- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 39 (4758) 14.10.2021
Кинора татах ÿкерĕнме хатĕр
«Раççей шкулĕсенчи киноуроксем» — çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет ыйтăвĕсем пирки шухăшлаттаракан вăрăмах мар ача-пăча фильмĕсене ӳкерессипе çыхăннă проект. Нумаях пулмасть Елена Дубровская режиссер тата ăс-хакăлпа пултарулăха аталантаракан «Интелрост» центр ӳкернĕ тепĕр кино кун çути курчĕ. Халăхăн йăли-йĕркине сăнлакан, пĕр-пĕрне, аслисене хисеплемеллине аса илтерекен «Виçĕ хĕвел» фильма пирĕн республикăра ӳкернĕ. Тĕп сăнарсенчен пĕрне Канаш районĕнчи Пайкилт шкулĕнче 5-мĕш класра ăс пухакан Ариадна Кротова калăпланă.
Шкул ачисем тÿпе хывнă
Çакна палăртмалла: «Виçĕ хĕвел» фильма «Киноэкологи» акци пулăшăвĕпе ӳкернĕ. Продюсерсем — республикăри шкул ачисем тесен йăнăш мар. Кино ӳкерме вĕренекенсем пухнă кивĕ хутшăн тӳленĕ укçатенкĕпе усă курнă. Акцие 286 шкул хутшăннă.
Фильмри тĕп сăнар — хула шкулĕнче ăс пухакан Егор. Арçын ача сăнарне Шупашкарти 59-мĕш шкулта вĕренекен Всеволод Ларин калăпланă. Егор шкулта пĕтĕм пиллĕкпе вĕренсе пырать пулин те ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене хисеплемест. Арçын ачан çывăх тусĕ — телефон. Ĕмĕчĕ — вăйă вылямалли пысăк хăватлă компьютер туянасси. Арçын ача ăна туянма укçа пухать. Анчах Егорăн тавра курăмĕ, шухăшлавĕ яла кукашшĕ патне килсен, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ял хĕрачипе Малинкăпа паллашсан улшăнать.
Пĕчĕк чухне «р» сас пали калайман Маринкăна ял çыннисем «Малинка» теме хăнăхнă. Чирлĕ амăшĕпе пурăнакан хĕрача çывăх çыннине пур ĕçре те пулăшать, Мила ятлă ĕнине юратса пăхать. Пĕррехинче çуркунне, юр ирĕлнипе çĕр çемçелнĕ вăхăтра, килти выльăх çырмана анса каять. Ăна хăй тĕллĕн кăларайманнипе Малинка Егорăн кукашшĕ патне пулăшу ыйтма чупать. Анчах ватă килте пулмасть, уя хĕрачапа пĕрле Егор пырать. Икĕ ача кукăль татăкĕпе илĕртсе выльăха çырмаран кăлараççĕ, анчах лешĕ машина çине пырса кĕрсе аманать. Пулса-иртни, Малинка юратнă ĕни çумĕнче ĕсĕклесе йĕни Егор чунне витерет, арçын ача компьютер туянма пухнă укçине пĕтĕмпех ĕнене сыватма парать. Шăпах ун чухне кукашшĕ мăнукне чăвашсен виçĕ хĕвелĕ пирки каласа парать. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Активист, лидер, стипендиат
У ученицы 11-го класса Красночетайской школы Даши Романовой хорошие показатели и в учебе, и в спорте.
Она принимает активное участие в различных конкурсах, олимпиадах и фестивалях. За успехи в учебе, начиная со 2-го класса, каждый год ее награждали похвальным листом. Старшеклассница мечтает окончить школу с золотой медалью и все делает для этого. А в этом году талантливая и прилежная ученица стала обладателем стипендии Главы Чувашской Республики.
Даша не сидит сложа руки. Ей нравится все: учиться, читать, играть на гитаре, в шахматы. Также ей по душе легкая атлетика и баскетбол. Раньше занималась и аэробикой, рукоделием, и хоровым пением, но в данный момент решила больше времени уделять учебе и подготовке к экзаменам и олимпиадам.
Даша – очень активная ученица. Она не раз принимала участие в районных и республиканских соревнованиях по шахматам. А 2017 год девочке запомнился надолго, так как она выступила на Всероссийском открытом соревновании «Белая ладья» в городе Сочи.
Старшеклассница является активисткой Российского движения школьников. В прошлом году она победила на федеральном этапе Всероссийского конкурса «Медиавызов» РДШ, а в этом стала полуфиналистом Всероссийского конкурса «Большая перемена». Кроме того, приняла участие в Большом школьном пикнике, который проходил в Москве. Еще следует отметить, что Даша является победителем регионального этапа конкурса «Лидер 21 века», где представила презентацию о себе, о деятельности и про направления РДШ, которые работают в ее школе.
Она активно участвует и в творческих конкурсах. В прошлом году в Межрегиональном конкурсе художественного слова имени народной артистки СССР Веры Кузьминой в номинации «Поэзия» заняла первое место. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Чаплă футболист пуласчĕ»
Вăл шкула кайичченех, 5 çултах, шахматла выляма вĕреннĕ. Районта, республикăра пĕрре мар призер пулнă. Арçын ачана ашшĕ Анатолий Юрьевич пĕчĕк чухне пĕрмай шахматла выляттарнă. «Килте мана халь никам та çĕнтереймест. Пĕррехинче шкул директорĕпе Федор Скворцовпа пĕр çаврăм вылярăм. Пĕлетĕр-и, ăна та çĕнтертĕм, еплерех хĕпĕртерĕм», — шăппăн та сăпайлăн калаçать улттăмĕш класра вĕренекенскер. Сăмахăм Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕнче ăс пухакан Вадим Алексеев пирки.
Тĕпелте амăшне пулăшать
Вадим шкула кайма тытăннăранпах шахмат кружокне çӳрет. Шашкăлла та аван вылять. Унăн юратнă предмечĕсем — математика, вырăс чĕлхипе литератури, физкультура, технологи тата ыттисем те. Уйрăмах тĕрлĕ интереслĕ задача шутлама килĕшет ăна. Вăл вĕсене çăмăллăнах парăнтарать.
Пиллĕкмĕш класа пĕр «4»-па вĕçленĕ арçын ача, ыттисем — шĕкĕр «5». Вырăс чĕлхипе тата та туртăнмаллине хăй те аван пĕлет. Çавна май пушă вăхăтра кĕнеке ытларах вулама, хăйне аталантарма тăрăшать. Шахматла çеç мар, футболла та аван вылять Вадим. «Мĕн тĕттĕмленичченех мечĕк хăваласа чупатпăр. Пĕр пушă пахчара ятарласа футболла вылямалли лапам тунă эпир. Çуллахи вăхăтра ялта хуларан килнĕ ача нумай, çавăнпа тата та интереслĕ. Халĕ те лайăх çанталăкпа усă курса кашни кунах выляма тăрăшатпăр», — терĕ Вадим.
Амăшĕ Надежда Витальевна каланă тăрăх, Вадим килте те ахаль лармасть: картишне тасатать, çуллахи вăхăтра çырла-кăмпана çӳрет, пахчара çумлать, хĕлле çунашкапа юр сĕтĕрет. Ӳркенмен арçын ача тĕпелте амăшне те пулăшма вăхăт тупать. Çуллахи пĕр кун çывăх çынни вăрмана çырлана кайнă пулнă, Вадим вăл таврăнасса кĕтсе тăман. Хăй тĕллĕнех тутлă хура тул пăтти пĕçернĕ. Килтисем юратсах çинĕ унăн апатне.
Вадимăн ĕмĕчĕсем çунатлă. «Шкула лайăх вĕренсе пĕтерсе çар ретне тăрасчĕ. Шахматла выляс ăсталăха та малалла аталантарас килет. Çав вăхăтрах манăн чаплă футболист пулас ĕмĕт пысăк», — терĕ юлашкинчен арçын ача. <...>
Лена АТАМАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас