Тантӑш № 29 (4798) 28.07.2022

28 Утă, 2022

Юрла-юрла икерчĕ пĕçернĕ

Вăл пĕр самант та ахаль лармасть, пĕчĕкренех тĕрлĕ енлĕн аталанать. Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер бассейнра пулă пек ишет. Йĕлтĕрпе, конькипе, скейтбордпа ярăнма юратать. Пушă вăхăтра йăмăкĕ валли çемçе теттесем çĕлет. Çитĕнĕвĕ татах та нумай. Ултă çулранах «Оранжевый кот» ача-пăча музыка студине /ертӳçи Андрей Иванов/ çӳрекенскер юрлама ăста. Ку вăл — Шупашкарти 1-мĕш шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекен Платон Смирнов. Нумай пулмасть арçын ача Раççей шайĕнчи икĕ фестивальтен пысăк çитĕнӳсемпе таврăннă. Ака уйăхĕнче вăл «Вундер-кинды» телешоуна хутшăнса юрла-юрла икерчĕ пĕçернĕ.

Сцена çинче — паллă бардпа

Платон кăçалхи утă уйăхĕнче Самар облаçĕнче çулсерен иртекен Грушин ячĕллĕ автор юррисен фестивальне хутшăннă. Сăмах май, çак уяв 1968 çултанпа иртет. Кăçалхи 49-мĕш фестиваль Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 50 пин çынна пуçтарнă. Платон унта ашшĕпе кайнă. Арçын ачан сцена çине паллă бардпа, автор юррисен классикĕпе Вадим Егоровпа тухма тивнĕ. Иккĕшĕ пĕрле «Рука в руке» пултарулăх проекчĕпе килĕшӳллĕн «Монолог сына» юрра шăрантарнă. Сăмах май, çакă Платонăн чи юратнă юррисенчен пĕри. Асăннă фестивальте арçын ача лауреат пулса тăнă. «Çак пысăк уяв Самар тăрăхĕнчи Мастрюк утравĕсем çинче пулчĕ. Ăна çулсеренех Валерий Грушин гитарист ячĕпе ирттереççĕ. Вăл шывра путакан ачасене çăлнă, хăй вара унтан тухайман. 22 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă юрăçăн пултарулăхне лайăх пĕлетĕп. Çак фестивале лекме май килнишĕн чунтан хĕпĕртерĕм, тата та хавхалантăм», — каласа кăтартрĕ Платон.

Икĕ хутчен — дипломант

Самарти фестиваль хыççăн утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Платон Кировра иртнĕ Иосиф Кобзон ячĕллĕ автор юррисен 28-мĕш фестивальне «Гринландине» çитнĕ. Вăл Быстрица юхан шывĕ хĕрринче иртнĕ. Кунта Смирновсем çемьепе кайнă. Фестивале çитсен тӳрех «Пусть всегда будет солнце!» ача-пăча тата çемье пултарулăхĕн мастерскойĕн дипломанчĕ пулса тăнă вăл. Блок-флейта, мелодика, гитара калакан арçын ачан хăйне евĕр пултарулăхне тӳрех асăрханă кунта. Çарпа патриотлăх конкурсĕнче те дипломант ятне тивĕçнĕ. Кироври тата Самарти фестивальсем арçын ачана хавхалантарнă. Тата та çĕнĕ юрăсем вĕренме, Раççей шайĕнчи музыка фестивалĕсене хутшăнма хăй умне тĕллев лартнă Платон. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те хăйĕн пултарулăхне аталантарма вăхăть тупать вăл. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Аякри Пушкăртстанра

Çулла — ытарайми хитре вăхăт. Ирсерен шкула каймалла мар, уроксем пирки шухăшламалли çук. Канма та, килтисене пулăшма та вăхăчĕ туллиех. Эпĕ ăна кăçал хăйне евĕрлĕ ирттеретĕп: Пуш-кăртстанра, кукамай патĕнче. Манăн хаклă çыннăм, аннен амăшĕ, кĕçĕн ывăлĕн çемйипе Треппел ялĕнче пурăнать.

Эх, пĕлесчĕ сирĕн, мĕнешкел илемлĕ кунта. Ытарайми хитре вырăнта вырнаçнă аннен çуралнă ялĕ. Треппел айккипе Куçлăха юхан шывĕ авкаланса юхса выртать. Аякра та мар — илемлĕ Сетьел тăвĕ. Сăмах май, ку тăрăхра эпир кĕтӳ кĕтме, шашлăк ăшалама юрататпăр. Ту тăрринче — Юманлăхпа Хурăнлăх вăрманĕсем. Мĕн тери пуян вĕсем! Эпир унта витри-витрипе çĕр çырли, карçинкки-карçинккипе кăмпа татрăмăр кăçал. Ту тăрринче пур çĕрте те кăн-кăвак матрӳшке çитĕнет. Хĕллехи вăхăтра чейĕ епле техĕмлĕ. Тепĕр енчи сăрт çинче — Тете вăрманĕ. Аннен шăллĕ, манăн хреснатте, çут çанталăка юратаканскер час- часах çӳл çӳреве илсе çӳрет пире. Çак кунсенче Тете сăрчĕ çинчи ту хăвăлне кайса кăтартрĕ, ун пирки интереслĕ истори каласа пачĕ. Вăл 15-20 кило-метра тăсăлать-мĕн. Хреснатте каланă тăрăх, ял çыннисем çуркунне шыв юхнă вăхăтра унта пăчкă кĕрпи янă. Хайхискер 18 çухрăмри Пишкаин ялĕнчи хăвăлтан юхса тухнă.

Юнашар районта тĕлĕнмелле хитре кӳлĕ пур. Аккуль теççĕ ăна. Икĕ- виçĕ çул каялла вăл тăрăхалла кайса курнине астăватăп-ха. Хреснатте пире, вĕт-шакăра, çак кунсенче унта канма илсе кайрĕ. Шывăн турачĕ çук теççĕ. Вăл пире çула тухичченех асăрхануллă пулмаллине каласа ăнлантарчĕ. Кӳлĕре тăраничченех чăмпăлтатрăмăр, ункă çинче ярăнтăмăр, хĕвел çинче пиçĕхрĕмĕр. Пуш-кăртстанра тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ чул нумай. Эпĕ вĕсене пĕчĕкрен пуçтарма юрататăп. Халĕ те чи хитрисене суйласа сумкăна чикрĕм. <...>

Виктория КРАСНОВА.

Шупашкар, 6-мĕш шкул.

♦   ♦   ♦


Самый счастливый день в жизни

В Чебоксары Настя прибыла в девять часов утра на поезде. На вокзале ее встретила Саша, которая также входила в круг соратников и жила в этом городе. Далее был короткий путь до ее дома. Там их ждали еще три подруги.

После легкого завтрака компания отправилась в город. Саша рассказывала об истории Чебоксар и его достопримечательностях. Они побывали и на набережной, у памятника Матери-Покровительнице, на Бульваре Купца Ефремова.

Впечатление о городе девушка составляла на основе звуков и запахов. Центр не имел для нее никакой привлекательности, ибо ничего, кроме неутихающего шума транспорта и пропитанного выхлопными газами воздуха, ей не запомнилось. Но в частном секторе воздух стал чище, а вокруг сделалось тише и спокойнее. Благодаря этому достоинств в Чебоксарах Настя нашла все же больше, нежели недостатков. И главным из них была какая-то размеренность и неторопливость течения времени. Прибавлял городу обаяния и тот факт, что именно здесь девушка впервые вживую встретилась со своими соратниками.

После прогулки девушки направились к месту общего сбора, откуда уже в полном составе их большая дружная компания держала путь к берегу Волги. Тут их ждало обсуждение насущных проблем и планов на ближайшее будущее.

– А теперь перейдем к следующей части нашего увлекательного мероприятия. Настя, выйди, пожалуйста, в центр круга, чтобы мы все могли тебя видеть, – сказал Игорь.

Откликнувшись на просьбу, девушка как-то неуверенно сделала несколько шагов вперед, встав рядом с ним.

– Настя, ты, наверное, думаешь, что мы забыли про очень важное для всех нас событие. Нет- нет. Мы просто решили подольше «помучить» тебя ожиданием. Дорогие соратники, я с радостью объявляю, что сегодня у Насти день рождения. Ей нынче исполнился двадцать один год.

– Ура! – крикнули мужчины и женщины, стоявшие в круге.

Поздравление удивило и обрадовало девушку. Ее лицо озарилось широкой улыбкой, однако было видно, что она все еще остается несколько скованной.

– Благодарю вас, родные! – голос Насти дрожал от волнения. – Честно сказать, я очень рада быть знакома со всеми вами. Ближе вас у меня, наверное, сейчас никого и нет.

Следующие несколько часов пролетели незаметно. Почти не смолкавший смех, песни под гитару, рассказы о себе сплотили людей и наполнили их души чувством единства. Затем Настя сказала, что хочет побыть одна и, извинившись, попросила ее отпустить. Взяв в правую руку белую трость, она направилась к берегу Волги. <...>

Иван ЖЕЛЕЗНОВ.

Чебоксарская школа-интернат для обучающихся с ОВЗ.

♦   ♦   


Пухмачĕнче – 20 ытла медаль

Святослав Степанов — Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Метикасси ялĕнчен. Тăрăшуллă та маттур арçын ача Чурачăк вăтам шкулĕнче, улттăмĕш класра вĕренет. Вăл мĕн пĕчĕкренех Çĕрпӳри «Асамат» спорт комплексне çӳрет. Святослав пуринчен ытла бокс вăййине килĕштерет.

Ял ачи ĕçсĕр ларать-и вара? Çук, паллах. Святослав та çаплах. Çу кунĕнче пушшех те. Картиш тулли выльăх усрать çемье. Амăшĕ Мускава ĕçлеме çӳренĕрен хуçалăхри ĕç ытларах ашшĕ çине тиенет. Çемьери тăватă арçын ача нихăçан та алă усса лармасть. Апат та пĕçереççĕ, картишĕнче те ĕçлеççĕ, пахчана çум курăкран тасатаççĕ, кил-çурта тирпейлеççĕ. Пĕчĕкренех çирĕп тĕллевлĕ, çутă ĕмĕтлĕ вĕсем. Вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухнă Данил механик пуласшăн. Ярослава ачаранах ветеринар ĕçĕ илĕртет. Чи кĕçĕнни Савелий ултă çулта. Вăл та «Асамат» спорт комплексне çӳрет.

— Святослав, кала-ха, спортпа туслă пулма кам хавхалантарать? Санăн тренеру кам? — интересленмесĕр чăтаймарăм эпĕ. Ку ыйтусене парсан арçын ачан куçĕ çуталчĕ, хаваспах калаçу пуçарчĕ. «Николай Ремислов тренер патне çӳретĕп. Вăл хăйĕн ĕçне юратать. Эпир ăна хисе-плетпĕр», — терĕ арçын ача сăпайлăн. <...>

Лидия САРИНЕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.