Тантăш № 39 (4708) 15.10.2020

15 Юпа, 2020

«Спортпа туслисем хăйсен вырăнне тупаççех»

Вăл яваплă та тăрăшуллă, çав вăхăтрах харсăр та хăюллă. Хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаканни, кирек хăçан та вĕçне çитерекенни. Çавăнпах ăна шкулти учительсем шанаççĕ, хисеплеççĕ. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕренекен Аня Лапшина пирки.

«Модель пулас килетчĕ»

Аня пĕчĕк чухне никам та мар, модель пулма ĕмĕтленнĕ. Мода журналĕсенчи хитре ӳкерчĕксене касса илсе альбома çыпăçтарнă. Амăшĕн е аппăшĕн тумне тăхăннă та илемлĕн уткалас килте мода кăтартнă. Çӳçне кашнинчех хитре тирпейлесе пуçтарнă, капăр заколкăпа тыттарнă. Сăн ӳкернине çав тери килĕштернĕ хĕр пĕрчи. Ахаль тăрса е ларса кăна мар — кĕлеткене хитре тытса хăйне евĕрлĕ сăнар тума пĕлнĕ вăл. Аппăшĕ Оля кун пек чухне хирĕçлемен, йăмăкĕн пур ыйтăвне те тивĕçтерме тăрăшнă. Ара, пĕчĕкскерĕн кăмăлне епле хуçăн, чăн-чăн модель пекех тытнă-çке хăйне.
Илемлĕ кинофильмсенчи актрисăсен тумне пĕрмаях ытараймасăр сăнанă Аня. Унăн та капăр тăхăнса илĕртӳллĕ курăнас килнĕ. Шку ла кайичченех лайăххине япăххинчен уйăрма пĕлни тата хитрелĕхе, тирпейлĕхе юратни малтисен ретĕнче пулма, çитĕнӳсем тума, ырри патне туртăнма хистет мар-и?

Пьеса çырма та, ÿкерме те ăста

Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регион шайĕнчи «Çĕнĕ хум» пултарулăх конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă кăçал Аня. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне кĕтмен çĕртен «Юрату вăл вăйă мар» пьеса çырнă. Ăнăçлах пулса тухнă. Чăваш литератури урокĕнче Гурий Комиссаровăн «Авлану» пьесипе паллашнă хыççăн çуралнă-мĕн çак хавхалану. Ăна Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн сцени çинче пĕр-пĕр уявра лартас шухăшлă вĕрентекенсем. Татах та пьесăсем çырас ĕмĕтлĕ Аня.
Елена АТАМАНОВА


Уроксем пуçланиччен чупатпăр

Эпĕ Тенеяльте пурăнатăп, Йăнтăрччăри шкула çӳретĕп. Пуçламăш классенче чухне физкультура урокĕ урăхла туйăнатчĕ. Ытларах выляттăмăр. Тăваттăмĕшне куçсан çак предмета Николай Петрович ертсе пыма тытăнчĕ. Акă пуçланчĕ çавăн чухне спорта юратасси. Кашни ир, уроксем пуçланиччен, вăл пире чупма хăнăхтарчĕ. Хавхалантараканĕ вара пичче пулчĕ. Вăл спортсмен, вĕренсе тухса кайиччен шкул, район чысне хӳтĕлесе чылай çитĕнӳ тунă.

Шкула çитсенех спорт тумĕ тăхăнатпăр та уяр çанталăкра — стадионта, ытти чухне спортзалта чупатпăр. Ку ыйхăран вăранма лайăх пулăшать. Урока çĕкленӳллĕ кăмăлпа кĕрсе ларатпăр. Шкулта Николай Петрович кире пуканĕ çĕклессине, çăмăл атлетикăна аталантарать. Эпĕ те ытти ачапа пĕрле кире пуканĕ йăтма секцине çӳренĕ. Пирĕн çакăн пек лайăх вĕрентекен пулнăшăн савăнатăп. Çулĕпе чылай аслă пулсан та чунпа çамрăк вăл. Эпир чупнă вăхăтра нихăçан та пăхса тăмасть, яланах пĕрле, хавхалантарма пĕлет.

4-мĕш класрах Николай Петрович команда пуçтарса район центрне, Тăвай салине, футболла выляма ăмăртусене илсе çӳреме тытăнчĕ. Эпĕ чи кĕçĕнниччĕ, 6-7-мĕш классенчи ачасемпе каяттăм. 5-мĕшĕнче чупассипе районта тупăшса малти вырăна йышăнтăм. 7-мĕшĕнче — республикăра 3-мĕш вырăна тивĕçрĕм.

Петя ПЕТРОВ, 11-мĕш класс.

Тăвай районĕ, Йăнтăрччă шкулĕ.


Пĕчĕк артистсем

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче ăс пухакансем уроксем хыççăн киле мар, культура çуртне васкаççĕ. Кунта пукане театрĕ тата «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» кружок пур. Вĕсене Вера Кузнецова ертсе пырать.
Вера Федоровна нумай çул шкулта вожатăйра вăй хунă, алă ĕçĕн кружокне ертсе пынă. Çулсерен унта 35-шер ача çемçе тетте çĕлес ăсталăха аталантарнă. «Пысăкрах пуканесене алă çине тăхăнтартса выляма май пулать-çке. Мĕншĕн театр йĕркелес мар?» — çак шухăш ир те каç канăç паман ăна. Çапла вара, 2006 çулта, шкулти пултарулăх ушкăнĕ пĕрремĕш спектакльпе сцена çине тухнă. Шăмăршăра иртнĕ конкурсра Шупашкартан килнĕ комисси вĕсен ĕçне пысăк хак панине лайăх астăвать Вера Федоровна. Çулталăкранах ушкăн пукане театрĕ халăх ятне тивĕçнĕ, тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.

Шкултан кайсан та ахаль ларман Вера Федоровна, хăйĕн ĕçне малалла тăснă. Культура çурчĕ çумĕнчи кружока паян 1-6-мĕш классенчи 27-32 ача çӳрет. Вĕсем сцена çинче выляма кăна мар, çемçе тетте çĕлеме те, тĕрлĕ япала ăсталама та хăнăхаççĕ.

— Алă ĕçĕн кружокне тӳлевсĕрех ертсе пыратăп. Ĕçлеме пăрахас тетĕп те, ачасем килех пыраççĕ. Вĕсен кăмăлне епле хуçăн? Кашни куна усăллă ирттерме тăрăшатпăр: çĕленисĕр, пьеса лартма хатĕрленнисĕр пуçне хĕлле конькипе, йĕлтĕрпе ярăнатпăр, çулла бассейна ишме, вăрмана экскурсие çӳретпĕр. Пĕр вырăнта ларма хăнăхман эпир: агитбригада шучĕпе вырăнти хуçалăхăн ĕçченĕсем патне çитетпĕр, сусăрсен кунĕнче хавшак сывлăхлисене спектакльпе, хамăр тунă теттесемпе савăнтаратпăр. Амăшĕн кунĕ те парнесĕр иртмест, — нумай енлĕ ĕç туса ирттернине палăртрĕ Вера Кузнецова.

Вăл тетте çĕлемелли хатĕрсене Шупашкартанах туянса килет. Пĕчĕкскерсене хăйĕн ăсталăхне парса хăварас тесе укçи-тенкине те шеллемест. Ачасем хăйсем тунă ал шăлли-сувенирсене, çемçе теттесене, йĕп хумалли пĕчĕк минтерсене, кухньăра вĕри хатĕр-хĕтĕр тытмалли алсишсене çывăх çыннисене парнелесе савăнтараççĕ.

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.