Тантăш 8 (4929) № 06.03.2025

6 Пуш, 2025

Юрă-кĕвĕ тĕнчинче пурăнать

Сасси унăн çепĕç те ачаш. Сăвă вуланă е юрă юрланă чухне шăнкăр-шăнкăр шыв юххи тейĕн. Шалтан тапса тăракан ăшăлăх, ырăлăх çак хĕрачара. Хăйĕн черчен те илемлĕ сассипе пурне те тыткăна илме пултарать. Вăл — Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк шкулĕнче виççĕмĕш класра пĕлӳ пухакан Злата Сергеева.

ÇĔНĔ ЮРĂ ÇЫРТАРАÇÇĔ

Злата пĕчĕкренех, калаçма тытăнсанах юрлама пуçланă. Килте те, урамра та, ача садне çитсен те пĕрмай юрă шăрантарнă. Пĕррехинче музыка ертӳçи Елена Алексеева: «Эсир Çĕрпĕве, Виктория Захарова юрăç патне кайса пăхăр-ха», — сĕнӳ панă. Мĕнех, Златăна вăл пĕрре юрлаттарса пăхнипех йышăннă. Ултă çултан ун патне çӳреме тытăннă. «Виктория Владимировна тĕрлĕ енлĕ аталантарчĕ. Сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытма пуçларĕ. Вăл Çĕрпӳрен Шупашкара куçни те чăрмав кӳмерĕ, ун патне тĕп хулана юрлама çӳреме тытăнтăмăр. Виктория Захарова ачасемпе çулталăкра тăватă хутчен отчет концерчĕсем йĕркелет. Халĕ пĕрле чăвашла çĕнĕ юрă çыртаратпăр. Вăл çамрăксем валли. Чи малтанхи тăван ял, тăван кил çинченччĕ. Златăн репертуарĕнче вырăсла юрăсем те пур», — палăртрĕ Елена Сергеевна.

ЯЛТИ КУЛЬТУРА ÇУРТĔНЧЕ КĔТЕÇÇĔ

Злата иртнĕ çултанпа Çĕрпӳри ӳнер шкулне çӳрет. Фортепиано калама ăста вăл. Сольфеджио дисциплинине килĕштерет, хорта юрлать. Çĕрпӳри ӳнер шкулне эрнере виçĕ хутчен çӳреме вăхăт тупать Злата. Ку ăна вĕренӳре пачах та чăрмав кӳмест, тата та тăрăшса вĕренме, тата та маттуртарах пулма кăна хистет. Сăмах май, шкулти пĕр уяв та, пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест. Ялти культура çуртĕнче питĕ юратаççĕ, яланах кĕтеççĕ ăна. Шкул иккĕмĕш пулсан, вăл виççĕмĕш кил вырăнне хĕрачашăн. «Ялти культура çурчĕ аталанма, чăваш йăлийĕркине упрама, тăван чĕлхене юратма, сцена çинче, çынсен хушшинче ирĕклĕ тытма хăнăхтарать», — сăмаха малалла тăсрĕ амăшĕ. Çĕнĕ çул, Пушăн 8-мĕшĕ, Çĕнтерӳ кунĕ çывхарать-и е тата ытти уяв-и — Злата пур çĕре те хаваспах хутшăнать. Хĕрачан кукамăшĕпе асламăшĕ тата амăшĕ Елена Сергеевна хăй те питĕ юрра-сăвва ăста. Муркаш тăрăхĕнче пурăнакан кукамăшĕ Римма Семеновна хăнана килнĕ мăнукне кашнинчех çĕнĕ юрă вĕрентет -мĕн. Ача садĕнче тăрăшнă асламăшĕ Людмила Ивановна та Златăпа ялан пĕрле пулнă май пĕчĕкскере тĕрлĕ сăвă-юрăпа паллаштарнă, сценăна хăнăхтарнă.

ЮРĂÇ КĂНА МАР, ӲНЕРÇĔ ТЕ

Виççĕмĕш класс вĕренекĕ тата хитре ӳкернипе палăрса тăрать. Шкула кайичченех вăл аллинчен киçтĕкпе кăранташ ямасть. Хăйĕн ĕçĕсенче чĕр чунсене — йытă-кушака, упăтене, лашана — сăнлама юратать. Хĕрачан хитре ӳкерчĕкĕсене шкулти вĕрентекенсем те асăрханă. Пĕрремĕш класран тытăнса Злата «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Конкурссене, фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçет. Кăçал «Снежная королева» конкурсра «Вокал» номинацире» 1-мĕш степень лауреачĕ пулса тăнă. «Талант çемьере çуралать» çемье пултарулăхĕн фестивалĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Птица счастья» грант конкурсĕнче — 2-мĕш степень лауреачĕ. Пурне те асăнса пĕтерме те çук, виççĕмĕш класс хĕрачин дипломсемпе Тав хучĕсем стена туллиех. Пĕчĕкренех спортпа та питĕ туслă хĕрача. Уйрăмах конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Çемьепе вĕсем час-часах уçă сывлăша, пăр çине тухаççĕ. — Злата — тирпейлĕ хĕрача. Питĕ яваплă, таса çырать, килти ĕçе туса килменни пулман. Ăна ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ ялан пулăшаççĕ. Пур енчен те хастар та пултаруллă. Пĕрремĕш класранах — пуриншĕн те тĕслĕх», — çапла каласа палăртрĕ Валентина Яковлева класс ертӳçи. Фортепиано сасси Сергеевсен килĕнче татăлмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах Злата музыка инструменчĕ умне ларать. Кăмăл савăк-и е япăх-и — сăвă йĕрки шăрçаланса кĕвве хывăнни те пулать. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.