Тантăш № 18 (4737) 20.05.2021

20 Çу, 2021

Курскра Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ

Спортăн тĕрлĕ тĕсне юратать вăл: шывра ишет, футболла, волейболла вылять, çуллахи вăхăтра ир-ирех тăрса 4-5 километр чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать. Çамрăк армеецсен вăййисене — «Орленока», «Зарницăна» — çулленех хастар хутшăнать. Спортпа вĕренӳре мĕн пĕчĕкрен маттур пулнăшăн 2019 çулта ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Сăмахăм Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн вĕренекенĕ Таня Елисеева пирки.

Музыка шкулĕнчен – спорта

— Эпĕ спортпа 4-мĕш класа куçсан туслашрăм. Физкультура учителĕ йĕлтĕр сыртарса хĕллехи кунсенче час-часах урама илсе тухатчĕ. Малтан ун çине тăрсах та курман. Спортăн çак тĕсне уйрăмах килĕштерме тытăнтăм, физкультура урокне чăтăмсăррăн кĕтме пуçларăм. Футболла вылясси те илĕртетчĕ. Ун чухне Шăмăршăри музыка шкулĕнче вĕренеттĕм. Çапах та спорт чуна çывăхрах пулчĕ, хăй патне магнит пек туртрĕ. Музыка шкулне пĕтереймесен те пианино калама вĕренсе ĕлкĕртĕм, — каласа кăтартать 11-мĕш класс хĕрĕ.

Таня — шкулти чи вăйлă спортсменсенчен пĕри. Вăл районта çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупассипе иртекен ăмăртусенчен пĕрре мар çĕнтерӳпе таврăннă. Республика шайĕнче те чылай хутчен малти вырăн йышăннă. Иртнĕ çул Хусанта Туризмпа спорт академийĕнче ăмăртса 2-мĕш вырăна тухнă. Нумай пулмасть Таня Курск хулинче шкул ачисен хушшинче физкультурăпа иртнĕ Пĕтĕм Раççей олимпиадинчен çĕнтерӳпе таврăннă. Чăваш Республикинчен унта вĕсем виççĕн кайнă. Таня иртнĕ çул та республика шайĕнче мала тухнă-ха, анчах та пандемине пула Мускава каяйман.

«Курск яланлăхах асра юлчĕ. Кунта хам валли нумай тус-юлташ тупрăм, вĕсемпе социаллă сетьре çыру çӳрететпĕр. Аякран тата та хавхаланса таврăнтăм. Çĕнтерессе шаннăччĕ эпĕ. Мĕншĕн тесен начар мар хатĕрлентĕм, вырсарникунсăр пуçне кулленех шкула тренировкăна çӳрерĕм. Иван Сабаев вĕрентекенпе Юрий Ермолаев директор чылай тăрăшрĕç. Вĕсене пысăк тав!» — палăртать Таня. Спортпа туслă пулнинче ашшĕн витĕмĕ те пысăк. Сывă пурнăç йĕркине мала хураканскер вăл та хĕрне чылай хавхалантарать. Хăй те шкулта вĕреннĕ чухне çăмăл атлетикăна юратнă. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Наш юнармейский класс

По инициативе Министра обороны РФ Сергея Шойгу в январе 2016 года было создано все-российское военно-патриотическое общественное движение «ЮНАРМИЯ». А наш первый юнармейский класс появился в мае 2018 года. За эти годы мы стали сплоченным коллективом, столкнулись с основными понятиями «дружба» и «товарищество», узнали о том, как эффективно работать в команде и стремиться к победам в учебе и спорте. Часто встречаемся и общаемся с интересными людьми, военными и талантливыми спикерами, перенимаем их мудрость и опыт, из первых уст узнаем о страшных событиях Великой Отечественной войны и стараемся сохранить память об их подвиге. Ежегодными традициями для нас стали такие мероприятия, как открытие торжественной линейки ко Дню знаний, военно-патриотический слет «Юный патриот» в лагере «Березка», который доставил нам море эмоций и позитива. Мы привезли кубок и дипломы за 1-е место в номинациях «Лучшее юнармейское отделение», «Лучший юнармеец» и «Лучший командир».

Новый учебный год начался для нас с экологической акции «Живи, лес!» Мы посадили саженцы еловых деревьев в Заволжье. Кроме этого, принимали участие в республиканском фестивале военно-патриотических клубов в городе Шумерля и республиканском фестивале ЮНАРМИИ «Кто в ГТО?», проходившем в городе Канаш. Неоднократно участвовали в городских (отборочных), а потом уже и в республиканских соревнованиях по прикладному морскому многоборью, а также в городском смотре-конкурсе юнармейских отделений общеобразовательных организаций в категории «Юный патриот» в МАОУДО «ДДЮТ». В конкурсе «Смотр строя и песни» наш класс занял 1-е место, в конкурсе «Бравый стрелок» удостоились 3-го места, также 3-е место заняли в интеллектуальном конкурсе «Мы – Чебоксарцы!». Юнармейцы нашего класса являются победителями открытых турниров по боксу и футболу. Это всего лишь малая часть акций, мероприятий и достижений, а их у нас очень много. Мы ставим цели и добиваемся, не собираемся останавливаться на достигнутом и верим, что дружба побеждает. Сейчас мы являемся наставниками младшеклассников, перед которыми мы выступили с торжественной частью, принимая их в ряды ЮНАРМИИ. <...>

6-й класс. Чебоксары, 19-я школа.

♦   ♦   ♦


Память продолжает жить…

Великая Отечественная война – это героическая, но в то же время трагическая страница нашей истории. В память о героях войны во всех уголках нашей страны воздвигнуты памятники и обелиски. Есть такой обелиск и в нашей деревне. В длинном списке есть фамилия и моего двоюродного прадеда – Бари Юсупова.

Бари Юсупович родился в 1903 году в деревне Ишмурзино-Суринск, где и прошли его детские годы. До сих пор в семье Юсуповых бережно хранят все, что так или иначе связано с именем прадедушки. В архиве семьи есть даже его свидетельство о рождении. Учился Бари Юсупович в деревенской школе. Благодаря замечательным способностям и хорошим педагогам, он освоил три алфавита: кириллицу, арабский и латинский (в то время мало кто в деревне умел читать, писать, считать). И его, как самого грамотного, решили направить на шестимесячные курсы бухгалтеров. По окончании курсов он приступил к работе в должности главного бухгалтера.

В 1929 году Бари Юсупович женился. Жена его была родом из соседней татарской деревни. Звали ее Эмине. Жили они в мире и согласии, родили и воспитали семерых детей. Как и у всех людей, их жизнь была трудной: жили в маленьком домике одиннадцать человек, включая родителей прадедушки, которые умерли в 1942 году. Дом был очень ветхим. Во время сильных дождей крыша протекала, а зимой в сильные морозы из всех щелей дул ветер. Не хватало дров, еды, одежды. Дети часто болели. Вскоре в семью пришло большое горе: друг за другом умерли дочери – Гульнур, Гульфия, Гульшат.

Несмотря на все трудности, впереди у них были большие планы: построить новый дом, поставить на ноги детей. Решили сначала сделать новые ворота. Но новый дом Бари Юсупович построить так и не успел – началась Великая Отечественная война.

1 сентября 1941 года Бари Юсуповича вызвали повесткой в военкомат, на фронт забрали только в марте 1942 года. Долго его не отпускали с работы, надо было сдать все необходимые отчеты. После ухода главы дома на фронт, все тяготы жизни легли на хрупкие плечи прабабушки Эмине. Во время войны она работала в колхозе дояркой. Работы в военное время было много, иногда приходилось вставать в два часа ночи, дежурить сутками… Старшая дочь по мере возможности старалась помогать матери: она очень рано вышла на работу в колхоз. Прабабушка всегда помнила о своем муже. Помнила и верила, что он обязательно вернется, и они обязательно осуществят свою мечту. И Бари Юсупович ни на минуту не забывал о своей семье. В короткие минуты отдыха он старался писать им хоть несколько строчек о себе. Письма были небольшие по размеру, но радость, которую они приносили в дом, была огромной. Эти письма до сих пор хранятся в семье Юсуповых.

Зульфия ДИМУХАМЕТОВА. Яльчикский район, Кошки-Куликеевская школа.


Артист евĕр вылярĕç

Вăхăчĕ унтанпа иртрĕ пулин те, интернат шкулти чăваш чĕлхи эрни пирки çырса кăтартас килетех ман. Вăл хăйне евĕрлĕхпе асăмра юлчĕ. Вĕренекенсем кашни кунах тĕрлĕ мероприятие хутшăнчĕç. Чи интересли — чăваш писателĕсен калавĕсем тăрăх лартнă инсценировкăсен конкурсĕ.

Пĕрремĕш классем Петĕр Эйзин çырнă «Ирхине» сăвва, тăваттăмĕшсем «Лаша шырани» калава ăста вылярĕç. Иккĕмĕшсемпе виççĕмĕшсем чăваш ачисен вăййисене кăтартрĕç. «Лашалла», «Саплăкла» ятлисем интереслĕ иккен.

Аслă классенче вĕренекенсем те конкурса тăрăшсах хатĕрленнĕ. Куракансене «Çул çинче», «Тĕрлĕ мăнук», «Ăслă çĕвĕç», «Чаплă парне» сценкăсем уйрăмах килĕшрĕç. Кашни ача артист евĕр вылярĕ. Юлашкинчен пуçламăш класс вĕрентекенĕсем «Кăшманла» вăййа выляма вĕрентрĕç. Çак конкурс пурне те килĕшрĕ. <...>

Егор СТЕПАНОВ. Вăрнар районĕ, Калининăри интернат шкул.

♦   ♦   


Чĕлхене аталантарассишĕн кашнин тăрăшмалла

Пирĕн шкулта чăвашсен çĕнĕ çырулăхне халалланă эрне иртрĕ. Чи малтанах сăвă çыракансен конкурсĕ пулчĕ. Унта ачасем тăрăшсах хутшăнчĕç. Вĕренекенсем учительсемпе тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç, çав темăпах синквейн, акросăвă, акросăмах, кластер турĕç, чăваш çыравçисен сăв-висене вуларĕç. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Анастасия Бахитова сăвă шăрçалакансен хушшинче чи пултарулли пулчĕ. Вăлах районта дистанци мелĕпе иртнĕ «Сарпи вулавĕсем» конкурса хутшăнса малти вырăна тивĕçрĕ. Александр Ларевпа Зот Степановăн сăввисене те вулама кăмăллă пулчĕ.

5-8-мĕш классем валли «Иван Яковлев вулавĕсем» литература сехечĕ иртрĕ. Унта ачасем презентаципе паллашрĕç. Çавăн пекех тӳресем «Чăваш Республикин патшалăх символĕсене пĕлетĕр-и?» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Кунта 9-мĕш класри Ксения Степанова, 8-мĕш класри Мария тата Раиса Шугуровăсем, Мария Агашева тĕрĕс те тулли хуравсем пама пултарчĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсемпе Чăваш Республикин символĕсене халалланă сехет иртрĕ.

Пĕр сас паллирен пуçланакан сăмахсенчен тăракан калав çырма çăмăлах мар. Ачасем унта та хаваспах хутшăнчĕç. Вĕренекенсене «Сас паллисен çĕршывĕнче» ăс-хакăл вăййи те килĕшрĕ. Унта çиччĕмĕш классен «Асамат кĕперĕ», пиллĕкмĕшсен «Хĕлхем» тата улттăмĕшсен «Чĕвĕлти чĕкеç» ушкăнĕсем çĕнтерчĕç.

10-11-мĕш классенче ăс пухакансен хушшинче юбиляр çыравçăсене халалласа «Çавра сĕтел» иртрĕ. Вуннăмĕшсем çак ялтах çуралса ӳснĕ Анатолий Васильев паллă музыкант, педагог, артист тата поэт пултарулăхĕпе паллашрĕç. 7-11-мĕш классенчи ачасем эрне тăршшĕпех «Тăван чĕлхе — пĕлӳ чĕлхи» онлайн викторинăна хутшăнчĕç. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхĕ 150 çул тултарнине ха-лалланă «Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхем» викторина ыйтăвĕсем те кăсăклă пулчĕç.

Çак эрне пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Тăван чĕлхе малалла та аталантăр, пурăнтăр тесен кашни çыннăнах тăрăшмаллине ачасем те ăнланса илчĕç. <...>

Светлана НИКИТИНА, вĕрентекен. Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.