 19.11.2020

19 Чÿк, 2020

Чемпион пулма чылай тар тăкмалла

Вăл сакăр çулта кăна. Пултаруллă та маттурскерĕн пухмачĕ медальпе, дипломпа пуян. Пăр çинче эрешлесе ярăнассипе иртекен кашни ăмăртуран тенĕ пекех малти вырăнпа таврăнать. Сăмахăм Шупашкарти Олег Беспалов ячĕллĕ 7-мĕш шкулта 2-мĕш класра ăс пухакан Элина Васильева пирки.

3 çулта коньки çине тăнă

Элинăн ашшĕпе амăшĕ те спортпа туслă. Надежда Юрьевна çăмăл атлетикăра професси шайĕнчех аталаннă, мăшăрĕ ирĕклĕ кĕрешӳре палăрнă. Вĕсем малтанах хĕрне ташă тата спорт аэробикин кружокĕсене илсе çӳренĕ. Элина стадионта конькипе ярăнакансене кăсăкланса сăнанине курсан Надежда Юрьевна шухăша кайнă.

«Ярăнма вĕренес килет-и?» — тесе ыйтсан Элинăн куçĕ çиçме тытăнчĕ. 3 çулта ăна пĕрремĕш хут коньки çине тăратрăмăр. Çавăтма та ĕлкĕреймерĕмĕр, ӳкесрен шикленмесĕр утса кайрĕ. Çавăнтан массăллă ярăнусене çӳреме пуçларăмăр. Сенкер экранпа пăр çинче эрешлесе ярăнассипе пыракан ăмăртăва Элина хавхалансах пăхрĕ, профессиллĕ спортсменсем пек пулас килнине пĕлтерчĕ. Хĕрĕмĕр 4 çул тултарсан тренер патне çул тытрăмăр. Элина туллирех пулин те пиçĕ кĕлеткеллине, коньки çинче аван тăнине палăртрĕ хаклакан. Çапла майпа тренировкăсене çӳреме, ăсталăха аталантарма тытăнтăмăр, — хĕрĕн спортри пĕрремĕш утăмĕсем пирки каласа кăтартрĕ Надежда Юрьевна.

Тăрăшмасăр çитĕнÿ пулмасть

Пĕр-пĕр ĕçре çитĕнӳ тăвас тесен мĕн тумалла? Тĕрĕс, чылай тар тăкмалла. Малтанах Элина тренировкăна эрнере 2-3 хутчен çӳренĕ. Ир тăрса конькипе ярăннă, унтан шкула васканă. Хĕрачан тăрăшулăх, пултарулăх пуррине кура çемье канашĕнче йышăну тунă: спортпа професси шайĕнче аталанмалла. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр çитĕнӳ тума çук. Тренировкăсен шучĕ те нумайланнă: Элина эрнере 4-5 хутчен пăр çинче ярăнать.

— Юрă-кĕвĕпе килĕшӳллĕн хусканусем тăвас тесен кĕлетке пиçĕлĕхне, хăвăртлăха тата чăтăмлăха аталантармалла. Спортсменăн артист та пулмалла, хусканусемпе туйăмсене кăтартма пĕлмелле. Мана конькипе ярăнма малтанах Елена Николаевна тренер вĕрентрĕ. Халĕ Ольга Викторовна патне çӳретĕп. Кашни уйăхрах 2-3 тупăшу иртет. Чулхула, Хусан хулисене, Мари Республикине çитсе курма тӳр килчĕ. Чи асра юлни — Хусанти ăмăртура çамрăксен 3-мĕш разрядне тивĕçессишĕн иртнĕ тупăшу. Халĕ çĕнĕ программа хатĕрлерĕмĕр, 2-мĕш разряда хӳтĕлесшĕн, — пĕлтерчĕ Элина.

Эрешлесе ярăнакансен пăр çинче тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлама пĕлмелле: аксель, риппон, сальхов, либела… Нумайăшĕ сиксе çаврăмсем тăвассипе çыхăннă. Кăткăс хăнăхтарăва пурнăçлама çăмăл мар, ӳксе ыраттарасси те часах. Илемлĕ кĕлеткеллĕ, ăста та маттур фигуристсем пьедесталăн чи çӳллĕ картлашки çине хăпарас тесе мĕн чухлĕ вăй хунине, куççуль кăларнине никам та пĕлмест. Элинăн та кăмăл хуçăлнă самантсем пулнă. Амăшне хĕрача пĕрре мар куççуль витĕр «тренировкăна урăх çӳреместĕп» тесе каланă.

— Ачана хавхалантарма , кирлĕ сăмахсем тупма пĕлмелле. Ятлаçни витĕм кӳмест, ăнлантарма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Спортăн çак тĕсĕнче нумай тар тăкмалла, 5-6 çулти ачашăн ку пĕртте çăмăл мар. Чемпион пулас тесен самаях вăй хумалла — Элина çакна ăнланать. Кирек мĕнле спорт тĕсĕ те кăмăла çирĕплетет. Элина та вăхăта хаклама, лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлнипе савăнтарать. Тата вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупать, — тĕпренчĕкĕ кăмăл-туйăм енчен епле улшăннине палăртрĕ Надежда Юрьевна.

Вера ШУМИЛОВА.


Тăван ялăм

Манăн юратнă ялăм — Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх. Тăван кĕтес вăрман варринче вырнаçнă. Вăл Улатăр, Патăрьел районĕсемпе чикĕленет.

Пирĕн ял пысăках мар. Çăкалăхра 9 класлă тĕп шкул, лавкка, почта, вулав çурчĕ тата фельдшер пункчĕ пур. Ял варринче — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк. Кашни çул çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ун умĕнче пуçтарăнатпăр, паттăррăн çапăçса вилни¬сене аса илсе чечек кăшăлĕ хуратпăр.

Тăван ялăм 93 çулта çеç. Ăна Шупашкар районĕнчен куçса килнĕ çынсем пуçарнă. Вĕсен йышĕнче манăн асаннен тăванĕсем — Макаровсем — пулнă. Вăрманлă тăрăха куçса килнисен йывăç касса, тунката кăкласа çурт çĕклеме тивнĕ. Малтан кунта хăма çуракан завод пулнă. Асанне каласа кăтартнă тăрăх, унта виçĕ сменăпа ĕçленĕ. Завод тахçанах хупăннă ĕнтĕ. Çамрăксем ялта ĕç вырăнĕ çуккипе хулана çул тытнă.

Эпĕ тăван яла питĕ юрататăп. Çăкалăхраилемлĕ. Ял çумĕпе Кĕтне юхса иртет. Пирĕн тăрăхран паллă çынсем те тухнă. Акă, тĕслĕхрен, Николай Теветкел сăвăç Çăкалăхра çитĕннĕ. Унăн сăввисенче тăван ял илемĕ сăнланнă. Çавăн пекех пирĕн ялта Раççей Геройĕ Л.С. Константинов çуралса ӳснĕ. Вăл эпĕ çӳрекен шкултах вĕреннĕ.

Ирина КОШЕЛЕВА, 6-мĕш класс. Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

 


Мечтают выступать за границей

Ученицы Комсомольской школы №2 Александра Мамуткина и Элина Тумаланова с малых лет занимаются плаванием. Помимо спорта, девочки также преуспевают в учебе: учатся на «4» и «5». Любовь к плаванию проснулась у девочек неспроста. Элину в кружок записала ее мама, а Саша пришла сама. Поначалу она просто ходила в бассейн, тут же ее заметил тренер, и начал с ней работать. С тех пор девочки не пропускают ни одно занятие, которое проходит в ФСК «Кĕтне», а их тренером является Нежеметдин Садртдинович.

Девочки не раз участвовали в соревнованиях, не раз защищали честь школы, района и республики. У Элины уже имеется 1 разряд, а у Саши – 2-й. Самое запоминающееся для них – это чемпионат по плаванию, который проходил в г. Севастополь. Там обе участницы представляли Чувашскую Республику.

– Перед стартом очень волновались, дрожали ноги. Но в последние минуты взяли себя в руки и успокоились. Тренер тоже сильно поддерживал нас, настраивал на победу, – вспоминает Элина.

– Было очень трудно, так как мы плавали в открытом море. Участников было всего одиннадцать человек, и все они разных возрастов до 17 лет. Получается, мы были самыми младшими среди них. Одно обидно, что нас пустили в старт вместе со всеми, не по возрасту, – рассказывает Саша.

Соревнование проходило по трем видам: спринт на пляже, бег-плавание-бег и просто плавание. В пляжном спринте Саша заняла третье почетное место, а Элина – четвертое. А в простом плавании Элине досталось 4-е место, а Саше 6-е. Девочки достойно защитили нашу республику, за это они благодарны своему тренеру. Стоит отметить, что такое соревнование для Саши, когда она представляла Чувашию, проходит уже во второй раз. Кроме этого, она еще выступала в Ижевске, в Казани, в Нижнем Новгороде и становилась чемпионкой.

Татьяна ИШМУРАТОВА.

 


Тăваттăрах пĕлÿ çуртне чупнă

Рубрикăн паянхи хăни – К.В Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Эмилия Назарова. «Пĕртен-пĕрскерĕм» спектакльте Суйкка рольне, «Килех килчĕ Тур çырни» камитре — Жаннăна, «Пилĕк пăтлă юратура» Машăна, «Пихампар чунĕ манра» спектакльте Сипете, «Туя туй пек тăвар-и?» камитре Ольăна, «Анисса» драмăра Аниссана калăплаканскерĕн пултарулăхне, ахăртнех, чылайăшĕ пĕлет. Хальхинче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан» номинацире икĕ хутчен çĕнтернĕ артисткăн ачалăхĕпе паллашар.

«САНТА-БАРБАРА». 1 Эпĕ Канаш районĕнчи Ухман ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачалăх маншăн — нихăçан вĕçленми çулла. Пĕчĕк чухне хăвăртрах çитĕнес килетчĕ. Сенкер экранпа «Санта-Барбара» сериал пыратчĕ. Çав фильмри сăнарсене евĕрлеме тăрăшаттăмăр. Эпĕ аннен çӳллĕ кĕлеллĕ пушмакне тăхăнаттăм та пӳртре шаклаттарса çӳреттĕм. Георгин чечекĕн çуначĕсене татса сурчăкпа йĕпететтĕмĕр те чĕрне çине çыпăçтараттăмăр. Ахаль писев тутана ялтăртаттарманран тип çу сĕреттĕмĕр. Хамăра модель пек туйса унталла- кунталла утаттăмăр. Çырмара çӳп-çап ывăтакан вырăнта консерв банкисене шыраттăмăр. Этикеткине çурса билет тăваттăмăр. Унсăрăн арçын ачасем «автобуса лартмастчĕç».

КĂВАКАЛСЕМ. 2 Ачалăхри айванлăха пула тунă йăнăшсем кашнинех пур. Çитĕнсе çитсен вĕсене аса илетĕн те макăрас, çав вăхăтрах кулас та килет. Хĕлле валли çиме какай пултăр тесе анне кашни çулла кăвакалсем туянатчĕ. Аслисем ĕçе кайсан вĕсене пăхма пире хушса хăваратчĕç. Пĕррехинче ман пата хирĕçре пурăнакан тантăшăм Оля каçрĕ. Пуканелле выляса йăлăхсан кăвакалсене шыва кĕртме шухăшларăмăр. Кил картинче пушмак çумалли пысăках мар катка ларатчĕ. Çавăнта вĕсене пĕрерĕн тыта-тыта ятăмăр. Пĕчĕкскерсем шыв курман пек чăмпăлтатрĕç. Хамăр вĕсемпе пĕрле кулатпăр, савăнатпăр. Кайран кăвакалсене пысăкрах пичкене куçарма шухăшларăмăр. Вĕсем тата хытăрах чăмпăлтатма тытăнчĕç. Унтан пĕрин хыççăн тепри шăпланчĕç. Аслă класра вĕренекен кӳршĕ Сергей шкултан килнĕ чухне пирĕн пата кĕчĕ. «Эсир мĕн хăтланатăр кунта!» — терĕ. Пичкерен вилнĕ кăвакалсене пĕрин хыççăн теприне турта-турта кăларчĕ. Çирĕмĕшĕ те пĕтрĕ. Вĕсем пĕчĕк пулнăран шывра хăвăрт ывăнасса, нумай ишеймессе кам шухăшланă-ха. Чи хăрушши — ку ырă мар хыпара аннене пĕлтересси пулчĕ. Çывăх çыннăма мана ун чухне хытах вăрçманшăн тав тăватăп. Мĕнлĕ çивĕч тăнлă-çке анне. Вăл мана кун пек тума юраманни çинчен каласа ăнлантарнипех çырлахрĕ. Хăй, ахăртнех, хытă куляннă.

ВĂРĂ. 3 Пирĕн пахчара антоновка çеç ӳсетчĕ. Хайхи Оля юлташăмпа иксĕмĕрĕн пан улми çиес килчĕ. Кӳршĕре Валентин пичче пурăнатчĕ. Унăн пысăк сад пурччĕ. Пĕррехинче çавăнта кайса пан улми вăрлас терĕмĕр. Пахча хыçĕпе кĕтĕмĕр те чи тутлисене çие-çие пуçтартăмăр. Ăнсăртран хӳме айĕнчен урасем курăнса кайрĕç. «Камсем унта?» — кăшкăрчĕ хуçа. «Тартăмăр!» — сехрене хăптарчĕ Оля. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех хытă чупаймастăм, физкультура урокĕсене чăтма пултараймастăм. «Тен, сада кĕнĕшĕн каçару ыйтатпăр, вăл пире ăнланĕ», — сĕнтĕм Ольăна. «Çук, çухалтăмăр кунтан», — терĕ. Пысăк карта урлă мĕнле сиксе каçнине те астумастăп. Тепĕр кунне Валентин пичче аннене икĕ хĕрача сада вăрра кĕни çинчен каласа кăтартнă. Намăсланнăран эпир Ольăпа иксĕмĕр пулнине йышăнмарăм. Ача чухне мĕншĕн ютти тутлăрах-ши? Хăвăртрах пиçет пек туйăннă-ши, ăнланмастăп. Тепрехинче кӳршĕсен хăярне ытараймасăр татса çинĕччĕ. Ку та аннен хăлхине кĕнĕччĕ. Текех вара эпĕ ют пахчана кĕмен.

КĂМАКА.4 Эпĕ тăваттăра чухне ялти садике вăхăтлăха хупнă. Çĕнни уçăличчен ачасен килте ларма тивнĕ. Аттепе анне ĕçе çӳренĕ, аппа колледжра вĕренетчĕ, пичче шкула каятчĕ. Килте пĕчченех юлаттăм, мана тултан питĕрсе хăваратчĕç. Эпĕ питĕ кăмака хыçĕнчен хăраттăм. Унтан вăт-вăт такам тухса тăрас пек туйăнатчĕ. Шикленнипе кăнтăрла та çутă çутса хума пултаратт ă м . Анне куншăн мана пĕрре мар ятланă. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче пичче килсе каятчĕ. Вăл алăка уçса кĕме ӳркенетчĕ. Кухньăри форточкăна уçатчĕ те малтан сумкине ывăтатчĕ, кайран хăй кĕретчĕ. «Аннене тульккă ан кала», — тетчĕ. Пĕррехинче манăн та кантăкран урама тухса пăхас килчĕ. Кĕрĕк тăхăнтăм, пуçа — калпак, урана — тапăчкă. Малтан пуçа кăлартăм, унтан — кĕлеткене. Карнис çинчен юр ăшне сикрĕм. Çав самантрах шăнса кайрăм. Каялла кĕрейместĕп. Мĕн тумалла? Мунчара мана яланах ăшă пек туйăннă. Вĕçтертĕм çавăнта. Унта вара тĕттĕм те сивĕ. Ларатăп ĕсĕклесе, хам шăнса кӳтнипе тăр-тăр чĕтретĕп. Тăхтавра килнĕ пичче кроликсене апат çитерме тухсан макăрнă сасса илтнĕ. Мана киле илсе кĕчĕ. Çакăн хыççăн анне текех пĕччен хăвармарĕ. Шкулта вĕрентекенре ĕçлекенскер мана хăйĕнпе пĕрле илсе çӳреме тытăнчĕ. Çапла эпĕ 4 çултах шкул тумне тăхăнса пĕлӳ çуртне утнă. Унта хама йĕркеллĕ тытма тăрăшаттăм. Пĕррехинче шкула учительсем урок итлеме килнĕ. «Ку мĕнле хĕрача сирĕн? Класра чи пĕчĕкки пулин те ачасем çырнă чухне çырать, вуланă вăхăтра йĕрлет», — тесе тĕлĕннĕ манран.

ШКУЛТА. 5 Пĕррехинче вĕрентекен урокра кашнинчен килте миçе чăх пуррине ыйтрĕ. Пурте хурав пачĕç. Пĕрисем суйрĕç, теприсем чăннине каларĕç. Эпĕ çухалса кайрăм, улталама хăю çитереймерĕм: «Вĕсем пирĕн хытă вĕçнĕрен шутласа кăлараймарăм», — терĕм. Учитель, ахăртнех, манран кун пек хурав кĕтмен, хăй те сăнран улшăнчĕ.

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.