- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 38 (4707) 08.10.2020
«Юрра-кĕвве кашни кун ытларах юрататăп»
Юрра-ташша ăста çынсен çемйинче аталанма мĕн тери аван вĕт! Ăмсанса, савăнса калаçрăм Шупашкарти 27-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Викторовăпа. Вăл хулари ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнчи Сергей Федотов ертсе пыракан халăх инструменчĕсен «Эревет» ансамбльне 2-мĕш класра çÿреме тытăннă.
Йăхра та купăсçăсем
– Юрăсăр пурăнаймастăп. Кĕвве
кашни кун ытларах та ытларах юрата-
тăп, — калаçу çăмхи сÿтĕлчĕ пирĕн. Чă-
нах, хĕрача ансамбле çÿренине, музы-
ка инструменчĕсене епле парăнтарни-
не, çитĕнÿсем тунине каласа кăтартнă
чухне сăн-пичĕ телейлĕн ялкăшрĕ, кă-
мăлĕ хăпартланчĕ. Ăна нимĕнле йы-
вăрлăх та хăратмасть, мĕншĕн тесен
амăшĕ Валентина Аркадьевна, ан-
самбль ертÿçи Сергей Васильевич
çапла вĕрентнĕ. Пултарулăх йăхран
куçни те вăрттăнлăх мар. Викăн амăшĕ
те, унпа пĕртăванĕсем те — пурте ку-
пăс калаççĕ. Кукашшĕ те ăна алăран
яман. Каникулсенче яла кайсан хĕра-
ча час-часах тытнă çак музыка инстру-
ментне, аслисенчен вĕреннĕ. Чун тур-
тниех ĕнтĕ ку.
— «Эревет» ансамбле çÿреме тытăн-
сан малтанах йывăрччĕ. Шкул хыççăн
пĕчченех каяттăм, киле таврăннă вăхă-
та ывăнаттăм. Пăрахас шухăш та пул-
нă. Анне ирĕксĕрлемерĕ. «Пĕр эрне
кан-ха, эппин, шухăшла», — терĕ. Ку
чи лайăх урок пулчĕ маншăн. Чăнах,
каймарăм, анчах тунсăхлама тытăн-
тăм. Çавăн чухнех юрă-кĕвĕ маншăн
пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса илтĕм,
— чунран калаçрĕ Виктория. Хĕрачан
пиччĕшĕ Максим та юрра-ташша ăста,
амăшĕ хулари «Уяв» ансамбльте юр-
лать. Çемьере чăвашла хутшăнма хă-
нăхнă вĕсем. Çавăнпа тăван халăх юр-
рисене кăмăллаççĕ.
— «Анне, Викăпа чăвашла калаç-
малла, унсăрăн вырăсланать, — тет
мана Максим», — калаçăва хутшăнчĕ
Валентина Аркадьевна. — Хĕрĕм атте-
пе анне патне яла кайсан унта пурă-
накан шăллăм купăс каланине курса
кăсăкланатчĕ, тÿмисене тыткалатчĕ.
Çапла майĕпен хăнăхрĕ. Ăна ата-
лантарас тесе «Эревете» ертсе кай-
рăм. Эпĕ ачасене пуçран шăлса лар-
ман, çирĕп кăмăллă пулма хăнăхтар-
нă. Вика ансамбле кашни кун çÿрерĕ,
халь кăна эрнере виççĕ каять.
Кашнинчех пăлханатăп
Халăх инструменчĕсен ансамблĕ
пулсан унта хут купăспа кăна мар,
ыттипе те вĕренмелле. Викăшăн
ку пушшех те лайăх. Вăл пĕр япа-
лапа кăна лăпланаймасть. Унăн
балалайка та, гитара та калас ки-
лет, сăвă-такмак та шăрçалать вăл,
илемлĕ йĕркесене кĕвве те хывма ты-
тăннă. Пике ушкăнра юрă пуçласа яра-
канĕ те.
— Пĕрремĕш хут «Ой, ты, калинуш-
ка» юрланăччĕ. Малтанхи икĕ йĕркене
— эпĕ, унтан — ушкăнпа. Ун чухне кăна
мар, сцена çине кашни тухмассерен
пăлханатăп. Хăш-пĕр чухне концерт
чылай вăхăта тăсăлать. Сергей Васи-
льевич пире çирĕп йĕркене хăнăхтар-
нă: инструментсене ăçта хумаллине,
кампа ылмаштармаллине, хăш юрă
хыççăн тепри пуçланассине, тумтире
епле хăвăрт улăштармаллине… — çакă
ăна килĕшнине пытармарĕ Вика. Хĕра-
чана вĕсем шăрантаракан пур юрă та
килĕшет. Хăшне-пĕрне вĕренме йы-
вăр, анчах парăнтарсан унăн чунĕ са-
вăнать.
Виктория Викторовăна паян туй
кĕрекине лартса купăс тыттарсан пу-
хăннă хăна кăна мар, тунката та ху-
скалĕ ахăртнех. Хăйне шанать вăл, чă-
вашла илемлĕ калаçаканскере халăх
сăвви-кĕвви хавхалантарать. Чунне
ирĕке ярса черчен пÿрнисемпе купăс
тÿмисене вылянтарать кăна!
Мускаври Кремль сцени çинче
Хĕрача Раççей шайĕнчи конкурссе-
не те хутшăнать, çĕнтерÿсемпе тав-
рăнса Сергей Васильевича савăнта-
рать. Диплом-тав хучĕн пухмачĕ Ви-
кăн пуян. Пĕлтĕр вăл Пĕтĕм Раççейри
«Гармонь — душа моя» 6-мĕш конкурс-
фестивальте — 2-мĕш степеньлĕ ла-
уреат, Пĕтĕм Раççейри «Адрес дет-
ства — Россия» пултарулăх 20-мĕш Ас-
самблейинче 2-мĕш степеньлĕ лауре-
ат ятсене тивĕçнĕ. «Эревет» ушкăнпа
пĕрле «Шăпăр, кĕсле, ай, янра» респу-
блика конкурсĕнче 1-мĕш степеньлĕ
лауреат пулнă. Çитĕнĕвĕсене татах
асăнма пулать: 2018 çулта халăхсен
хушшинчи «Янра, хут купăс!» конкурс-
ра — 1-мĕш степеньлĕ лауреат, 2019
çулта халăхсен хушшинчи «Золотая
колыбель» этнокультура форумĕнче —
çĕнтерÿçĕ…
Мускаври Кремль керменĕн сце-
ни çине Геннадий Заволокин çуралнă-
ранпа 70 çул çитнине халалланă кон-
цертра Вика «Эревет» ансамбльпе
пĕрле тухнă. Вăл — Раççей шкул ачи-
сен юхăмĕн хастарĕ. Вĕренÿре те мат-
турскер шкулти «Пламя» шырав от-
рячĕн членĕ. Хăй ăс пухакан пĕлÿ
çуртĕнчи мероприятисене кăна мар,
хуларисене, республикăрисене кллйqru„†‰ха-
стар хутшăнать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче
шкулта «Мисс весна-2019» конкурсра
çĕнтернĕ.
Виктория Викторова сăвă, юрă çыр-
нипе çеç лăпланмасть. Тĕп хуламăр
550 çул тултарнине халалланă «Шу-
пашкар такмакĕсем. Поющие Че-
боксары» пултарулăх конкурсне хăй
шăрçаланă такмакпа хутшăннă. Акăл-
чанла та шăрантарать çамрăкскер.
Ансамбльпе республика тулашĕ-
нче пулни уйрăмах асра Викăшăн. Ху-
сана, Ĕпхĕве çитнĕ вĕсем.
Новосибирска кайсан ху-
ларан чылай инçетри кану
базинче пĕр эрне пурăннă.
Çут çанталăкра хуран çакса
апат пĕçерсе çинĕ. Тĕтĕм шăршиллĕ-
скер вĕсене килĕшнĕ, асра юлнă.
Кумир
— Вика тирпейлĕ хĕрача. Питĕ ява-
плă, килти ĕçе туса килменни пул-
ман. Пирĕн ансамбльте вăл чи пул-
таруллисен йышĕнче, 2-мĕш вырăн-
та. Ăна амăшĕ те ялан пулăшать, хăй
те купăс каланă май хĕрне аталанта-
рать. Ушкăнра Вика пек хастар та пул-
таруллă 15 ача пулас тăк тулли кăмăл-
па ĕçлĕттĕм те ĕçлĕттĕм, — çакăн пек
хакларĕ хĕрачана «Эревет» ансамбль
ертÿçи Сергей Федотов.
Елена ЛУКИНА.
Выбрал военное направление
Успевать по всем предметам на «отлично» – это
под силу не всем учащимся. Для этого нужно раз-
вить в себе определенные черты характера. Уме-
ние добиваться поставленной цели, доводить на-
чатую работу до конца, усидчивость, вниматель-
ность, прилежность, трудолюбие – именно эти ка-
чества помогают ученику 9-го класса Батыревской
школы /2 Данияру Тухветуллову быть одним из
лучших. Отличник учебы, спортсмен, призер пред-
метных олимпиад, активный участник юнармей-
ских игр «Зарница» и военно-патриотического об-
щественного движения «Юнармия» является и ко-
мандиром отряда зарничников.
Данияр с детства дружит со спортом. В начальных
классах он занимался борьбой, попозже подружился с
легкой атлетикой и плаванием. В 7-ом классе записал-
ся на секцию акватлона и начал выступать на соревно-
ваниях разного уровня. Состязания, обĕединяющие в
себе бег и плавание, принесли юноше несколько призо-
вых мест. В плавании у него тоже хорошие результаты,
в один год даже отличился в спартакиаде школьников.
А чтобы всегда быть в форме, Данияр часто выходит на
пробежку.
В ряды «Юнармии» может вступить каждый школь-
ник. Отличительная черта каждого юнармейца – хоро-
шая физическая подготовка и здоровый образ жизни. Ре-
бята учатся маршировать, принимают участие в юнар-
мейских играх, в патриотических мероприятиях. Данияр
всегда был одним из лучших юнармейцев. Ведь не зря в
этом году его единогласно выбрали командиром отряда.
– Командир должен обладать авторитетом, быть спра-
ведливым, а члены команды должны относиться к нему
с уважением, – Данияр перечислил качества, которые
присущи лидерам.
В нынешнее время девятиклассник усердно готовит-
ся к ОГЭ. После 9-го класса собирается поступать в во-
енную академию, поэтому тщательно изучает нужные
предметы.
Вера ШУМИЛОВА.
Перемена с книгой
В рамках акции «Перемена с книМинпросвещения РФ предшкольникам страны рассказать о своей любимой книге в соцсетях. Для участия нужно было сделать фото с понравившейся книгой на школьной перемене, опубликовать снимок в социальных сетях, рассказать, почему выбрали для чтения именно ее. В акции активное участие приняли и ученики 9-й школы города Новочебоксарска.
Елена ИВАНОВА о книге Элинор Портер «Поллианна»:
– Эта история о маленькой девочке, которая
перенесла много потерь
и лишений. Но, несмотря
ни на что, она продолжа-
ет стойко верить в хоро-
шее и улыбается каждому
новому дню. Поллианна –
солнышко для своей тети
и для остальных окружающих ее людей. Но
не только для них. Это солнышко, согреваю-
щее читателя. После чтения этой книги невоз-
можно не стать добрее и увереннее в себе. Я
бы рекомендовала ее всем.
Милана ЛЮБАЕВА о романе Рувима Фраермана «Дикая собака Динго»:
– Таня живет в неболь-
шом городке и мечтает о
неизведанных странах и
австралийской дикой со-
баке динго. Но вместо
дальних странствий судь-
ба приготовила ей встре-
чу с отцом, который оста-
вил их с матерью много
лет назад, и с его приемным сыном. Ревность,
разом затопившая сердце девочки, неожи-
данно для нее самой перерастает в первую
любовь – порывистую, горькую и щемящую.
Это очень добрая и трогательная книга о
любви и дружбе, о заканчивающемся дет-
стве. Мне она понравилась, и я посоветовала
бы всем прочитать ее.
Екатерина ЧЕРНОВА о книге Антуана де Сент-Экзюпери «Маленький принц»:
– В этой повести мно-
го цитат, которые несут
глубокий смысл. Приве-
ду небольшой пример:
«Себя судить куда труд-
нее, чем других. Если ты
сумеешь правильно су-
дить себя, значит, ты по-
истине мудр». Затронута тема взаимоотно-
шений, взаимопонимания и верности. Чита-
ется повесть на одном дыхании. Книга му-
драя и перечитать ее стоит однозначно.
Юлия ТЕРЕХОВА о книге Джона Бойна «Мальчик в полосатой пижаме»:
– О войне написа-
но огромное количество
книг, но эта самая нео-
бычная из всех. Книга
эмоциональная и пси-
хологически тяжелая. О
чем же она? Это траги-
ческий роман о дружбе
двух мальчиков. Один из них – сын офице-
ра фашистской армии, а второй – еврей, ко-
торый находится в концлагере. Для немецко-
го мальчика эта дружба лишь очередное при-
ключение, спасение от скуки. Они общаются
на разных языках. Бруно ÿсын офицераŸ не
понимает, почему по ту сторону забора дети
не играют, почему там нет игрушек, и почему
все они ходят в одинаковой одежде?
Записали песню
Ученицы Чуманкасинской школы Моргаушского района, участницы группы «Lovas stars» Агата КАЙГАР и Виктория
ФЕДОРОВА – творческие и талантливые во всех сферах. Девочки рисуют, танцуют и поют. А недавно записали песню,
сами придумали слова и сняли клип.
Президент школьного самоуправления
Ученица 9-й школы города Новочебоксарска Ульяна ИЗОСИМОВА стала Президентом школьного самоуправления. Избирательная комиссия подвела итоги голосования и выявила, что большинство голосов (55%) ученики отдали за нее.
Лучший в «дуатлоне»
Представитель Чувашии Роман МИНЕЕВ на чемпионате
и первенстве России по триатлону в дисциплине «дуатлон»
стал первым. В спринтерской гонке, которая прошла среди
юношей 15–17 лет, он показал лучший результат, с хорошим
отрывом опередив москвича Аскара Гарипова. Дистанция в
этой группе включала: бег – 2 км, велогонка – 8 км, бег – 1 км.
Состязания в столице Татарстана собрали в выходные
дни более 100 сильнейших спортсменов страны. В составе
сборной команды Чувашии в соревнованиях приняли уча-
стие 12 триатлонистов.
Фотоконкурсра çĕнтертĕм
Пирĕн шкулта яланах тĕрлĕ кон-
курс иртет. Эпĕ пĕрмай хутшăнма тă-
рăшатăп. Ман шухăшпа, вĕсем ачасе-
не тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшаççĕ,
тавра курăма анлăлатаççĕ.
Нумай пулмасть интернетри пĕр
социаллă сетьри шкулăн ушкăнĕнче
«Пирĕн тăрăхри ылтăн кĕркунне» ятлă
фотоконкурс иртрĕ. Унта хутшăна-
кансен урамра хитре сăн ÿкерĕнмел-
леччĕ, хыççăн ятне памаллаччĕ. Пурĕ
тăхăр ача пултăмăр. Çĕнтерÿçе вара
ушкăнри çынсем палăртрĕç. Вĕсен кă-
мăла кайнă сăн ÿкерчĕкшĕн сасăла-
малла пулчĕ.
Çак фотоконкурса хутшăнатăп
тесе те шухăшламанччĕ, ăнсăртран
пулчĕ. Пирĕн ялта пĕр ватă вĕрене
пур, кашни кĕр пире хăйĕн илемĕ-
пе тыткăнлать. Пĕррехинче юлташ-
семпе çав йывăç патĕнче сăн ÿкерĕ-
нме шухăшларăмăр. Каярах çак фо-
токонкурс иртессине пĕлсен эпĕ те
хутшăнас терĕм. Чи нумай сасă пух-
са çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Хам та
тĕлĕнтĕм! Çынсем ытларах манăн
сăн ÿкерчĕке килĕштернĕ иккен. Кун-
шăн питĕ савăнтăм. Вĕрентекен те
саламларĕ. Малашне çакăн пек кон-
курссене хутшăнсах тăрап, айккинче
юлмăп.
Ангелина ЛОЗИНА, Канаш районĕ, Вăрăмпуç шкулĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментари хушас