Тантăш 36 (4907) № 19.09.2024

19 Авăн, 2024

Ырри, çĕнни патне туртăнаççĕ

Шкул ачисен хушшинче мал ĕмĕтлĕ, яланах ырри те çĕнни патне туртăнакансем пурри савăнтарать. Ун пек маттур халь чăннипех те чылай. Çакă ытти вĕренекене те малалла утма, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тума, тĕрĕс çул-йĕр суйлама хистет.

Иртнĕ эрнере çула май Комсомольски округĕнчи Комсомольскинчи этнобиблиотекăна кĕнĕччĕ. Уроксем хыççăн кунта шкул ачисем çитрĕç. Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта пĕлӳ пухакан Юля Исаевăпа Аня Тимкина пушă вăхăтра яланах кунта васкаççĕ-мĕн. Вулавăшра уроксем тăваççĕ, конкурссемпе олимпиадăсене хатĕрленеççĕ, кĕнекесем вулаççĕ. Çĕнĕ йышши библиотекăра уроксем хыççăн канма та, вĕренме те мĕн пур услови пур. Çакă туртать те хĕрачасене кунта. ÇурÇĕре кайма ĕмĕтленет Аньăпа Юля — иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕпе йăмăкĕ. Иккĕшĕ те «Çамрăк гварди» общество организацийĕн хастарĕсем. Волонтер ĕçне те тахçанах пуçăннă. Шкулта вĕсемсĕр пĕр мероприяти те иртмест пулĕ. Хĕрачасем пур вĕренекене те ырă тĕслĕх кăтартса, хавхалантарса тăракансем. Тĕслĕхрен, Аня уявсем йĕркелеме юратать. Маттурскер çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Малтисен юхăмĕ» ачасемпе çамрăксен юхăмĕн регионти уйрăмĕн хастарĕ те. Вăл проектсем çырма ăста. Социаллă сетьсем тытса пырасси, шкул сайтне пуянлатасси те ун çинче. Видео, сăн ӳкерме килĕшет Аньăна. Пур çĕре те ĕлкĕрекенскер Канашри педагогика колледжĕнче вĕренсе воспитатель аттестатне те алла илнĕ. Видеосем ӳкерме юратаканскер хăйĕн Телеграмканалне ăнăçлă тытса пырать. Юлашки вăхăтра акăлчан чĕлхине тĕплĕн вĕренме тытăннă. Аня малтан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çурçĕрте пурăннă. Кайран çемье Чăваш Ене куçса килнĕ. «Шкул хыççăн çурçĕрех çул тытасшăн. Нефть-газ енĕпе ĕçлекен инженер профессийĕ ачаран илĕртет мана. Вĕренсе пĕтерсен çак çутă ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп», — терĕ Аня. Патшалăхăн пĕтĕмĕшле экзаменĕсене ăнăçлă тытнă вăл. Спортпа туслăскер пушă вăхăтра волейболла выляма юратать, секцие çӳрет. Вăхăта ахаль ирттерме хăнăхманскер пĕчĕккĕллех апат хатĕрлеме вĕреннĕ Аня. «Пĕррехинче аттепе анне килте çук чухне борщ пĕçерес терĕм. Хам çав вăхăтра инкерен пĕрмай шăнкăравласа ыйтрăм. Кăшман тăрук çатмара çунса кайрĕ. Эпĕ ăна çавах яшкана чăмтартăм. Çуннăскертен йĕркеллĕ апат пулмарĕ. Çухалса каймарăм, какая яшкаран туртса кăлартăм та унран гуляш хатĕрлерĕм, ыттине тăкрăм», — кулса аса илчĕ Аня. Халĕ вăл чизкейк пĕçерме вĕреннĕ. Ку унăн чăннипех те питĕ тутлă пулать. Ăна ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем уявсенче кăмăлласа çинине пĕлтерчĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


«МедиаВзлет» на «Волжских встречах»

С 13 по 15 сентября на базе лагеря «Жемчужина Чувашии» прошел Межрегиональный фестиваль детских и юношеских медиапроектов «МедиаВзлет». В течение трех дней юные журналисты, блогеры, фотографы и любители создавать кино учились непростому искусству: они приняли участие в мастер-классах у корреспондентов, телеведущих и режиссеров, развивали журналистские навыки с лучшими специалистами и учились создавать свои собственные медиапроекты.

Вместе с «Волжскими встречами»

Фестиваль для юных журналистов «МедиаВзлет» проходит уже второй год. В этом году он обĕединил свои силы с «Волжскими встречами», что позволило расширить аудиторию и дать возможность большему числу талантливых ребят проявить себя. На мероприятии собрались около 200 талантливых медийщиков не только из округов Чувашии, но и из 14-ти регионов со всей России, чтобы научиться писать статьи, снимать видео, создавать медиапроекты, фотографировать… Как отметил главный организатор Евгений Суховей, программа для юных журналистов была насыщенной. – Самое интересное то, что участники форума утром учились у мастеров созданию чего-то интересного, а в вечернее время анализировали свои работы, которые изначально выполняли как дома, так и здесь, – рассказал Евгений. Кроме того, ребята побывали на мастер-классах с участием таких известных личностей, как Мария Зяблицкая, Михаил Верещагин. Михаил Николаевич, представляющий Первый канал, поделился секретами успешного ведения интервью и работы перед камерой. А на занятии с Иваном Фадеевым дети научились организовывать киноклубы и вникли в специфику их работы. На протяжении трех дней школьники участвовали в различных мастер-классах, где профессиональные спикеры обучали начинающих журналистов, сценаристов, актеров, режиссеров, аниматоров, ведущих, фотографов и блогеров технике речи, жанру интервью, настройкам цифрового фотоаппарата, актерскому мастерству и даже тому, как правильно брать интервью! Ребята работали над созданием текстовых публикаций, радиосюжетов и контента. На форуме школьники не просто изучали теорию, а научились создавать свои собственные медиапроекты. Например, на протяжении трех дней – пятницы, субботы и воскресенья ребята сняли несколько работ и представили результаты своих усилий – готовые видеоролики, подборки фотографий, анимационные работы. Ученицы с Янтиковской и Урмарской школ представили на фестивале свой короткометражный фильм про девушкукарьеристку, которой чудным образом в руки попадает книга, исполняющая желания. Юные режиссеры вложили в эту работу глубокий смысл. – За каждым желанием стоит неудача. И в конце концов Анна начинает понимать, что она была счастлива и с тем, что имела. Новое ей совсем уже не нужно, – отметила участница форума «МедиаВзлет» Полина Никитина. А вот воспитанницы Детского центра «Куча мала» придумали сценарий для фильма про мальчика, который ведет себя как взрослый. Но со временем главный герой осознает, что он все еще ребенок. – Он понимает, что взрослым ему еще быть рано и поэтому, пока есть время, можно пойти поиграть в футбол с друзьями. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА, Кристина ПАВЛОВА.

♦   ♦   


«Виçĕ хĕвел» малалла ешертĕр

Çут çанталăка вĕçен кайăксем, хурт-кăпшанкă, чĕр чунсем, йывăç-курăк, чечексем, çын илем кӳреççĕ. Апла вăл малалла пурăнать-ха, сывлать, этем уншăн ырă тунине туйса ăна лайăххипе тавăрать. Çакна Красноармейски шкулĕнче ăс пухакан ачасем тепĕр хут ăнланчĕç. Шăматкун вĕсем Трак енре ирттернĕ «Çемье вăрманĕ» акцие хутшăнса тăван тавралăхшăн пысăк ĕç турĕç — кедр лартрĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ: çемье хаклăхĕсене çирĕплетесси, çынсен экологи пĕлĕвне тарăнлатасси тата халăх пурăнакан вырăнсене ешертесси. Мероприятие «НЕурок географии» проектпа килĕшӳллĕн ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕпе йывăç лартнă

Красноармейски шкулĕнче 2022 çулта уçнă агрокласа биологипе географи вĕрентекенĕ Инна Васильева ертсе пырать. Ушкăн ячĕ те ачасем экологипе туслă пулнине ĕнентерет. «Дуб» агрокласа çӳрекенсем çут çанталăка упрассипе, ăна сыхлассипе çыхăннă мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ. Пĕлтĕрхи вĕренӳ çулне илес пулсан, вĕсемшĕн чи асра юлни — Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм сачĕ» акци. Унпа килĕшӳллĕн, çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем Республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле Сурăм вăрман хуçалăхĕнче йывăç лартнă. Çакăн хыççăн ачасене кунта тăрăшакансем çăка вăрри пухма сĕннĕ. Кайран вĕсене малалла ĕрчетме çак вăрман хуçалăхне кайса панă. Кăçалхи ака уйăхĕн вĕçĕнче çамрăк экологсем кунта 200 тĕм чăрăш лартнă. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Денис Спиридонов, Кирилл Кузнецов тата Олеся Николаева уйрăмах ку ĕçре хастарлăх кăтартнă. Унсăр пуçне «Çемье вăрманĕ» уявра хавшак сывлăхлă ачасем те хутшăнса çут çанталăка пулăшнă. Раççейре Çемье, Чăваш Енре Экологие халалланă çулталăксем пулнă май, «Çемье вăрманĕ» акци шкул ачисемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те усăллă. Асăннă экологи мероприятийĕ Шетмĕ çумĕнчен инçе мар вырнаçнă «Виçĕ хĕвел» этнопаркра иртнĕ. Красноармейски шкулĕнчен унта Платоновсен, Спиридоновсен туслă çемйисем хутшăннă, çавăн пекех агрокласра ăс пухакан арçын ачасемпе хĕрачасем те ĕçленĕ. Палăртмалла: пухăннисем кедр лартса хăварнă çеç мар, кашни йывăçа биркăланă та. — Ку тăрăхра пурăнакан Мефодьевсен çемйи тăхăр çул ĕнтĕ кедр çитĕнтерессипе вăй хурать. Ăна вĕсем пирĕн тăрăхра та аталантарасшăн. Ун валли кунта климат та аван. Лартнисене пăхса тăмалла, шăвармалла. Кедр пирĕн патра та çитĕнеет-çке, — терĕ Красноармейски шкулĕн директорĕ Татьяна Беззубова. Туслă, пĕр шухăшлă ĕçленĕ Светланăпа Валерий хунавсене çитĕнтерсе тăван ен илемĕшĕн тăрăшнине ĕнентереççех. Шăпах вĕсем çак акцие хутшăнакансене кедр йывăççипе тивĕçтернĕ. Сăмах май, этнопаркран икĕ çухрăмра вырнаçнă кедр вăрманĕ те вĕсен пуçарăвĕпех ешерет. Çак кун кунта пухăннисем пурĕ 300 тĕп йывăç лартса хăварнă. — Ку акци пирки шăпах Светланăпа Валерий пĕлтерчĕç. Вĕсен ĕçне пирĕн шкул пысăк шая хурать. Агрокласра вĕренекенсем тата Инна Клементьевна ертӳçĕ хаваспах килĕшрĕç. Сăмах май, Мефодьевсем ытти чухне те шкулта мероприятисем йĕркелеççĕ, ачасемпе тĕл пулаççĕ, унсăр пуçне округ вулавăшĕнче хăйсен илемлĕх пӳлĕмĕ пур. Çак мероприяти ачасен экологи пĕлĕвне ӳстерме, аталантарма пулăшĕ, — каласа кăтартрĕ Татьяна Александровна. Канмалли кун пулнине пăхмасăрах ачасемпе аслисем парка йывăç лартма савăк кăмăл-туйăмпа пуçтарăннă, пĕр шухăшлă пулса тухăçлă ĕçленĕ. Арçын ачасем Шетмĕ юхан шывĕнчен витресемпе шыв йăтнă, хĕрачасем çамрăк хунавсене лартса, йĕркелесе пынă. Акцие хутшăнса тăван тавралăхшăн, çут çанталăк пуласлăхĕшĕн пысăк ĕç тунă çеç мар, туслă ĕçленине те кăтартнă. Çак мероприяти экологи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнă çеç мар, çемьесене çут çанталăка тимлес тĕллев патне илсе пынă. Халĕ ачасемпе ашшĕ-амăшĕ вĕсене шăварса, çум курăкран тасатса мĕнлерех çитĕннине сăнĕç. Кашни кедра биркăлани те вырăнлă — çакă çемьесене хăйсем лартнă йывăçа паллама пулăшать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.