Тантăш 50 (4819) № 22.12.2022

22 Раштав, 2022

«Çуркунне уй-хирте тĕл пулăпăр»

«Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕн çамрăк корреспонденчĕсемшĕн иртнĕ эрнекун, раштавăн 16-мĕшĕ, чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Çак кун чи хастар çамрăк журналистсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе — ял хуçалăх министрĕпе — Сергей Артамоновпа тĕл пулчĕç, ыйтусен хуравĕсене шырарĕç. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ачасем темĕн те пĕлесшĕн пулчĕç, ялсен пуласлăхĕпе, регион малашлăхĕпе кăсăкланчĕç. Сергей Геннадьевич пресс-конференци умĕн кашнинех алă тытса сывлăх сунчĕ, ачасемпе курнăçни хăйĕншĕн пысăк чыс пулнине палăртрĕ. «Эпĕ кунта хам хумханса кайрăм, ку таранччен пĕр харăсах 19 корреспондента интервью пама тивменччĕ-ха», — шÿтлерĕ министр.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх министрĕпе тĕлпулăва «Тантăш» хаçатăн чи хастар тусĕсем килнĕ. Кăçалхи чăваш чĕлхи кунĕнче çак юнкорсенчен хăшĕ-пĕри Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулни пирки каларĕ. «Юнкорăн ыйту пур» пресс-конференцие республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 19 чăваш ачи пуçтарăннă. Мĕн кăсăклантарать-ха ÿсекен ăрăва? Вĕсен ыйтăвĕсене Сергей Артамонов туллин хуравларĕ.

Настя ЛАРШНИКОВА [Шупашкар, 37-мĕш шкул]:

— Ыраша, тулла пĕрпĕринчен мĕнле уйăрмалла?

— Мĕнле ăнлантарамши... Ыраш – вăрăмрах, çинçерех, тĕксĕмрех. Тулă – туллирех, çутăрах, кĕскерех. Ыраш шăтса тухсан симĕс кăвакрах, тулă вара — симĕсрех. Тулă — нумай ретлĕ. Эпĕ сире çуркунне калча шăтсан хампа пĕрле хире илсе кайма пултаратăп. Паллах, эсир хирĕç мар пулсан. Çуркунне çиттĕр-ха, çула пĕрле тухăпăр.

Зот СТЕПАНОВ [Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел шкулĕ]:

— Эпĕ килте тĕрлĕ экзотика йывăçĕсем çитĕнтеретĕп: персик, авокадо тата ыттине те. Паллах, вĕсем кăнтăр çимĕçĕсем, кунта вĕсене ăшă çитсех каяймасть. Пирĕн республикăра мĕнле пахча çимĕçпе, культурăпа лайăх тупăш илме пулать?

— Пур ÿсен-тăрана та ăшă, çутă тата шыв кирлĕ. Тек нимĕн те. Пирĕн шывĕ çитет, çуттипе ăшши кăшт сахалрах. Тырă туса илме пĕтĕмĕшле температура 1700 пулмалла. Персик, авокадо валли — 3 пине яхăн. çавăнпа вĕсем пирĕн патра пиçсе çитеймеççĕ. Пирĕн çĕршыври кашни республикăн хăй çеç ÿстерекен сорчĕсем пур. Хăшĕ-пĕри кунта ÿсет, кÿршĕ Тутарстанрах çитĕнмест. Тĕш тырра тĕрĕслемесĕр ÿстерме çук. Малтан виçĕ çул сăнамалла, акса пăхмалла. Тĕрĕс ĕçлесе пынинчен нумай килет. Асăрхатăр-и, юлашки вăхăтра пирĕн патра ăшăрах та ăшăрах пулса пырать. Маларах куккуруса силос валли кăна çитĕнтерекенччĕ. Халĕ вăррине туса илме пуçларăмăр. Хĕвел çаврăнăш ÿсместчĕ, халĕ тĕшшинчен çу тăваятпăр.

Арсений ПЛЕТКИН [Комсомольски районĕ, Нĕркеç шкулĕ]:

— Эсир пĕчĕк чухне Хĕл Мучи чăрăш айĕнче парне хăваратчĕ-и, ун патне çыру çырнă-и?

— Çырăвне те çырман, парнине те хăварман. Колхозра профсоюз елки иртетчĕ. Тенкел çине тăрса сăвă калаканччĕ. Атте-анне урлă Çĕнĕ çула канфет паратчĕç. Пире ултă хутаç лекетчĕ. Аппапа иксĕмĕр тутлипе тутлă маррине уйăраттăмăр. Малтан тутлă марринчен çиме тытăнаттăмăр. Паллах, Çĕнĕ çул умĕн лайăххине, ыррине ĕмĕтленнĕ. Юрать, çак уяв пур. Унсăрăн ĕçсене те туса пĕтереес çук. Çĕнĕ çул çитиччен пĕтĕмпех пурнăçа кĕртме, палăртнисене вĕçне çитерме васкатпăр. Çĕнĕ çултан ыррине кĕтетĕп. Паян та асамлăха ĕненетĕп.

Савелий САЙКИН [Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ]:

— Сергей Геннадьевич, эсир ача чухне шухăччĕ-и? Парта тăрăх чупнă-и, хĕрачасен çÿçĕнчен туртнă-и? Сире шкулта учительсем ятланă-и? Итлемесен килте хăлхаран туртнă-и?

— Кĕтесе те тăратнă мана. Чÿрече çĕмĕрни те пулнă. Çÿçрен те туртнă, парта тăрăх та чупнă. Анне ĕçе каяс умĕн сĕтел çинче вăрăм список хăваратчĕ: юшкăна хупмалла, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, йăрансене çумламалла. Кирек мĕнле ĕлкĕр. Сывă ачан шухă пулмалла. Эпĕ хамăн ачасене ытлах чарман. Парта тăрăх та чупмалла, çÿçрен те хытă туртмалла… ÿкулатьŸ.

Юлиана БОГАТЕЕВА [Хĕрлĕ Чутай районĕ, Мăн Этмен шкулĕ]:

— Пĕрремĕш хут Шупашкара эсир миçе çулта чухне тата кампа килсе курнă? Мĕнпе асра юлчĕ çак кун? Тен, асăнмалăх мĕн те пулин туянса панă сире?

— Пĕрремĕш хут килсен мороженăй илсе пачĕç. Автобусра кăмăл пăтраннăччĕ. Çакăн хыççăн чылай вăхăт мороженăй çиеймерĕм. Хам тĕллĕн Шупашкара пĕрремĕш хут килсен çухалса кайни те пулнă. 1-мĕш троллейбус вырăнне 12-мĕш çине ларса кайнăччĕ. 8-мĕш класраччĕ ун чухне. Кайран чиперех çÿреме вĕрентĕм. <...>

♦   ♦   ♦


Туслă çыхăнура

«Тантăш» ÿунăн малтанхи ячĕ «Пионер сасси»Ÿ — чăваш ачисен хаçачĕ. Вăл эрнере пĕрре тухать. Унта темĕн те вуласа пĕлме пулать. Республикăри чылай паллă журналист хăйĕн çырас ĕçне шăпах «Тантăшран» пуçланă. Хаçат икĕ чĕлхепе тухать, кашни страницăн — хăйĕн тематики. Пĕрремĕшĕнче – хастар та маттур ачасен сăн ÿкерчĕкĕ. Иккĕмĕш страницăра вĕсен пултарулăхĕпе паллашма пулать.

Эпĕ те çак хаçатпа туслă. Пĕррехинче шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ манăн хайлава суйласа илсе «Тантăшра» пичетлеме сĕнчĕ. Хамăн ĕçе курсан савăнтăм. Халĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки «Тантăша» пĕлтерме тăрăшатăп. Хаçат ĕçченĕсем кăçал ака уйăхĕнче хăйсен тусĕсене хăнана йыхравларĕç. Шăпах чăваш чĕлхи кунĕнче хастар юнкорсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç. Çак мероприяти пуриншĕн те асра юлчĕ. Кăшт каярах çамрăк корреспондентсене слета пухрĕç. Эпир унта шкултан виççĕн кайрăмăр: Саша Иванов, Ксюша Щербакова тата эпĕ. Мероприяти кăсăклă иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ паллă çынпа тĕл пулчĕç, интереслĕ ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Çавăн пекех лауреатсене, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене парнесемпе хавхалантарчĕç. Акă иртнĕ эрнере тепĕр кăсăклă мероприяти иртрĕ. Çамрăк корреспондентсем ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа пресс-конференци ирттерчĕç. Кашни юнкорăн ыйтăвĕ интереслĕ пулчĕ. <...>

Диана ОЛАЕВА, 9-мĕш класс. Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ.

♦   ♦   


Асанне – аслă анне

Манăн асаннене Елена Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Вăл нумай çул Шупашкар районĕнчи Кăрмăш ялĕнчи «Калинушка» ача садĕнче воспитательте тăрăшнă. Пĕчĕкскерсемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăнă. Кашни ачана ырă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, ăшă сăмахпа йăпатнă.

Халĕ асанне тивĕçлĕ канура. Пĕрре те ĕçсĕр лармасть вăл: выльăх пăхать, пахча çимĕç çитĕнтерет, пире пулăшать. Çав вăхăтрах çывăх çыннăм капăр çăматăсем тăвать. Çак ĕçе хăнăхма çăмăл маррине пире те каласа кăтартать. Ăна тăхăниччен тем тĕрлĕ ĕç те тумалла иккен. Илемлĕ пултăр тесе вĕсене эрешсемпе капăрлатаççĕ. Пирĕнпе, мăнукĕсемпе, ăсталăх класĕ ирттерчĕ. Унпа пĕрле пĕчĕк сувенир турăмăр. <...>

Анастасия СОЛОВЬЕВА, 6-мĕш класс. Шупашкар районĕ, Çĕньял Покровски шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.