Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 27 (4948) № 31.07.2025
«Хура çăл» тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерчĕ
Çак кунсенче Тăвай округĕнче виççĕмĕш хут республика шайĕнчи «Хура çăл» çăл куçсем» экологипе географи фестивалĕ иртрĕ. Ăна кăçал Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çулла» проекчĕпе килĕшӳллĕн йĕркелерĕç. Фестивале Чăваш автономине 105 çул, Аслă Çĕнтерĕве 80 çул, Тăвай округне 90 çул тата Вырăс географи обществине 180 çул çитнисене халалланă.
ВЫЛЯРĔÇ, ĂМĂРТРĔÇ, ÇӲП-ÇАП ПУХРĔÇ
Çутă та усăллă фестиваль тĕрлĕ ăрăва, унпа пĕрлех республикăри тĕрлĕ округа пĕрлештерчĕ. Экологи мероприятине шкул ачисем, педагогсем, волонтерсем, çывăхри ялсенче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Асăннă фестивалĕн тĕп тĕллевĕ: Чăваш Енри çăл куçсене упрасси, вĕсене, ун таврашне таса та тирпейлĕ тытасси. «Хура çăла» 100 ытла çын, тĕрлĕ тăрăхран шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, экологсем, тавра пĕлӳçĕсем пухăнчĕç. Вĕсем — Вăрмар, Канаш, Тăвай, Етĕрне округĕсенчен тата Шупашкар хулинчен. Фестиваль хăнисене Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Елена Хомченко, Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вырăс географи обществин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Инна Никонорова саламларĕç. Фестивальте республика шайĕнче иккĕмĕш хут иртекен ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсен тата «Чăваш Ен — пин-пин çăл куç тăрăхĕ» ландшафтпа архитектура проекчĕсен çĕнтерӳçисемпе призерĕсене чысларĕç. Кунта республикăри 12 округпа хуларан 50 çын хутшăнчĕ. Кайран «Çĕнтерӳçĕ çулли» квест-вăйă иртрĕ. Шкул ачисем валли тĕрлĕ ыйтупа вун виçĕ тематика станцийĕ ĕçлерĕ: «Тĕнче тавра», «Цифрăллă Чăваш Ен», «Гербари», «Йывăçсен ячĕсем», «Экологиллĕ лото», «Кайăк сассисем», «Тăван ен историйĕ», «Чăваш Ен тата Тăвай районĕн спилс-картисем» тата ыттисем те. Интеллектуаллă вăйăсемсĕр пуçне «Дартс» тата «Кольцеброс» спорт ăмăртăвĕсенче те ачасем хăйсене тĕрĕслерĕç. Вăйă пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, командăсем 1, 2, 3-мĕш степень дипломĕсене тивĕçрĕç. СССР Геройĕ Петр Бухтулов ячĕллĕ Тăвай шкулĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи «Чăваш вăрманĕн сукмакĕсем» сертификата тивĕçрĕ. Пĕтĕм Раççейри «Раççей шывĕ» акципе килĕшӳллĕн, фестивальте çăл куç тавра тирпейлерĕç. Волонтерсем 20 хутаçа яхăн çӳп-çап пухрĕç. Фестиваль вĕçĕнче пурне те тутлă хура тул пăттипе, курăк чейĕпе сăйларĕç.
«ЮМАХРИ ПЕК ВЫРĂНА ТАВРĂНАСЧĔ»
Вăрмар округĕнчи Кĕлкеш ялĕнчи Чулкаç шкулĕн «Тăван ен» пĕрлĕхĕ (ертӳçисем Леонид Корнилов тата Светлана Романова) çак усăллă та интереслĕ мероприятие хастар хутшăнчĕç. «Эпир, «Тăван ен» ушкăн, (9-мĕш класри Марина Кузьмина, ушкăн капитанĕ, 6-мĕш класри Максим Архипов, 4-мĕш класри Роман Микка) «Çĕнтерӳçĕ Çулли» экологи квесчĕн мĕн пур станцине тухрăмăр, иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Кунта пире пĕр-пĕринпе туслă тата хăюллă пулни пулăшрĕ. Асăннă мероприятие иккĕмĕш хут хутшăнтăмăр. Пире пĕтĕмпех килĕшрĕ, яланхиллех ăшшăн йышăнчĕç. Фестивале интереслĕ йĕркеленĕ. Хирте пĕçернĕ пăтă епле тутлăччĕ тата! Квест хыççăн пĕр-пĕринпе ăмăртсах çӳп-çап пуçтартăмăр. «Хура çăлтан» киле çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Çитес çул та çак юмахри пек хитре те таса вырăна таврăнасчĕ. Кӳршĕ Тăвай округне пире савăнăç парнеленĕшĕн, каникула тата та хаваслă ирттерме пулăшнăшăн чĕререн тав сăмахĕ калатпăр!» — Чулкаç шкулĕн ачисем хăйсен савăнăçне пирĕнпе пĕрле пайларĕç. Асăннă фестивальте пурте пĕр шухăшлă пулса экологи ыйтăвĕсене татса пама пултарчĕç. Унсăр пуçне, «Хура çăлра» тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерме тата ачасене çут çанталăк пуянлăхне упрамашкăн хавхалантарма май килчĕ. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас