Тантăш 28 (4899) № 25.07.2024

25 Утă, 2024

Кукашшĕ ырă тĕслĕх кăтартать

Димăпа Олег Тарасовсем — Шупашкарти милицин генерал-майорĕн В.А. Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕн вĕренекенĕсем . Дима пиллĕкмĕш класа, Олег тăваттăмĕшне куçнă. Йăмăкĕ Аня — тăватă çулта. Ыттисен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха çак ачасем?

Чи малтанах, пĕчĕкренех чунпа патриот пулнипе. Паллах, кунта амăшĕн Ольга Тарасовăн витĕмĕ те пысăк. Шупашкарта Çĕнтерӳ, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕсем, Германире хĕсметре пулнă Совет çарĕн ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн мероприятийĕсем иртеççĕ-и — вĕсем пур çĕре те хастар хутшăнаççĕ. Çар Мухтавĕн Монуменчĕ патне чечек кăшăлĕ хунă çĕртен те Димăпа Олег тата пĕчĕк Аня нихăш çул та юлмаççĕ. Ачасене ырă та çутă тĕслĕх кăтартса тĕрĕс çулпа хистекенĕ, уявсене пĕрле илсе çӳрекенĕ— кукашшĕ ВладимирВасильев. Владимир Николаевич — Совет тапхăрĕ вăхăтĕнче Германире ерманиреçарта тăнăскер. Унта Тăван çĕршыва хӳтĕленисем Шупашкарта Совет çарĕн салтакĕсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Вĕсем паян 2 пин ытла çын. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулин те патриотла ĕçе питĕ хастар хутшăнаççĕ, çитĕнекен ăрупа тĕлпулусем ирттерессине те ырă йăлана кĕртсе пыраççĕ. Ветерансем професси уявĕсенче яланах пĕрле. Владимир Васильев мĕн пур мероприятие хăйĕн мăнукĕсемпе Димăпа тата Олегпа, çавăн пекех пĕчĕк Аньăпа хутшăнать. Акă мĕншĕн арçын ачасем кадет шкулне суйласа илнĕ.

ПУЛЛА ÇӲРЕÇÇĔ, КУКĂЛЬ-ÇĂМАХ ПĔÇЕРЕÇÇĔ

Çуллахи вăхăтра çамрăк патриотсем кукашшĕ патĕнче, Шупашкар округĕнчи Ассакасси ялĕнче пурăнаççĕ. Кунта хăйне евĕр урăх тĕнче. Кунĕпех уçă сывлăшра, ирĕклĕ… Интереслĕ те хаваслă ирттереççĕ пушă вăхăта арçын ачасем. Кукашшĕпе пĕрмаях пулла, шыва кĕме çӳреççĕ, çырла-кăмпа пуçтараççĕ, пахчара çумлаççĕ, кăпкалатаççĕ. Кадетсем иккĕшĕ те спортпа туслă. Велосипедпа ярăнма, бассейнра чăмпăлтатма, дартс выляма кăмăллаççĕ. «Космос» футбол шкулне çӳреççĕ. Амăшĕ Ольга Владимировна кухньăра кукăль янтăланă чухне вĕсем яланах юнашар. Чустапа аппаланма юратаканскерсем темĕн тĕрлĕ икерчĕ-çăмах пĕçерме пĕлеççĕ. Хăнасем килессине пĕлсен арçын ачасем амăшĕпе пĕрле — тĕпелте. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Диана – гордость гордость школы

Именно так хочется сказать об ученице Чиршкасинской школы имени Л.В. Пучкова Чебоксарского округа Диане Васильевой. Ведь девочка – разносторонняя личность: занимается спортом, волонтерством, участвует во всех школьных, окружных мероприятиях, конкурсах, соревнованиях, олимпиадах, является медийщиком. И это еще не все. Диана также на протяжении нескольких лет сотрудничает с республиканской детской газетой «Тантăш», освещает жизнь своей школы, отправляет в редакцию интересные статьи, заметки на русском и чувашском языках. А сегодня мы хотим познакомить вас поближе с ней.

ЗАНИМАЕТ ПРИЗОВЫЕ МЕСТА

В этом году Диана окончила восьмой класс. В учебе она хорошо успевает. Ее любимые предметы – английский язык, география, обществознание. «Первый мне нравится тем, что мечтаю много путешествовать по миру. Второй притягивает тем, что я хочу основательно изучить нашу страну и весь мир в целом. А обществознание очень занимательный предмет, ведь он помогает узнать о таких важных вещах, как толерантность, экономика, профессии», – рассказывает Диана про свои любимые уроки. Не только старательная подготовка к урокам и хорошая успеваемость в школе развивают ее, знания совершенствует также и участие в олимпиадах, появляется большой интерес к дисциплинам. Диана уже несколько лет подряд участвует в олимпиадах по физкультуре, чувашскому языку и истории и занимает призовые места. «Я считаю, что они важны, так как позволяют понять, насколько хорошо ты знаешь предмет», – так говорит школьница.

«НЕБОЛЬШАЯ ПОМОЩЬ ИМЕЕТ БОЛЬШОЕ ЗНАЧЕНИЕ»

Диана любит заниматься волонтерством. Ведь это занятие приносит ей огромное удовольствие и радость. Под руководством старшего вожатого Натальи Никифоровой они ведут раздельный сбор мусора, чтобы защитить окружающую среду, оказывают посильную помощь пожилым людям в бытовых делах и просто общаются с ними. А также волонтеры Чиршкасинской школы имени Л.В. Пучкова помогают бездомным собачкам найти дом и семью, сооружают кормушки и подкармливают птиц в холодное время года, но это еще не все. «Я чувствую, что делаю что-то полезное для общества и окружающей среды, приобретаю бесценный опыт и знакомлюсь с замечательными людьми. Очень верю, что даже небольшая помощь имеет большое значение», – делится Диана. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Аня — «Орленокра рленокра»

Çăкалăх шкулĕнче пултаруллă ача нумай. Вĕренӳ отличникĕ, спортсмен, артист та пур кунта. Кашниех маттур, ĕçчен, çаврăнăçуллă. Çак йышра саккăрмĕш класс пĕтернĕ Аня Артемьева та пур.

Хĕрача мĕн пĕчĕкренех хастар. Вăл сăвă пăхмасăр калама юратать. Ку енĕпе ирттернĕ конкурссенче пĕрре мар çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Олимпиадăсене те хутшăнать Аня. Сăмах май, пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнче ОБЖ тата физкультура предмечĕсемпе призерсен йышне лекрĕ. Пирĕн шкулта çарпа патриот юхăмĕ аван ĕçлет. Улттăмĕш класранпах «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» командирĕ вăл. Унăн сасси çирĕп. Тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар чи лайăх командирсен йышне лекнĕ. «Пире çак мире хӳтĕлеме шаннă» çарпа патриот фестивалĕнче те Аня ертсе пыракан ушкăн округра, республикăра кашни çулах çĕнтерӳçĕсен йышĕнче. Хĕрача шашкăлла лайăх вылять. Ку енĕпе вăл шкул, округ чысне сахал мар хӳтĕленĕ. Пĕлтĕрхи вĕренӳ çулĕнче округра иртекен «Чудо-шашки» тата «Умные шашки» ăмăртусенчен çĕнтерӳпе таврăнчĕ. Республика шайĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. «Тантăш» хаçатпа туслă хĕрача. Юратнă кăларăмăн страницисенче унăн заметкисем час-часах кун çути кураççĕ. <...>

Марина ВАСИЛЬЕВА.

Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.