- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 45 (4814) № 17.11.2022
«Мĕн пур лайăххи аннерен куçать»
Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хуракасси шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекен Мария Николаевăн аллинчен йĕппе çип, вĕтĕ шăрçа, хачăпа çилĕм, киçтĕкпе кăранташ пачах та татăлмасть. Тăхтав вăхăтĕнче те хитре тетте ăсталаса хума пултарать вăл. Мĕнле те пулин уяв çывхарать-и — ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, тантăшĕсем валли илĕртÿллĕ парне хатĕрлемеллех унăн. Каç пулать-и, çур çĕр иртет-и — пуçланă ĕçне вĕçне çитермесĕр çывăрма выртмасть хĕр пĕрчи. Пĕчĕкрен яваплăха хăнăхнă вăл. Ылтăн алăллăскер тĕрлĕ конкурса хутшăнса районта кăна мар, республикăра та чылай çитĕнÿ тунă.
Чи маттур хĕр пĕрчи
— Ача садĕнченех пĕлетĕп Марийăна, ман пата хатĕрленÿ ушкăнне çÿретчĕ. Ултă çулта кăна ун чухне, ăна пĕрре ăнлантарни те çитетчĕ, тек ыйту памасть вăл, ĕçе тĕплĕ те тирпейлĕ туса парать. Тетрачĕсем те тап-тасаччĕ. Пĕрремĕш класра чĕрĕксемшĕн паллăсем кăларман-ха эпир, иккĕмĕшĕнчен вăл мĕн пур «5»- пе вĕренет. Мĕн тĕрлĕ кăна конкурса хутшăнмасть-ши? Ун валли те нумай вăхăт кирлĕ. Марийăн аллинче йĕппе çип вылянса кăна тăрать, пур ĕçе те килĕшÿллĕ пурнăçлать. Ÿкерчĕкĕсене пăхсан вунă çултискерĕн тесе калаймăн. Ÿнер шкулне çÿремесĕрех, Турă панă ăсталăх унра. «Раççей Федерацийĕн патшалăх тата регион символĕсемпе атрибучĕсем» район шайĕнчи конкурсра – пĕрремĕш, республикăра иккĕмĕш вырăнсем йышăнчĕ Мария. Раççей тата Чăваш Республикин ялавне хĕресле тĕрлерĕ вăл. Ача алли пек те мар. «Салтака тутăр парнеле» акцие те хастар хутшăнчĕ. Хамăр тăрăхри мобилизациленĕ çамрăксене чăваш тĕрриллĕ виçĕ ал тутри парнелесе ячĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕпе, Аслă Мăнкунпа ирттернĕ тата ытти чылайчылай конкурсра çулленех малти вырăн йышăнать. Ăна хистемелле те мар, ăçта мĕнле ăмăрту, викторина, олимпиада иртессине пуринчен малтан пĕлсе тăрать вăл. Çуркунне, Пушăн 8-мĕшĕ умĕн, Сĕнтĕрвăрринче йĕркеленĕ «Чи-чи хĕр пĕрчи» конкурсри «Чи маттур хĕр пĕрчи» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Чăннипех те, чи маттурри», — тăрăшуллă, пурне те ырă тĕслĕх кăтартакан вĕренекене ырласа калаçрĕ класс ертÿçи Наталья Егорова.
Елена АТАМАНОВА.
Мишкина каша: ностальгия по детству
Недавно в рамках федерального партийного проекта «Культура малой Родины» состоялся показ спектакля «Мишкина каша». Он реализуется с 2017 года с участием известных в мире российских кукольников и приглашенных постановщиков.
Зрителями стали учащиеся школ города Чебоксары. Актеры-кукольники пригласили маленьких и взрослых зрителей отправиться вместе с героями спектакля в сказочную страну под названием Детство. В центре внимания спектакля – два брата, Мишка и Стас, их проделки и забавные приключения в городе, на даче, в поезде и даже дома. Став взрослыми, ребята вспоминают свои детские шалости: как угнали и разбили машину шофера. Потом написали письмо милиционеру, что шофер не виноват. А самым запоминающимся событием в их жизни остался момент, когда они ездили к бабушке в деревню. Оставшись одни, Мишка и Стас решают сварить кашу, но по незнанию добавляют слишком много крупы и воды. В результате каши оказывается так много, что ею занята вся посуда, имеющаяся в доме.
Над профессиональной постановкой спектакля «Мишкина каша» трудились автор пьесы, режиссер Антонина Добролюбова и художник Лариса Микина-Прободяк. После показа зрители поделились своими эмоциями и впечатлениями от спектакля
Ирина ЧЕРНОВА.
Çăкăр тутине туйса
Елена Борисова Красноармейскинчи çăкăр комбинатĕнче технологра тăрăшать. Шкул хыççăн вăл çĕвĕç ăсталăхне алла илнĕ. Анчах аслă шкула вĕренме кĕресси малти вырăнта пулнă хĕрачан. Çав тĕллевпе вăл Санкт-Петербургри патшалăх политика университетĕнче «Апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсенче экономикăна тытса пырасси» уйрăма çул тытнă. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă, аслă шкул пĕтерсе экономист-менеджер пулса тăнă.
2007 çулта Красноармейски каччипе Андрей Борисовпа çемье çавăрнă. Икĕ хĕр пĕрчи вĕсен, Аринăпа Алисăна çитĕнтереççĕ. Мăшăрĕ Раççейри патшалăх социаллă университетĕнчен вĕренсе тухнă, паянхи кун муниципалитет округĕн администрацийĕнче информаци технологийĕсен секторĕн заведующийĕнче вăй хурать. Чылайччен калаçса лартăмăр Елена Вениаминовнăпа. Вăл мана предприяти кăларакан продукципе, ăна еплерех хатĕрленипе, тавар туянакан патне çитернипе тĕплĕн паллаштарчĕ. — Сĕтел çинче çăкăр пулсан эпир пуян. Конкуренци вăхăтĕнче пысăк çитĕнÿ ăнсăртран пулмасть, — калаçăвне тăсрĕ Елена Вениаминовна. — Вăл, сăмахран, чылай пĕчĕк япаларан, пĕрре пăхса курăнманнисенчен тăрать. Çав шутра – хамăр профессие юратни, дисциплина, кашни çыннăн кулленхи тăрăшуллă ĕçĕ, вăл хăйне шанса панине яваплăха туйса пурнăçлани. «Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн» каларăшпа тăрăшни те хăй çимĕçне кÿрет. Паян тавар туянакан пире шанни те малашлăха пăхса ĕçлеме хавхалантарать
Юрий БОРИСОВ.
Яла юлни ырлăх курет
Владимир Кузьмин Красноармейски районĕнчи пĕр хуçалăхра вăй хурать. Механизаторсен пĕр ушкăнĕ комбайнсене çуса тасатас ĕçре тăрăшатчĕ. Çакăнта паллашрăм та эпĕ Владимирпа.
— Ял ачи эпĕ, — терĕ вăл. — Яманакра 1997 çулхи çу уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхăм тантăшсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Ир-ирех ĕç патне туртăннă: выльăх-чĕрлĕх пăхнă, хуçалăх ĕçне хутшăннă. Пĕчĕклех укçа-тенкĕ хисепне, çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Çакна атте-анне вĕрентнĕ. Сакăр çул тултарсан Яманак шкулне çÿреме тытăннă Владимир. Анчах пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсен хисепĕ пĕчĕк тесе икĕ çултан шкула хупнă. Виççĕмĕш класа Красноармейскине çул такăрлатнă. Кунта çĕнĕ тус-юлташ тупнă. Çав тапхăра паян та куç умне кăларать вăл. 2013 çулта Трак шкулĕн тăхăр класне вĕренсе пĕтернĕ Яманак каччи. «Малалла вĕренмелле е Шупашкара çул тытмалла?» — шухăшланă вăл. Шупашкарти Николай Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче автомеханиксене вĕрентнине пĕлнĕ.
— Мĕншĕн ун чухне кун-çулăра техникăпа çыхăнтарма тĕв турăр-ха? — ыйтрăм эпĕ. — Манăн атте, Валерий Кузьмин, пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Яла юлса хăйĕн ăраскалне тупнă. Хуçалăхра тĕрлĕ йышши техникăпа ĕçленĕ. Халĕ 17 çул кунта тĕп инженерта тăрăшать. Яваплă тапхăрта хăй те тырă акма, ăна пухса кĕртме хутшăнать. Килте, ачасенчен асли пулнă май, çывăх çыннăмпа пĕрле тăтăшах машинăпа трактор паркне çÿреттĕм. Каярах вăл мана «хурçă ут» рулĕ умне ларма ирĕк пачĕ, комбайн штурвалне тыттарчĕ. Механизатор ĕçĕ мана ун чухнех килĕшнĕччĕ. Çавăнпах Шупашкара çул тытрăм та.
Юрий БОРИСОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас