Тантăш 31 (4902) № 15.08.2024

15 Çурла, 2024

Кураканăн чунне тыткăна илме пĕлет

Сцена — тĕлĕнмелле вырăн: пĕри ун çумĕнче хупса хунă чаршавсăр пуçне нимĕн те курмасть пулсассăн, тепри çав пĕчĕк лаптăкра мĕн пур тĕнчене асăрхать. Вăл этеме иртнĕ ĕмĕре е аякри çĕршыва пĕр самантрах илсе çитерет, урăх сăнлă, тепĕр майлă шăпаллă тăвать, вăхăтлăха çĕнĕ пурнăç парнелет. Сцена — çĕр çинчи чăн асамлăх, ниме аса илтермен уйрăм тĕнче. Ахальтен мар ăна кăмăллакан çын яланах хăйне евĕрлĕ илĕртӳлĕхĕпе тыткăнлать. Яна Карзакова та çавнашкал. Хĕрача хăйĕн уçă сассипе, тапса тăракан вăй-хăвачĕпе, Турă панă пултарулăхĕпе кашни кураканăн чунне тыткăна илет.

ПĔРРЕМĔШ КЛАСРАХ ПЫСĂК ÇИТĔНӲ

Хĕр пĕрчи Патăрьел округĕнчи Çĕньялта çитĕнет. Амăшĕ Надежда Квасова культура ĕçченĕ пулнă май, хăйĕн тĕпренчĕкне мĕн пĕчĕкренех сценăпа туслаштарнă. Пĕрремĕш класрах Яна Вера Кузьминана халалланă регионсем хушшинче иртекен конкурсра Иван Яковлевăн «Лаша шырани» калавне вуласа çĕнтерӳçĕ ята тивĕçнĕ. Тин кăна шкул пурнăçĕпе паллашнăскершĕн çакă пысăк çитĕнӳ пулнă. Хĕрача Çĕньял шкулĕнче ăс пухать, кăçал пиллĕкмĕш класа каять. Тăрăшуллăскер, вĕренӳре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать, ашшĕпе амăшне яланах савăнтарать. Хĕрача математика предметне кăмăллать, ку енĕпе тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлама юратнине пĕлтерет.

ШКУЛ ХАСТАРĔ

Яна Карзакова шкулта хăйĕн хастарлăхĕпе палăрса тăрать. Вăл кирек епле мероприятие хаваспах хутшăнать, пĕрле вĕренекен тус-юлташĕсене те явăçтарать. Хĕрача Турă панă пултарулăха çитĕннĕçемĕн аталантарсах пырать. Халĕ вăл Алина Антонова ертсе пыракан «Айхи ачисем» театр студине çӳрет. Çак ушкăн тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса тăтăшах малти вырăнсене тивĕçет. Сăмах май, хĕрача республика шайĕнче иртекен «Юмах çăл куçĕ» фестивальте Юхма Мишшин «Пукане» пьесинчи пукане рольне калăпласа «Эпизодри роле чи лайăх калăплакан» ята тивĕçнĕ. Яна — пулас артист. Вăл сăвă-калава хăй çырнă пек вулать, юрра шăпчăк евĕр шăрантарать. Театр искусствипе çыхăннă шкул, округ, республика тата Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнать, часчасах малти вырăнсене йышăнать. Ялти сцена хĕр пĕрчишĕн иккĕмĕш кил пекех тесен йăнăш мар. — Сцена çине тухсан эпĕ кашни сăмаха туйса чунтан калама тăрăшатăп, хусканусемпе пуянлататăп. Çынна мар, чи малтан хăвна ĕнентермелле, унсăрăн нимĕн те пулмасть. Пĕр-пĕр сăвăри е калаври сăнара хăв пек лайăх пĕлсе çитсен тин çеç ыттисене вуласа кăтартма пултаратăн, — тет мал ĕмĕтлĕ, сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытакан Яна Карзакова. Хĕрачан ĕмĕчĕсем пурнăçланасса, лартнă тĕллевĕсем патне çитессе шансах тăратпăр, ăна ăнăçу сунатпăр! <...>

Лена КИРИЛЛОВА.

♦   ♦   


Получили яркие эмоции и впечатления

Республиканский слет работающей молодежи «Пульс — 2024» подарил нам поистине яркие эмоции и незабываемые впечатления! А проходил он 3 и 4 августа в детском оздоровительном лагере «Соснячок» города Шумерля, в весьма живописном уголке Чувашии, под красивейшими и ароматнейшими соснами.

Команду педагогов Урмарского округа «Сектор У» представили восемь человек: Сергей Антонов (Староурмарская школа), Сергей Михайлов (Шихабыловская школа), Сергей Пудриков (Урмар ская спортивная школа им. А.Ф. Федорова), Ирина Лукина (отдел образования и молодежной политики администрации Урмарского округа), Светлана Романова (Челкасинская школа в деревне Кульгеши), Инга Романова (член молодежного парламента Урмарского округа, студентка Чебоксарского пе дагогического колледжа имени Н.В. Никольского»), Вячеслав Терентьев (Урмарская спортивная школа имени А.Ф. Федорова) и Виктор Павлов (руководитель делегации, и.о. заместителя главы администрации Урмарского округа – начальника отдела образования и молодежной политики). На слете приняли участие 14 команд из различных организаций и предприятий Чувашской Республики, всего было более 140 участников. Организаторы слета подготовили насыщенную программу: преодоление турполосы, мастер-классы, классные встречи (диалоги со спикерами), песенные и танцевальные поединки, испытания от МЧС и другое. На открытие слета прибыли Глава Чувашии Олег Николаев, председатель Госсовета Чувашии Леонид Черкесов, начальник Управления Главы Чувашии по молодежной политике Иван Филиппов, глава города Шумерля Эдуард Васильев и другие ответственные лица. В первый день слета, показав отличную физическую подготовку на турполосе препятствий, команда Урмарского округа заняла 1-е место. В этот же день прошел фуд-корт – гастрономическая встреча от ведущего шефповара Чувашии Михаила Енилина. Вместе с ним все команды смогли приготовить чувашское блюдо «Пашалу с бужениной». Это было феерично и вкусно! Далее прошел мастер-класс по фотодизайну от репортажного фотографа Дениса Смирнова и мастеркласс Натальи Прониной по плетению маскировочных сетей и написанию писем поддержки для бойцов СВО. <...>

Светлана РОМАНОВА, учитель Челкасинской школы в деревне Кульгеши Урмарского округа, член команды «Сектор У».

♦   ♦   ♦


«Тавралăха усă кÿнĕшĕн чун хĕпĕртет»

Çут çанталăк илемне курса çитĕнекен ачасем малашне те пурнăçра унăн тусĕсемех пулса юлаççĕ. Вăрмана е уçланка тухсан каннă вырăна хамăр хыççăн çӳп-çапран тасатманни, юхан шывсене кирлĕ мар, сиен кӳрекен япаласем ывăтни, кӳлĕ таврашĕсене тирпей-илем кĕртменни, йывăçсене сăтăр туни пĕтĕмпех çут çанталăка кӳрентерни шутланать мар-и? Çакăн пирки шкулта тăтăшах аса илтерни, ачасем экологипе çыхăннă мероприятисене хутшăнни вĕсене хамăр пурăнакан тавралăха упрама, сыхлама вĕрентет. Ачасем хастар пулни çеç мар, хăйсен пуçарăвĕпе те тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерни савăнтарать. Елчĕк округĕнчи Елчĕк шкулĕнче кадет класĕнче ăс пухакан Даша Петрова та ку енĕпе самаях маттур. Çамрăк эколог пирки тĕплĕнрех каласа кăтартас тетпĕр.

ТĂПРАНА ТĔПЧЕНĔ, ÇУЛÇĂСЕН ТЫТĂМНЕ СĂНАНĂ

Тăрăм ялĕнчен Елчĕк шкулне çул такăрлатакан Даша Петрова кăçал саккăрмĕш класа каять. Вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер вырăс чĕлхи, математика, биологи предмечĕсене ытларах кăмăллать, тĕрлĕ предмет олимпиадисене хутшăнать. Икĕ çул каялла хĕрача Шупашкарта, пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче экологи, биологи енĕпе иртнĕ лагерьте каннă. Унта ачасемпе ботаника ыйтăвĕсене хускатнă, вĕсене тăпран пахалăхне тĕрĕслеме, йывăç çулçисен тытăмне сăнама тата ыттине те вĕрентнĕ. Çакă ачасене çеç мар, аслисене те пушшех кăсăклантарать. Çавнашкал интереслĕ, кăткăс ĕçсенче хутшăнни Дашăна тата хавхалантарнă — хĕрачан малалла экологи енĕпе вăй хурас, çут çанталăкăн тусĕ пулас шухăш çуралнă.

ÇАМРĂК ЭКОЛИДЕР

Елчĕк шкулĕнче эковолонтерсен отрячĕ хастар ĕçлет. Ăна ертсе пыракансем – директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Кузьмина тата биологи вĕрентекенĕ Елена Морозова. Экологи отрячĕн лидерĕ пулма шăпах Дашăна суйланă. Çамрăк наставникăн пуçарăвĕсене ытти ача хаваспах йышăнать. — Экологи енĕпе иртекен мероприятисем пирки пире ертӳ- çĕсем пĕлтереççĕ, эпĕ — ыттисене. Кашниех вĕсенче хастар хутшăнать, никам та айккинче юлмасть. Малтанах кунта Пĕрремĕшсен юхăмĕ пуçарнă Пĕтĕм Раççейри «Атлас Первых» акцие асăнса хăварас килет. Унпа килĕшӳллĕн, эпир кĕçĕн классенче вĕренекенсене хамăр тăрăхра хĕл каçакан вĕçен кайăксем пирки каласа кăтартрăмăр. Хĕллехи вăхăтра кайăксене уйрăмах çăмăл маррине, апат-çимĕç çителĕксĕррине ачасем лайăх ăнланаççĕ. Çавна май аслăраххисем пулăшнипе кĕçĕн классенче вĕренекенсем сырăшсем ăсталаса шкул садĕнчи йывăçсем çине çакнă. Мĕнле апат пама юраманнине те вĕсем асрах тытаççĕ, — каласа кăтартрĕ çамрăк эколидер. Елчĕк шкулĕн экологи хастарĕсен отрячĕ тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те тухăçлă ĕçлет. Кăçалхи çу уйăхĕнче вĕсем çамрăк экологпа пĕрле çывăхри Пăла юхан шывĕн хĕррине çӳп-çапран тасатнă, типсе кайнă йывăç тураттисене, кĕленче тата пластик савăтсене, канфет хучĕсене пуçтарнă, йĕри-тавра тасатнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Плотина хăйĕн илемĕпе савăнтартăр

Вăрмар округĕнче ирттернĕ «Таса пĕвесем» акцие хутшăнса Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкул ачисем Карак Çырма ялĕ çумĕнчи плотинăн сылтăм пайне тата ун умне çӳп-çапран тасатнă.

Çын — çут çанталăкăн пĕр пайĕ, çавăнпа çут çанталăка упрани — хамăр сывлăха сыхланипех танлашать. Вăрмар шкулĕн ачисем те çакна халех ăнланса, туйса çитĕнеççĕ. Кăçал саккăрмĕш класа каяканскерсем çуллахи каникулта канаççĕ пулин те, плотина таврашне тирпей-илем кĕртес ĕçе хаваспах хутшăннă. Ял çыннисем те, Пысăк Енкасси ял территорийĕн уйрăмĕнче тăрăшакансем те айккинче юлман, ачасемпе пĕрлех вăй хунă. Физика предметне ертсе пыракан, çавăн пекех саккăрмĕш класс ертӳçи Валерий Андреев каласа кăтартнă тăрăх, акцие хăйне евĕрлĕ ирттернĕ. — Ачасене ĕçлеме хаваслă пултăр тесе ăмăрту йĕркелерĕмĕр: ушкăнра икĕ е виçĕ вĕренекен пулчĕ. Кашнинех вуншар метр тăршшĕ вырăн уйăрса патăмăр. Кам пуринчен нумайрах çӳп-çап пуçтарчĕ, теприсен миххи пысăкрах пулчĕ, виççĕмĕшĕсен территорийĕ чи тасиччĕ. Анчах вĕсем ăмăртас тесе мар, çут çанталăка пулăшас тĕллевпе ĕçлени тӳрех палăрчĕ, — терĕ Валерий Васильевич. Чăнах та, пурте пĕрле кар тăрса ĕçлени туслăха тата çирĕплетет. Вăтам Енĕш юхан шывĕ çинчи плотина таврашĕнче тирпей-илем кĕртнĕ çеç мар, ачасемпе кунта экскурси те ирттернĕ, çут çанталăкăн илемне пирĕнех упрамалли пирки каласа кăтартнă. Хамăр тăрăшмасан нимĕн те пулмасть çав. Вĕренекенсене çак акцие хутшăнма никам та хистесе чĕнмен. Кунта вĕсем типсе кайнă йывăç турачĕсене, çӳп-çапа, каяшсене пуç тарса михĕсене тултарнă. Ачасем пĕчĕк лаптăк çинче кăна тăрăшнă пулин те, тавралăха усă кӳнине, экологине упраса хăварас тĕлĕшпе пысăках мар, анчах пĕлтерĕшпĕ ĕç тунине, Çĕр чăмăрĕн тасалăхĕшĕн кĕрешес ĕçе хутшăннине туйса илнĕ. Çакăн хыççăн вĕренекенсен кăмăлтуйăмĕ тата хăпартланнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.