- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 28 (4797) 21.07.2022
«Тÿпери самолетсем илĕртеççĕ»
Юлашки вăхăтра хулара çуртсем кăмпа пекех ӳсеççĕ. Çĕнĕ микрорайонсенче хăвна кирлĕ объекта çийĕнчех шыраса тупма та çук. Шупашкарти 31-мĕш шкулта вĕренекен Саша Архипова çак ыйту ача садĕнченех шухăшлаттарма тытăннă. Кирлĕ вырăна епле çитмелле-ха, çурта мĕнле майпа шыраса тупмалла? 2020 çулта хайхискер хăй тĕллĕнех инженери графикине, космос карттине вĕреннĕ. Çиччĕре кăна пулнă ун чухне. Топографипе кăсăкланакан арçын ача халĕ хулара çĕнĕ çурта мĕнле асăрхать — тӳрех интернетри карттă çине кĕртет. Нумай пулмасть вăл тăрăшнипе Куславкка районĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне халалланă мемориал комплексне те вырнаçтарма май килнĕ.
Компьютер умĕнче ахаль ларман
2020 çулта, пандеми вăхăтĕнче, ача сачĕсем пĕр тапхăр ĕçлеменрен ашшĕ- амăшĕ ĕçе тухса кайсан Саша килте пĕчченех юлнă. Ăна пĕрре те кичем пулман. Вăл пушă вăхăта телевизор экранĕ умĕнче е телефонра тĕрлĕ вăйă выляса ахаль ирттермен. Историпе кăсăкланакан ача Шупашкар хулин карттине электрон майпа тĕпчеме пуçланă. Никам хушмасăрах. Ара, хула çулсерен ӳссе пырать-çке. Çийĕнчех йĕрлесе пырса ăçта, мĕн вырнаçнине пĕлмесен кайран епле тупăн?
Пилĕк çула çитсен ăна ашшĕ Родион Архипов пĕрремĕш хут самолет çине лартни те яланлăхах асра юлнă. Родион Константинович валли вырăн пулманран арçын ачан унсăрах вĕçме тивнĕ. Шикленмен те, пăлханман та — алă сулса сыв пуллашнă та кĕрсе вырнаçнă. Ан-2 самолет çинчен хулана çӳлтен пĕтĕмпех пăхса çаврăннă. Çавна май Саша Шупашкара ал тупанĕ çинчи пекех пĕлет халь. Кашни микрорайона, унти паллă вырăнсене, инфраструктурăна куçĕ умне кăлараять. Çакăн хыççăн арçын ача çĕнĕ çуртсене карттă çине кĕртме тытăннă. Ку уншăн пĕртте йывăр пулман. Икĕ çул хушшинче вăл интернетри карттă çине 19 пин ытла объекта вырнаçтарнă. Тавçăруллă та лайăх астуса юлакан Саша 4 çултах шакăртаттарса вуланă. Халĕ те пушă вăхăт тупăнсанах аллине кĕнеке тытать, ăна пуринчен ытла истори произведенийĕсем килĕшеççĕ. Çав вăхăтрах арçын ача политикăпа та кăсăкланать. Тĕнчери, çĕршыври лару-тăру пирки нумай вулать, кулленех çĕнĕ хыпарсемпе паллашать. Куславккари мемориал комплексне мĕнле хăпартни пирки те интересленсех тăнă вăл. Çитес вăхăтра унта кайса курас ĕмĕтпе пурăнать.
«Хулан пĕр вĕçĕнчен теприне хăвăртах епле çитмелле? Интернетра çук тăк — кансĕр-çке тупасси. Шыраса çӳресе нумай вăхăт иртет. Саша карттă çинче палăртман çурта асăрхать те — хăй хатĕрленĕ информацие модератора ярса парать. Мĕнех, пăхса тухаççĕ те вырнаçтараççĕ. Çак ĕç унăн хăвăрт та ансат пулать», — палăртать Чăваш наци телерадиокомпанийĕн редакторĕнче тăрăшакан ашшĕ. <...>
Лена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
В «Лапландии» вспомнили Веру Кузьмину
«Наша Таня громко плачет», «Лошадка», «Кораблик», «Зайка», «Грузовик» – это лишь несколько короткометражек, созданных в 204-м детском саду. Их дошколята и педагоги создают как на свободную, так и на определенно заданную тему. К примеру, в прошлом году здесь сняли анимационный фильм, посвященный строителям Сурского и Казанского рубежей. В этом году продолжается работа по созданию картин, посвященных выдающимся представителям чувашского народа. Первый фильм в рамках фестиваля авторской анимации «Великие имена в истории Чувашии» был показан в детском саду «Лапландия» 14 июля. Он был посвящен народной артистке СССР Вере Кузьминой.
Название фильма «Чувашская ласточка» очень символично. Оно отражает и трудолюбивый характер артистки, и ее сценическую легкость и красоту. Авторы фильма, старший воспитатель детского сада Анастасия Данилова и музыкальный руководитель Анна Саушина рассказали, что работа над подготовкой шла больше месяца. Для этого даже пришлось сĕездить на малую родину артистки в село Яншихово-Норваши Янтиковского района. Много времени было затрачено на поиски шарнирной куклы для сĕемок, подбор музыки, фона и декораций. По их словам, задача фильма – показать детям, что секрет успеха в трудолюбии, упорстве и старательности. Ведь когда-то и Вера Кузьмина была таким же ребенком, как и они.
В работе над фильмом были задействованы и малыши. Например, шестилетняя Аня Константинова приняла участие в озвучке, а семилетний Саша Егоров – в работе над монтажом. Детям очень понравилось работать над фильмом. «Так как мой голос звучал в самом видеофильме, я понимала, что мне нельзя ошибаться в записи слов. Поэтому к работе я подошла со всей ответственностью. Иначе пришлось бы переснимать все заново», – призналась девочка.
На просмотре присутствовала и мать Ани Константиновой Марина Николаевна. «Благодаря фильму, мы узнали о Вере Кузьминой и о театре в целом. Понравился не только дочке, но и мне. Думаю, Аня смогла понять, что поставленных целей можно достичь только своим трудом. Спасибо всем, кто помогал создавать фильм».
Результат тоже порадовал всех присутствующих. С помощью нескольких небольших кукол удалось показать то, как обычная деревенская девушка Вера стала артисткой театра и начала свой путь к славе. Мы увидели деревенское детство среди лугов, полей и друзей, ее работу в тылу в годы Великой Отечественной войны, поступление на службу в Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова, где она прослужила всю жизнь. Были отмечены и человеческие качества Веры Кузьминой: доброта, открытость, честность и отзывчивость. <...>
Иван ДЕРЮЖИН.
♦ ♦ ♦
Икĕ эрнерех шывра чăмпăлтатаççĕ
Шывра пулă пек чăмпăлтатма аслисем çеç мар, шăпăрлансем те кăмăллаççĕ. Анчах та пепкесем унран шикленни палăрать. Çавна май мĕн пĕчĕкренех шыва хăнăхтарас тĕллевпе хăш- пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне икĕ е виçĕ уйăхрах ятарлă центра илсе çӳрет. Кăкăр ачисемпе ĕçлеме çăмăл-и? Вĕсем хăйсене шывра еплерех тытаççĕ-ха? Çакăн пирки Шупашкарти пĕр центрта инструкторта тăрăшакан Анастасия КРАСНОВА каласа кăтартрĕ. Кăкăр ачисене шыва хăнăхтаракан 21 çулти пикене хăйне сăмах парар-ха:
— Мана пĕчĕкскерсемпе ĕçлеме килĕшет. Шкулта вĕреннĕ чухне Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне ишме çӳреттĕм. Шкул, район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Пĕчĕкрен спортпа туслă пулни тата ачасене юратни çакăнта илсе çитерчĕ те. Пирĕн професси пĕлтерĕшлĕ, эпир шăпăрлансене шывра тĕрĕс тытма хăнăхтаратпăр. Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачине бассейнра ишме хăй тĕллĕн вĕрентесшĕн. Çавна май пĕчĕкскере аслисемпе пĕрлех шыва чăмтарать, хăех хăнăхать тесе шухăшлать. Çакăн пек туни инкек патне илсе çитерме пултарать.
Ачана пĕчĕкренех шыва хăнăхтарни усăллă, çакă унăн организмне, чĕрепе юн тымарĕсене, нерв тытăмне аталантарать, чирсенчен сыхлать. Пирĕн пата икĕ эрнерен пуçласа çичĕ çулчченхи шăпăрлансене илсе килеççĕ. Чи малтан эпир вĕсемпе тĕрлĕ хăнăхтару тăватпăр, ӳт-пĕвне çемçететпĕр. Çакăн хыççăн тин вĕсене бассейна илсе кĕретпĕр, кичем ан пултăр тесе выляттаратпăр. Пĕр уйăхран пуçласа пилĕк уйăхченхи ачасемпе 15-20 минут заняти ирттеретпĕр. Вĕсем ишме пĕлмеççĕ пулин те савăнаççĕ, кулаççĕ, хăйсене кунта пулă пекех ирĕклĕ туяççĕ. Мĕн тери интереслĕ кăкăр ачисемпе! Ултă уйăхран тытăнса çичĕ çула çитичченхисемпе çур сехет ĕçлетпĕр. Урок вĕçленсен хăшĕ-пĕрин шывран тухас та килмест. Занятисене мĕнле ӳсĕмрен çӳреме тытăнассине ашшĕ-амăшĕ хăй суйлать. Кунта çакна палăртас килет: иртерех килсессĕн лайăхрах. Кашни ачапа уйрăм инструктор ĕçлет. Виçĕ çула çитиччен шăпăрлансене шыва хăнăхтаратпăр, кай-ран ишме вĕрентетпĕр.
Кăкăр ачине шыва хăнăхтаракан инструкторта тăрăшас тесен мĕнле пулмалла-ха? Чи кирли — ачасене юратмалла. Пирĕн ĕçре те йывăрлăхсемсĕр мар. Хăшĕ-пĕри шыва юратмасть. Ун пек чухне ача йĕрет, канăçсăрланать. Вĕсене выляттаратпăр, лăплантаратпăр. Тата çакна каласа хăварас килет: эпир кунĕпех шывра. Хăшĕ-пĕрин ӳчĕ черчен пулнăран кушăрхама пултарать. Эпир ачасемшĕн пысăк явап тытатпăр. Пĕчĕкскерсене пире шанса панă, çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Вун улттăмĕш хутра та чÿрече лартнă
Хваттер, кил-çурт илемĕ чӳречерен те килет. Вăл çук тăк тĕттĕм те тĕксĕм тата кичем пулĕччĕ. Чӳрече çилрен, сивĕрен, çуллахи вăхăтра шăрăхран хӳтĕлет, çутă кĕртет. Çав вă-хăтрах çуртри интерьера та илем кӳрет. Халь тата мĕн тĕрлĕ кăна чӳрече çук. Саккас пар кăна — хăвна килĕшекеннине лартса та параççĕ. Хитре чӳрече ăсталама, вĕсене килĕшӳллĕ вырнаçтарма ансатах мар. Тата чӳрече лартнă çĕрте пурте ĕçлеме пултараяççĕ-и? Çӳлти хваттерсенче хăрушă мар-и? Çакăн пирки Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Петр КРАСНОВ монтажник каласа кăтартрĕ. Ăна сăмах:
— Манăн кукаçи хăй вăхăтĕнче платник пулнă. Унăн аллинче пуртă-пăчкă вылянса кăна тăнă. Ялта пурăнакансем кукаçине сĕтел-пукан ăсталаса пама ыйтатчĕç. Вăл еплерех ĕçленине эпĕ куç илмесĕр сăнаттăм. Манăн та ун пекех ылтăн алăллă пулас килетчĕ. Шкул хыççăн салтака кайса килтĕм, унтан монтажник ĕçне пикентĕм. Ку ман валли иккенне ăнланса илтĕм. Малтанах Шупашкар-ти пĕр организацире вăй хутăм, иртнĕ çул юлташпа иксĕмĕр хамăр уйрăм компани йĕркелерĕмĕр. Чӳрече лартасси маншăн — чун киленĕçĕ. Çак ĕçе тытăнни кăçал вунă çул çитет.
Хальхи вăхăтра хваттерте те, уйрăм çуртра пурăнакансем те ытларах пластик чӳрече саккас пама тăрăшаççĕ. Йывăçпа танлаштарсан, ăна лартма чылай çăмăлрах. Вĕсен кӳлеписем хатĕр килеççĕ, кантăкне анчах касса йĕркелесе ятарлă çилĕмпе çыпăçтарса лартмалла. Паллах, йывăç пахарах, çавна май вăл хаклăрах та.
Стеклопакет (чӳречен кĕленчи) икĕ е виçĕ камерăллă пулать. Вăл хĕвелтен хӳтĕлет, хĕллехи вăхăтра ăшша тытса тăрать, сивĕ кĕртмест. Ялсенче е уйрăм çуртра пурăнакансем виçĕ хутлине суйлаççĕ. Иккĕлли — балконсем валли. Хулара та ĕçлетпĕр, районсене те çитме тăрăшатпăр. Нумай хутлă çуртсенче те чӳрече самаях лартнă. Анчах никама та малтанах çӳлти хваттерсенче ĕçлеме ирĕк памаççĕ. Ĕçе вырнаçсанах кашнийĕнпе инструктаж ирттереççĕ, хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштараççĕ. Кайран, майĕпен хăнăхса пынăçемĕн, çăмăлрах. Эпĕ вун улттăмĕш хутра чӳрече лартнăччĕ. Кунта шиклентерет, çавăнпа та аяла пăхма тăрăшмастăп, тӳрех ӳкессĕн туйăнать. Теприсен хăранипе пуçĕ çаврăнать. Çавăнпа пирĕн çӳллĕшрен шикленмелле мар. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас