Тантӑш № 34 (4803) 01.09.2022

1 Авăн, 2022

Ладога кÿлли тăрăх — круиза

Илемлĕ архитектурипе, истори палăкĕсемпе уйрăлса тăракан Питĕрте пулса курас темен ача пур-ши? Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулта ăс пухакансен команди нумаях пулмасть унтан таврăннă. Вĕсем çурла уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Питĕрте иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Раççее пĕлес килет. Çĕршыв тăрăх çул çӳретпĕр» проектăн финалне хутшăннă. Раççей шкул ачисен юхăмĕ ирттернĕ мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 260 ача килнĕ.

Шкул музейĕпе паллаштарнă

Çул çӳреве кайма шкул команди 2021- 2022 вĕренӳ çулĕнче Раççей шкул ачисен юхăмĕ ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри «Пысăк çул çӳрев» конкурсăн «Шкул музейĕ» номинацире палăрнăшăн тивĕçнĕ. Шкул директорĕн заместителĕпе Лариса Ильинапа 9-мĕш класри Степа Назаровпа Тимур Васильев, 11-мĕшĕнчи Ксения Петрова çула тухнă.

— Икĕ çул каялла шкулта Çар мухтавĕн музейне уçрăмăр. Пĕлӳ çуртĕнчех «Прометей» шырав отрячĕ ĕçлет. Ачасем шырав экспедицийĕсене хастар хутшăннине палăртмалла, музейри экспонатсенчен пысăкрах пайне шăпах вĕсенчен тупса килнĕскерсем. Шкулăн Вилĕмсĕр полкне йĕркелес ĕçре те шыравçăсен тӳпи пысăк. Çавăнпа шкул музейĕ çинчен, ачасене патриот воспитанийĕ парас ĕç пирки каласа памалли сахал мар пирĕн. Музейпе паллаштаракан пирĕн ĕçсене жюри пысăк хак панăшăн, шкул команди çĕнтерӳçĕсен ретне лекнĕшĕн, паллах, пурте савăнтăмăр. Ачасем те, хамăра Питĕре йыхравланине пĕлсен, хĕпĕртерĕç. «Раççее пĕлес килет. Çĕршыв тăрăх çул çӳретпĕр» проект финалĕн программи анлă та пуян пулчĕ. Ачасем туризм отраслĕн эксперчĕсен лекцийĕсене итлерĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Хула тăрăх экскурсине çӳрени ачасен чунĕнче тарăн йĕр хăварни пирки пĕртте иккĕленместĕп. Тата хăçан Çарпа тинĕс музейне, Петропавловск крепоçне çитсе кураттăмăрччĕ-ши? Теплоходпа Ладога кӳлли тăрăх çӳрени, Валаам утравĕн çут çанталăкĕпе тата культура еткерлĕхĕпе паллашни нумайлăха асра юлĕ, — вăхăта усăллă ирттернине палăртрĕ Лариса Анатольевна. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Çĕр айĕнчи пасар

Пурнăçра темĕн тĕрлĕ пăтăрмах пулать. Анчах кун пеккипе эпĕ халиччен тĕл пулман-ха. Ун пирки сире те каласа парас тетĕп.

Пĕррехинче çывăх юлташăмпа пасара кайма тухрăмăр. Хайхи хамăрăн вертолет çине лартăмăр та вĕçтертĕмĕр çӳлелле. Эх, пыратпăр урампа. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, пирĕн тĕле пысăк куçлă пĕр упа тухса тăчĕ. Иксĕмĕр те хăранипе вертолетран тухса ик еннелле вĕçтертĕмĕр. Çакна вăл асăр-хаса ĕлкĕреймерĕ. Ара, эпир унăн куçĕ умĕнчен вĕтĕ пăта пекех çухалтăмăр вĕт! Пилĕк çухрăм вĕçсен чарăнура канса илме шухăшларăмăр. Апат çинĕ хыççăн вăхăт еплерех иртнине те сисмерĕмĕр. Вăй илсе малалла вĕçтертĕмĕр. Çĕр çинчи çынсем аçтаха пекех утаççĕ, пиртен пилĕк хут пысăк вĕсем! Сисмен çĕртен пире арпус евĕрлĕ аçтаха хăйĕн пысăк урипе тытрĕ те кил енне ывăтса ячĕ. «Халĕ мĕн тумалла?» — ыйтрĕ манăн юлташăм. Эпĕ вертолетпа мар, хальхинче самолетпа вĕçме сĕнтĕм. Анчах пире хамăрăн икĕ ураллă ĕне илтрĕ пулас, вăл пĕлĕте хăпарса çула пӳлсе хучĕ. Мĕн тумаллине пĕлеймерĕмĕр-ха. Хыççăнах ăна çĕр айĕпе утма сĕнтĕм. Унта миçе тĕрлĕ чĕр чуна курмарăмăр- ши… Кунта татах упасем. Вĕсем хăйсен пысăк аллисемпе çула пӳлсе хучĕç те пире ниепле те ирттересшĕн мар. Е эпир вĕсен çырлисене, пылне вăрлама килнĕ тесе шухăшласа илчĕç-ши? Мĕнле те пулин май тупса вĕсенчен хăтăлмаллах. Юрать, пĕр аслăрах кашкă-ра куртăмăр — вăл пире хăтарчĕ, çавăнтах пасара каймалли çул кăтартрĕ. Юлташăмпа савăнсах çав упасем патĕнчен иртсе кайрăмăр.

Çĕр айĕнчи пасара курнă-и эсир? Вăл пирĕн патра кашни тунтикунпа эрнекун пулать. Вăл пасар çеç мар, çынсемшĕн те, вĕсен килĕнчи тата вăрманта пурăнакан чĕр чунсемшĕн те пысăк уяв. Кашни хуçа хăйĕн йытă-кушакне кунта илсе килет, тутлă çимĕçпе хăналать. Акă нумаях пулмасть унта хаваслă каруççель, чуччу та илсе килнĕччĕ. Эх, савăнчĕç урамри йытă-кушак, чăх-чĕп. Шăшисем те юлман вĕт! <...>

Александра ОБРУЧКОВА. Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.