- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 8 (4879) № 29.02.2023
Тĕрлĕ чĕлхе илĕртет
Рилия Мирзетзянова — Комсомольски округĕнчи Аслă Чурачăк шкулĕнчен. Вăл вуннăмĕш класра пĕлӳ пухать. Мал ĕмĕтлĕ, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвакан хĕр шкулта пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Вĕренӳре, олимпиадăсемпе конкурссенче пысăк çитĕнӳсем тăваканскер шкулпа округăн общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Пĕрле вĕренекенсене хавхалантарма пĕлекен, ырă ĕçсем тума хистекен Рилия хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе туллин паллаштарчĕ.
«УСĂЛЛĂ ĔÇСЕМ ТĂВАС КИЛЕТ»
Вăл пĕрремĕш класранах шĕкĕр «5»-пе вĕренет. Унăн пухмачĕнче олимпиадăсемпе конкурссенче, ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче мала тухнине çирĕплетекен дипломпа хисеп хучĕ туллиех. Рилия — Пĕтĕм Раççейри «Малтисен юхăмĕ» ачасемпе çамрăксен юхăмĕн регионти уйрăмĕн хастарĕ. «Тĕрлĕ акци йĕркелетпĕр. Вĕсем пĕри тепринчен интереслĕрех. Тĕслĕхрен, волонтер пулнă май «Белый журавль», «Семейная зарядка», «Маленькое отважное сердце» акцисене хутшăнатпăр. Субботниксем ирттеретпĕр. Мана командăпа ĕçлеме килĕшет. Çак юхăма кĕни тата та хастар пулма хистет, усăллă ĕçсем тăвас килет», — паллаштарчĕ Рилия. Вăл Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли çыру шăрçалас ĕçе те хастар хутшăннă. Маттурскер кӳршисене, ялти ватăсене яланах пулăшма хатĕр, шкулпа ял тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе иртекен мероприятисенчен нихăçан та юлмасть. Рилия — «Астăвăма упракансем» шырав отрячĕн хастарĕ те. Тантăшĕсемпе пĕрле вăл архив докуменчĕсемпе ĕçлет. Республика шайĕнчи «Чемоданчик дружбы» конкурса хутшăннине ăшшăн аса илчĕ. Рилия Комсомольски муниципалитет округĕ, Аслă Чурачăк ялĕ, унăн историйĕ, ку тăрăхри паллă вырăнсем пирки туллин каласа кăтартнă. Мĕн тĕрлĕ конкурспа олимпиадăна хутшăнмасть пулĕ ӳркенменскер. Пуринче те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Иртнĕ çул тутар чĕлхипе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери олимпиадăн пур тапхăрне те ăнăçлă тухнă, призер пулса тăнă. Пĕтĕм тĕнчери «Джалиловские чтения» конкурса хутшăнса виççĕмĕш степень лауреатне тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчери «Жар-птица России» фестивальте — виççĕмĕш степень лауреачĕ. «Цветы Чувашии» республика шайĕнчи конкурсра пĕрремĕш степень лауреачĕ пулса тăнă. Республикăри «Школьный ревизор» конкурсра, «Письма на английском языке» фестивальте те шкул чысне хӳтĕленĕ Рилия, малти вырăна йышăннă. «Часах «Добро. РФ» ырă ĕçсен платформи сĕнекен тавралăха хăтлăх кĕртессипе çыхăннă мероприятие хутшăнăпăр. Ака уйăхĕнче «Малтисен юхăмĕ» ачасемпе çамрăксен юхăмĕн регионти уйрăмĕн хастарĕсемпе Мускава, ВДНХна çул тытăпăр. Çак куна чăтăмсăррăн кĕтетĕп, эпĕ Раççейĕн тĕп хулинче пĕрре те пулса курман», — савăнса калаçрĕ Рилия. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Танец дает человеку еловеку больше свободы»
Трудолюбие, раскрывающее таланты, постоянное движение вперед и умение работать в команде – основные слагаемые успеха одного из лучших танцевальных коллективов Чувашской Республики – «Сувар». Ученик 9-го класса Моргаушской школы Александр Корольков – танцор образцового ансамбля танца «Суварята».
Танцами Саша занимается у заслуженного работника культуры Российской Федерации и Чувашской Республики Анатолия Музыкантова пятый год. В период своей танцевальной карьеры он вместе с командой стал лауреатом первой степени в номинациях «Народный танец-ансамбль» ӳвозрастная категория 14-17 летӲ, «Народный танец-соло». – Танцую я с 4-го класса, занятия проходят три раза в неделю после уроков. Мама привозит меня и моего братика на репетиции в Чебоксары из Моргаушского округа. За 5 лет танец стал неотĕемлемой частью моей жизни. В течении двух часов мы репетируем танцы, оттачиваем движения для предстоящих концертов. Каждое занятие обязательно начинается с поклона, таким образом мы приветствуем преподавателя и друг друга. Далее идет разминка, мы подготавливаем мышцы и связки, чтобы во время танца ничего не повредить», – делится Саша. Как рассказывает юноша, они часто ездят выступать с концертной программой в другие города и регионы. Среди них Москва, Ульяновск, Саратов, а также Марий Эл и Татарстан… Этот список можно продолжить еще дальше. – В сентябре прошлого года мы ездили на конкурс в Марий Эл. В Марийском государственном академическом театре оперы и балета им. Эрика Сапаева прошел региональный отборочный этап V Всероссийского фестиваля народно-сценического искус ства «Танцуй и пой, моя Россия – дети!». Там стали лауреатом в номинации «Хореографическое искусство». Это огромная заслуга и большая честь. Ведь мы смогли впечатлить высокопрофессиональное жюри, которое было поражено чувашским национальным танцем. Больше всего мне запомнилось выступление на главной сцене страны – в Кремлевском дворце. А 8-го декабря прошлого года в Москве состоялся гала-концерт VI Всероссийского фестиваля народного танца «Танцуй и пой, моя Россия!», на котором выступили лучшие музыкальные и танцевальные коллективы со всей России, – с удовольствием рассказывает про свои впечатления Саша. По мнению юного таланта, танец дает человеку больше свободы, благодаря ему люди начинают смотреть на мир по-другому. <...>
Ангелина ПЫРКИНА.
♦ ♦ ♦
«Виват, кадет!»
Недавно в нашей школе состоялся кадетский бал «Виват, кадет!». В нем приняли участие четырнадцать кадетских классов из Батыревского, Комсомольского, Ибресинского, Цивильского, Яльчикского округов и города Чебоксары.
Перед началом мероприятия кадетов поздравили глава администрации Яльчикского округа Леонард Левый, военный комиссар военного комиссариата Комсомольского и Яльчикского округов Чувашской Республики Сергей Данилов, председатель Яльчикского окружного отделения ЧРОО «Союз женщин Чувашии», директор нашей школы Лариса Васильева. На этом восхитительном балу побывали мои одноклассники и одноклассницы. Молодые юноши в парадной форме, прекрасные девушки в бальных платьях кружились в завораживающем вальсе. Пять пар из моего класса защищали честь школы. Я, являясь волонтером мероприятия, всячески болела и поддерживала их. Моя одноклассница Анастасия Архипова поделилась своими эмоциями и впечатлениями: «Я в восторге от кадетского бала! Для меня большая честь быть в составе тех, кто защищает честь и гордость школы. Благодаря усиленной и упорной подготовке наша школа смогла выделиться изяществом и красотой движений. Также хочется отдельно поблагодарить нашего хореографа Светлану Карамаликову за приложенные усилия и наш результат. Очень надеюсь, что подобные мероприятия будут проводиться все чаще и чаще, так как это способствует укреплению патриотизма и любви к Родине у учащихся». <...>
Света ОКРУЖНОВА. Яльчикский округ, Яльчикская школа.
♦ ♦ ♦
Йăла-йĕрке уявĕ
Нарăсăн 22-мĕшĕнче Чуманкасси шкулĕн вĕренекенĕсем регионсен хушшинче иртекен йăла-йĕрке уявне хутшăнчĕç. Мероприятие йăлайĕркене упраса хăварас тата ачасене патриот воспитанийĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пирĕн шкулта çамрăк артистсем «Кашни йăлан йĕрки пур» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Ачасем «Салтак ăсатни» сценкăна лартрĕç. «Асанне арчинчи тупра» номинацире Виктория Николаева – пĕрремĕш, Софья Игнатьева – иккĕмĕш, Анна Ефимова виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Вĕсем çăпата сырассин, сăпка тата салтак туприсен вăрттăнлăхĕсене каласа кăтартрĕç. «Подиум çинче — авалхи тум» номинацире Саша Федорова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вĕренекенсем фестивальте ытти халăх культурипе те паллашрĕç. <...>
Софья ИГНАТЬЕВА. Муркаш округĕ, Чуманкасси шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Шахматла вылярĕç
Нарăсăн 23-мĕшĕнче Вăрман Çĕктер шкулĕн спортзалĕнче Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунне халалласа шахматла хăвăрт выляс енĕпе ачасен хушшинче турнир иртрĕ. Ăмăртăва Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Канаш, Шупашкар тата Етĕрне округĕсенчен килнĕ.
62 шахматистран 52-шĕ шкул ачиччĕ. Вăрман Çĕктер шкулĕнчен Сергей Хорьков наставник ертсе пыракан 18 ача хутшăнчĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин шахмат федерацийĕн председателĕ, тĕп судья Михаил Мельник тата Вăрман Çĕктер шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Рябинина уçрĕç. Шахмат вăййи ăс-тăна çирĕплетме, хăюлăха ӳстерме, вылякансен туслăхне çирĕплетме пулăшать. Ачасем кунашкал пысăк ăмăртăва пĕрремĕш хутчен хутшăнчĕç пулин те çитĕнӳсем турĕç. Аслисен хушшинче Юрий Смелов — пĕрремĕш, Павел Федимировпа Вячеслав Ефимов иккĕмĕшпе виç çĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 2016- 2018 çулсенчи ачасен хушшинче Шупашкар округĕнчен Артем Мороз — пĕрремĕш, Дмитрий Ямангеевпа Демид Сенцов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Петр Савин — ăмăртăва хутшăннă чи кĕçĕн шахматист. 2013 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕрачасен хушшинче Вăрман Çĕктер шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен, Атăльялта пурăнакан Ева Семеновăна çитекенни пулмарĕ. Виктория Зелинскаяпа Кира Кудряшова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 2013 çулхи тата унран кĕçĕнрех арçын ачасен хушшинче Савелий Антонов пĕрремĕш вырăна, Артемий Оленинпа Михаил Саргсян иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. 2012 çулхи тата унран аслăрах хĕрачасен хушшинче Елена Ташкова — пĕрремĕш вырăна, Светлана Трофимова тата Мария Ташкова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. <...>
Николай СМИРНОВ. Шупашкар округĕ, Атăльял.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас