«Тантăш» 44 (4813) № 10.11.2022

10 Чÿк, 2022

«Манăн ку ăмăртура мăртура çĕнтермеллех термеллех»

Юпа уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускав хулинче инвалидсемпе хавшак сывлăхлисен професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» Наци чемпионачĕн финалĕ иртнĕ. Чăваш Республикин чысне унта сакăр ача хÿтĕленĕ, 6-шĕ медале тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче Йĕпреçри хавшак сывлăхлисен шкулĕнче ăс пухакан Светлана Федотова та пур. Вăл «Илемлетсе тĕрлесси» компетенцире шкул ачисен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Светланăпа нумаях пулмасть эпир те çыхăнтăмăр.

«Абилимпикс» Наци чемпионачĕ — пĕтĕм Раççейри пин-пин ăсташăн професси пĕлĕвне кăтартма май паракан хăйне евĕрлĕ пулăм. Ăна 2015 çултанпа йĕркелеççĕ. Анчах пĕлтĕр пандемие пула ирттерме май килмен. Çавăн пирки кăçалхи финала 2021 çулта регион шайĕнче палăрнă çĕнтерÿçĕсем те пухăннă. Чемпионатăн суйлав тапхăрĕ авăн уйăхĕнче иртнĕ. Унта Раççейри 84 регионтан виçĕ пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Йĕпреç районĕн хĕрачи асăннă конкурса пĕлтĕрех хутшăннă иккен. Анчах Мускава кайма май килмен. — Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче регионта конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта Света шкул ачисен хушшинче «Илемлетсе тĕрлесси» компетенцире пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кайран Мускава кайма Пĕтĕм Раççейĕпе суйлав тапхăрĕ пулчĕ. Вăл дистанци мелĕпе иртрĕ. Света хутшăнакан компетенцире 37 ача хăйĕн ĕçне тăратнăччĕ. Вĕсенчен тăваттăшне Мускава кайма суйласа илнĕ. Телейлисен йышне пирĕн Света та лекнĕ иккен! Çакăншăн калама çук савăнтăмăр. Анчах пĕлтĕр коронавирус чирĕ алхаснăран Раççейĕн тĕп хулине кайма май килмерĕ, — аса илчĕ Светăн вĕрентекенĕ Евгения Голубенко. Регион шайĕнче иртнĕ ăмăртура асăннă компетенцире хутшăнакансен хĕресле майпа хĕвел çаврăнăш тĕрлемелле пулнă. Света çак ĕçе çăмăллăнах пурнăçланă. Мускава кайма Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ суйлав тапхăрĕнче вара çăмăл килмен. Ăмăртăва хатĕрленме икĕ эрне панă. Кунта хутшăнакансене тĕрлĕ декораци мелĕсемпе усă курма хушнă. Çакна пĕтĕмпе сехет çурăра пурнăçламалла пулнă. Вăхăтне сахалрах уйăрнă пулин те Света Евгения Вячеславовна вĕрентекен пулăшнипех тĕрлĕ çĕвĕ вăрттăнлăхне вĕренсе çитнĕ те. «Абилимпикс» Наци чемпионачĕн финалĕ Мускаври «Гостиный двор» курав центрĕнче иртнĕ. Унăн официаллă пайĕ юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлнă. Ăмăртусем кашни кунах пынă. Света хутшăнакан компетенцире пилĕк тĕрлĕ тĕрĕпе усă курса автан тĕрлемелле пулнă. Ĕçе пурнăçлама виçĕ сехет уйăрнă. Ăмăртăва хутшăнакансене ятарлă экспертсем те сăнанă. Чăваш хĕрачи, тăван тăрăхран аякра пулин те, шиклĕх туйăмне кăтартман, умне лартнă тĕллевĕ патне çитме ăнтăлнă. Света хăйĕн вĕрентекенĕпе иртен пуçласа каçчен хатĕрленнĕ, тĕрленĕ. Юпа уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускав хулинче инвалидсемпе хавшак сывлăхлисен професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» Наци чемпионачĕн финалĕ иртнĕ. Чăваш Республикин чысне унта сакăр ача хÿтĕленĕ, 6-шĕ медале тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче Йĕпреçри хавшак сывлăхлисен шкулĕнче ăс пухакан Светлана Федотова та пур. Вăл «Илемлетсе тĕрлесси» компетенцире шкул ачисен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Светланăпа нумаях пулмасть эпир те çыхăнтăмăр. Ĕç хатĕрĕсене те вĕсем Мускава пĕрлех илсе кайнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Триумф решительных и смелых

Всероссийские соревнования по гиревому спорту на призы чувашской народной газеты «Хыпар», прошедшие с 4 по 6 ноября, стали заметным спортивным событием для нашей республики. Турнир состоялся уже в 37-й раз и прошел в Центре маунтинбайка. Всего в спортивном мероприятии приняли участие спортсмены из 12 регионов нашей страны. Среди них как юноши и девушки, едва начавшии спортивный путь, так и ветераны, за плечами которых осталось немало спортивных достижений.

От чувашских нарядов до патриотических песен Турнир получился очень зрелищным и атмосферным. В нем было все: и красота традиционных чувашских нарядов, и спортсмены, которые заставляют восхищаться силой своего мужества и духа, высокие гости, благодаря которым ощущалась важность проходящего турнира. Среди них отметим Председателя комитета Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации по финансовому рынку Анатолия Аксакова, министра физической культуры и спорта Чувашской Республики Василия Петрова, заместителя министра цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики Анну Иванову, директора-главного редактора Издательского дома «Хыпар» Татьяну Вашуркину, Президента Всероссийской федерации гиревого спорта Сергея Кириллова и председателя регионального отделения Всероссийской федерации гиревого спорта Юрия Карпова. Новенькие кубки, стоявшие неподалеку от места проведения основных соревнований, манили и привлекали своим блеском. Оставалось только завидовать тем, кто поднимет их над головой в ближайшее время. Но даже для победителей путь до них оказался очень неблизким. Турнир берет свое начало с 1984 года. За это время он «стал местом встречи лучших спортсменов России, где одни оттачивают свое мастерство, другие соревнуются, чтобы выполнить норматив мастера спорта». Турнир спортсменов предваряла обширная культурная программа. Здесь нужно рассказать о выступлении юной певицы Миланы Кузьминой, которая недавно прославилась исполнением песен Ярослава Дронова «Я – русский» и «Встанем». Цвета ее платья повторяли цвета национального флага России. Это было то самое платье, которое было на девочке во время исполнения первой на Ильиной Горе. Песня «Я – русский» помогает спортсменам находить новые силы и вдохновение. Милана и выступившие перед ней члены сборной команды спортивной аэробики Чувашии ÿруководитель – заслуженный тренер Чувашской Республики Оксана ДьячукŸ сыграли важную роль в превращении спортивного турнира в праздник. Рекорды и достижения Стремление «идти до конца» на этот раз демонстрировали гиревики. А в таких случаях никогда не обходится без рекордов. Например, один из них установил спортсмен из Санкт-Петербурга Иван Марков. Спортсмен международного класса 220 раз поднял 32 килограммовую гирю и 163 раза отжал ее от груди. Собравшиеся в зале зрители устроили рекордсмену продолжительную овацию. Для турнира, проводимого газетой «Хыпар», это абсолютный рекорд. Но в спортивной карьере Ивана были достижения более высокого уровня, например, на недавнем чемпионате мира в Индии он обновил мировой рекорд, подняв гирю 230 раз. Давно не удивляют и достижения женщин в этом виде спорта. Аспирант 4 года обучения факультета биотехнологий Чувашского государственного аграрного университета Анастасия Немова заняла первое место в весовой категории свыше 70 килограммов, а в весовой категории до 58 килограммов первое место взяла магистрант 2-го курса факультета биотехнологий и агрономии Елена Бушуева. <...>

Иван ДЕРЮЖИН.

♦   ♦   ♦


Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерет

Красноармейски районĕнчи Красноармейски вăтам шкулĕнче паянхи кун — тăватă кадет класĕ. Чи пĕрремĕшне 2013 çулта уçнă, çиччĕмĕшсенчен йĕркеленĕ ăна. 2015 çулта тепĕр класс уçма май килнĕ.

«Халь вĕсем шкулпа сыв пуллашма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кирек мĕн тесен те, кадет класĕнче вĕренекенсем ыттисенчен уйрăларах тăраççĕ. Дисциплина енчен маттур, вĕренÿре тăрăшуллă. Тумĕ те ачасене урăхларах, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма хистет. Çакна каласшăн: вĕренекенсем патриот чунлă, çирĕп кăмăллăрах, чăтăмлăрах, тăван çĕршыв вĕсемшĕн малти вырăнта пулни савăнтарать. Ку ачасен калаçăвĕнче, пĕрпĕринпе хутшăннă чухне те палăрать. Вĕренÿре те, спортра та малта пулас килет вĕсен. Ачасене воспитани парас енĕпе нумай тимлетпĕр. Тунтикунсерен Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене хăпартасси пирĕн патра та йăлана кĕчĕ», — кадетсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ çар пурнăçне хăнăхтараканĕ, ОБЖ вĕрентекенĕ Евгений Михайлов. Кадетсем вăхăта ахаль ирттермеççĕ. Кун йĕрки вĕсен çирĕп, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ăмăртусене, конкурссене хутшăнмалла чухне каçхине те шкулта вĕсем. Çитĕнÿ вăй хумасăр пулманнине вĕрентекен каламасăрах пĕлеççĕ. Шкул чысне хÿтĕлеме яланах хатĕр маттурсем. Кадет класне ахальтен суйласа илнĕим, çавăнпа та шкулта тытăнса юлсах стройпа утас ăсталăха аталантараççĕ, конкурс-акцие хутшăнаççĕ, пăшалтан пеме, Калашников автоматне салатса пуçтарма, унăн магазинне патронсемпе тултарма хăнăхаççĕ. Противогазпа хÿтĕлев костюмне тăхăнасси, карттăпа тата компаспа усă курса палăртнă вырăна тупма вĕренесси, ташлас ăсталăха аталантарасси — кун йĕркинче. Кадетсен пухмачĕнче награда та чылай. Иртнĕ çул республикăра пысăк çитĕнÿсем тунă. Тĕслĕхрен, «Çĕнтерÿ салючĕ» смотр-конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Çĕнтерÿ вальсĕнче» виççĕмĕш вырăна тухнă. Кăçал «Пире çак тĕнчене упрама халалланă» ăмăртура виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртура, конкурсра чылай ача хÿтĕлет. Пĕрисем спортра маттур, теприсем вĕренÿре çитĕнÿ кăтартаççĕ, виççĕмĕшĕсем пултарулăха аталантараççĕ. Кашниех анлă тавра курăмлă, тĕрлĕ енлĕ аталанать. Вĕренÿре те кая юласшăн мар кадетсем, пĕр-пĕрне кура малалла талпăнаççĕ. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


«Раççейшĕн усăллă çын пуласчĕ»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски вăтам шкулĕнчи Варя Мясникова — 3-мĕш класранах кадет класĕнче. Маттур та хастар хĕрача — пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

Саккăрмĕш класра пĕлÿ пухаканскер кадет ятне çÿлте тытать. Варьăпа телефонпа çыхăннă чухне те вăл пушă марччĕ, тăрăшуллă та лайăх вĕренекенскер районта тăван ен культурипе иртнĕ предмет олимпиадинчен таврăнатчĕ. Çавăн пекех патриотизм мероприятийĕсенчен те нихăçан та юлмасть вăл. Ял тăрăхĕнчи Çĕнтерÿ кунне халалланă уявсенче палăксем патĕнче класрисемпе хуралта тăрать, кашни çулах плацконцерта тĕплĕн хатĕрленет. «Ăрусен астăвăмĕн эстафети» республика конкурсĕнче командăпа çĕнтерÿçĕсен ретне кĕнĕ. «Вăрçă çинчен пĕтĕмпех çырман» наукăпа тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе ушкăнпа 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Хастар волонтер та Варя. Класри ытти кадетпа пĕрле палăксене пăхса тăраççĕ, территорие юртан тасатаççĕ, çуллахи вăхăтра тирпей-илем кĕртеççĕ. Аслă ăрурисене пулăшасси те йăлара. Картишĕнче юр тасатмалла-и, кил-çуртра тирпейлемелле-и, лавккаран тавар кÿмелле-и — ачасем хаваспах ĕçе тытăнаççĕ. Чечек юратма, вĕсене пăхса тирпейлесе тăма Варьăна пĕчĕкренех кукамăшĕ хăнăхтарнă. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.