Тантăш № 2 (4721) 21.01.2020

21 Кăрлач, 2021

Чăрмава парăнтарса тĕллев патне

Шупашкарти 5-мĕш гимназире 8-мĕш класра вĕренекен Виктория Данилова вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать çеç мар, тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнса малти вырăнсем йышăнать. Юлашки çулсенче вăл çĕнсе илнĕ диплом, тав хучĕ тата нумайланнă. Виктория кăçал Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кĕнĕ. Светлана Сидорова педагог хĕрачан вĕренÿри тата пултарулăхри ăсталăхне пысăк хак парать, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Нумаях пулмасть вăл литература олимпиадинче хула шайĕнче çĕнтернĕ. Кун пек хĕрпе ашшĕпе амăшĕн, чăннипех, мăнаçланмалăх пур.

Ача садĕнчех ÿкерме юратнă

Виктория пĕчĕк чухнех аллинчен кăранташпа киçтĕк яман. Ача садĕнчи воспитательсем те хĕрачан ÿкерес ăсталăхĕ пуррине тÿрех асăрханă. «Пирĕн пулас художник çитĕнет. Вика хитре ÿкерет», — тенĕ. Çакна кура амăшĕ, Людмила Данилова, ăна ултă çулта чухнех Шупашкарти Элли Юрьев ячĕллĕ ача-пăча ÿнер шкулне çавăтса кайнă. Пултаруллăскер суйлав конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухнă. Тÿрех çакăнта хăйĕн ăсталăхне ÿстерме тытăннă. Вĕренме пуçланă çулах хĕрача ача-пăча ÿкерчĕкĕсен Элли Юрьев ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче малти вырăн йышăннă. Ăнсăртран шурă халатлисем хĕрачан кăмăлне пăснă. «Пĕррехинче окулист тухтăр куç япăх курни çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ ÿкерме чарăнасси пирки шухăшламарăм. Пурнăçра ăнсăртран сиксе тухнă йывăрлăха çĕнтерме çирĕп тĕллев лартрăм. Сиплев курсĕсене те, ÿнер шкулĕнчи занятисене те пĕр сиктерми çÿрерĕм», — каласа кăтартрĕ Вика.

Гитара калама вĕренесшĕн

Виктория çав вăхăтрах Шупашкарти Филипп Лукин ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулне те çул хывнă. Хĕрача хăйне мухтанине юратмасть. Çапах каникулта та килте ларса тăманскере мĕнле маттур темесĕр чăтăн?

Ытти ача канмалли кунсене телефонпа е интернетра вăйă выляса ирттернĕ хушăра Вика тĕрлĕ шкулта ăсталăхне туптанă. Чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, хăй вăйне шанни ăна çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пулăшнă. Музыка шкулĕнчи фортепиано класне вăл «5» паллăпа вĕренсе пĕтернĕ. Унпа ĕçленĕ педагогсене Людмила Викторовнăна, Любовь Александровнăна, Светлана Юрьевнăна вăл ăшшăн аса илет. Вĕсене чунтан тав тăвать. Пушă вăхăт тупăнсанах вăл музыка тĕнчине таврăнма тăрăшать. Ĕмĕтĕнче — гитара калама тата фортепианопа çĕнĕ композицисем вĕренесси.

«Артекран» хавхаланса таврăннă

2019 çулта Виктория Крымри «Артек» ача-пăча центрĕнче канма путевкăна тивĕçнĕ. Яланах ашшĕпе амăшĕ çумĕнче пурăнма хăнăхнăскерĕн малтанах килĕнчен каясах та килмен. Вика çулла лагерьсенче канма юратман. Çапах Крымра ăна çав тери килĕшнĕ. Юпа уйăхĕнче Чăваш Енре самаях сивĕтет, унта вара çулла часах вĕçленмест-ха. Çĕнĕ паллашусем, кăсăклă тĕлпулусем, экскурсисем хĕрачан кăмăлне çĕкленĕ. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, ун чухне ашшĕпе амăшне шăнкăравлама та вăхăт çитмен. «20 кун сисĕнмесĕр иртрĕ. «Артек» шкулĕн программи интереслĕччĕ. Тухтăрсем мана Аю-Даг тăвĕ çине хăпарма ирĕк паманнипе çеç кăштах кăмăл пусăрăнчĕ. Çавах пуç усмастăп. Сывлăха çирĕплетсе çитерсен унта тепĕр хут çитме тĕллев лартрăм», — терĕ мал ĕмĕтлĕ пике.

Вика «Артекран» хавхаланса таврăннă. Унта вăл çĕнĕ туссем тупнă. Молдовăран канма килнĕ Машăпа тата Димăпа халĕ те çыхăну тытать. Вĕсемпе тепĕр хут тĕл пулса Тирасполе çитсе килесшĕн. Хальлĕхе интернет урлă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕринсĕр тунсăхлаççĕ. Викăн пÿлĕмĕнчи пĕр çÿлĕкĕ çинче «Артекран» илсе килнĕ асăнмалăх парнесем, сăн ÿкерчĕксем, çырусем вырăн тупнă. Хĕрача çак канупа çыхăннă аса илÿсем ĕмĕрлĕхех чĕринче çырăнса юлнине пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр вăл ал ĕç ăсталăхĕн Раççей шайĕнчи конкурсĕнче çĕнтерсе «Орленокра» канмалли путевкăна тивĕçнĕ. Пандемине пула вăл унта каяйман. Кăçал, тен, лару-тăру улшăнĕ. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, палăртнă вырăнсене çитсе килме май пулĕ. (...)

Любовь ПЕТРОВА.

 


Игра на гитаре – в радость

 Учащаяся Чебоксарской детской школы искусств №1 Аня Алексеева – лауреат международных, всероссийских, республиканских и городских конкурсов. Уже несколько лет она осваивает мастерство игры на гитаре, а также учится по всем дисциплинам на «отлично».

В школу искусств Аню привела мама. А вообще, можно сказать пошла по стопам старшего брата, он окончил музыкальную школу: играл на фортепиано и гитаре. Эти музыкальные инструменты были в квартире Алексеевых, поэтому девочка уже видела их и своими маленькими пальчиками не раз пыталась воспроизвести какую-нибудь мелодию. Но когда встал вопрос о выборе музыкального инструмента, Аня захотела играть на ударных.

– Я считаю, что любой цивилизованный человек должен иметь хотя бы малейшее представление о музыке, композиторах и играть, даже просто для себя, на каком-нибудь музыкальном инструменте. Когда мы пришли на экскурсию в школу искусств, и у Ани спросили: «На чем бы хотела играть?», она, не задумываясь, ответила: «На барабанах». Почему-то именно ониее впечатлили. Но, подумав, решили, что в городской квартире не совсем удобно играть на ударных инструментах. Спустя время, понемногу удалось заинтересовать ее гитарой и фортепиано. Она по-любила их так сильно, что теперь игра на них для нее – только в радость. Детям надо ставить правильные цели, чтобы то, чем они занимаются, им нравилось и приносило удовольствие. И не нужно будет их контролировать, они будут делать все сами, – поделилась своими мыслями мама Ани.

Преподаватели школы искусств ценят ее за волевой характер и коммуникабельность. Аня выступает сольно, дуэтом и с ансамблем. В 2019-2020 годах девочка стала лауреатом Всероссийских конкурсов «Инструментальная палитра» и «Свет Рождества». Сейчас талантливая артистка готовится к конкурсу, который будет проходить в г. Санкт-Петербурге.

Еще одно увлечение Ани – чтение. А ее любимый магазин – «Читай-город». Анина мама считает, что на самообразовании нельзя экономить, и всегда старается покупать книги или серии книг, которые по душе дочери. Пятиклассница любит путешествовать, знакомиться с историческими ценностями и красотой природы разных стран. Девочка побывала в Турции, Сочи, на Кипре и даже в Арабских Эмиратах. Она хорошо владеет английским языком, с интересом изучает немецкий, и ей очень нравится применять свои навыки в путешествиях.

Вера ШУМИЛОВА.

 


Два призовых места

Ученица 47-й школы города Чебоксары Татьяна ИВАНОВА заняла два призовых места во II Республиканском фестиваль- конкурсе «Хранители природы». Она отличилась в номинациях: «Эссе» и «Конкурс детских экологических уроков «Хранители природы».

В первой номинации было рассмотрено 58 конкурсных работ учащихся 7-11-х классов из городов и районов республики, во второй – 12 работ. Эко-уроки должны были быть разработаны и проведены для младших и средних классов (с 1-го по 7-й класс).


 

Удостоилась специального диплома

Ученица фортепианного отделения Чебоксарской детско-музыкальной школы №2 имени В.П. Воробьева Мария НИКИФОРОВА была удостоена специального диплома «За творческий потенциал» в Международном конкурсе фортепианного искусства «MAESTOSO» г. Казань.

В состав жюри вошли известные музыканты и преподаватели, видные деятели культуры и искусства. Более 600 человек приняло участие в данном мероприятии. География участников конкурса оказалась весьма обширной – Азербайджан, Белоруссия, Узбекистан, Кыргызстан, Казахстан и города России от Магадана до Калининграда. Выступления конкурсантов- пианистов отличались сложностью программ, яркостью интерпретаций и прекрасной выучкой.


 

Призер всероссийского конкурса

Ученица 55-й школы города Чебоксары Валерия ТИМОФЕЕВА стала призером Всероссийского фестиваля-конкурса литературно-музыкальных композиций «Истоки Великой Победы».

Фестиваль проводился в ознаменование 75-летия Победы в Великой Отечественной войне и 100-летия образования Чувашской автономной области с целью формирования у детей исторической грамотности и чувства патриотизма.

www.hypar.ru

Полная версия...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.