- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 23 (4894) № 21.06.2024
Каникула — Чăваш Ене
Уçă сывлăш, ытарайми çуллахи кунсем, юнашар çывăх туссем, хаваслă кулă… Çаксенчен лайăхраххи мĕн пур-ши? Çуллахи каникула кам мĕнле, ăçта ирттерет-ши? Пĕрисем килте, теприсем ялта кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче, тата теприсем — кану лагерĕнче. Шупашкарта, Атăл хĕрринче вырнаçнă «Бригантина» ача-пăча сывлăх центрĕ иртен пуçласа каçчен хаваслă кулăпа янăраса кăна тăрать. Кунта иккĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Ен ачисемпе пĕрле Запорожье тăрăхĕнчи Бердянск районĕн вĕренекенĕсем канаççĕ. Çулла пуçлансанах кăçал та аякран 45-ĕн килнĕ. Сăмах май, иртнĕ çул кунта Запорожье тăрăхĕнчен 300 ытла шкул ачи сывлăхне çирĕплетнĕ. Ырă кăмăллă Чăваш Ен хăнасене çулсерен хапăл туса йышăнни питĕ савăнтарать.
ПОРТРЕТ ПАРНЕЛЕНĔ
Пĕрремĕш смена иртнĕ эрнекун вĕçленнĕ. Запорожье тăрăхĕн ачисем вăй пухса, сывлăха çирĕплетсе тулли кăмăлпа каялла тăван тăрăха таврăннă. Çĕртмен17-мĕшĕнче вĕсен вырăнне «Бригантинăна» тепĕр 42 ача килсе çитнĕ. Сăмах май, пĕрремĕш сменăрисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та тĕл пулнă. Вĕсемпе телейлĕ пуласлăхпа малашлăх, çитĕнсен мĕнле професси суйласси пирки, туслăх, вĕренӳ çинчен калаçнă, çавăн пекех республика Бердянск тăрăхне тăрăхне мĕнпе пулăшма пултарасси пирки те. Ачасем май килсен шкул валли интерактив доскисемпе компьютерсем парнелеме ыйтнă. Олег Алексеевич ачасен çутă ĕмĕчĕсене май пур таран пурнăçлама шантарнă, лайăх канма, вăй пухма тата çитĕнӳсем суннă. Кăçал та иртнĕ çулти пекех «Бригантинăра» 300 ача канĕ. Сăмах май, Олег Николаева ачасем лагерьтен пушă алăпа яман. Азовское ялтан килнĕ Дарья Беспалова хăй ӳкернĕ портрета парнеленĕ.
РЕСПУБЛИКĂПА ÇЫВĂХРАХ ПАЛЛАШНĂ
Пĕрремĕш сменăра ачасем ăçта кăна çитсе курман-ши? Пуринчен ытла Йĕпреçри этнографи музейĕ килĕшнĕ вĕсене. Уçă тӳпе айĕнчи пĕртен-пĕр музейра хăйсем валли нумай интересли пĕлнĕ. 19-ĕмĕр вĕçĕнчи тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш хресченĕн кил-çурчĕ тĕлĕнтернĕ вĕсене. Çав вăхăтри савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕсемпе, наци тумĕпе тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе кăсăклансах паллашнă. Экскурси хыççăн Йĕпреçри ача-пăча пултарулăх çурчĕ ачасем валли тĕрлĕ лапамра ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Пĕрисем вĕтĕ шăрçаран сулăсем ăсталанă, теприсем твистинг, квиллинг енĕпе йĕркеленĕ лапамсене питĕ килĕштернĕ. «Çамрăк программист» пĕрлĕхе çӳрекенсен робочĕсемпе паллашнă. Виртуаллă машинăпа та, квадрокоптерпа та ĕçлесе курнă. «Ясна» этнокомплекса та çитнĕ ачасем. Кунти тавралăх питĕ килĕшнĕ вĕсене. Час-часах кино курма çӳренĕ. Урамра шăрăх çанталăк хуçаланнă май кашни кунах бассейнра чăмпăлтатса савăннă. Конкурссене, ăс-тăн вăййисене хутшăнса Тав, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ хастарсем. Малтанхи сменăрисем Чăваш Енрен питĕ тулли кăмăлпа таврăннă. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Паспорт из рук Главы региона
Получение первого паспорта – это праздник для ребят, которые достигли четырнадцатилетнего возраста. Такое событие запомнится на всю жизнь. Ведь ребенок становится не только обладателем документа, а еще и полноправным гражданином Российской Федерации. 12 июня на Красной площади города Чебоксары состоялось праздничное мероприятие, посвя- щенное Дню России. В этот день на главной сцене 12 школьников из разных округов нашей республики, которым исполнилось 14 лет, получили свои паспорта. В торжественной обстановке первый документ им вручил Глава Чувашии Олег Николаев. Среди счастливчиков оказалась ученица Чуманкасинской школы Моргауш- ского округа Даша Васильева.
В этом году Даша окончила восьмой класс. Являясь активисткой первичного отделения школы от «Движения Первых», она участвует в разных мероприятиях, конкурсах, предметных олимпиадах, успешно защищает честь своей школы, регулярно попадает в число призеров, победителей. Спорт также является главной составляющей жизни Даши, ведь она занимается им с самого раннего детства, предпочитает легкую атлетику и бокс. Даша – творческая личность. Два года девочка занималась в Моргаушской детской школе искусств у преподавателя Кристины Мясниковой. Но и сейчас она не забросила свое хобби – как только появляется у нее свободное время, Даша сразу же начинает петь и развивать свои музыкальные способности. У школьника каждый учебный год чем-то запоминается: это может быть и поход в музей, цирк, поездка в другой город, необычный случай. Как признается сама Даша, именно получение паспорта для нее стало самым памятным моментом этого года. – 29 мая мне исполнилось четырнадцать лет, и я сразу же подала заявление на получение первого официального документа. А 7 июня мне сообщили о том, что паспорт вручат на торжественном мероприятии, посвященном Дню России. Я даже не могла представить, что его получу в такой праздничной обстановке. Этому рады были все мои близкие, – вспоминает Даша. Настал долгожданный день, и Даша вместе со своей мамой поехала в город. Девочка не скрывает, что этого события она ждала с нетерпением. – На сцену выходить было очень волнительно. В списке я стояла второй. А когда меня вызвали на вручение, появилось чувство гордости за нашу страну, меня переполняла радость. Мне было очень приятно получить свой первый паспорт именно в этот день. Помимо важного документа, нам вручили и памятные подарки. Теперь этот праздник мы, 12 школьников, запомним на всю жизнь, – поделилась впечатлениями девочка. Даша хорошо преуспевает и в учебе. Кроме того, в этом году она участвовала в военно-спортивных играх «Зарница» и «Орленок», является помощником командира команды своей школы. Ее любимые предметы – биология, география и информатика. Последнее она выбрала не зря, ведь свое будущее Даша хочет связать с профессией программиста-проектировщика. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
День памяти и скорби
Я хочу рассказать о своих родных прапрадедах, которые отдали жизнь, сражаясь за Родину. Когда началась Великая Отечественная война, мои прапрадеды Герасим и его брат Дмитрий Мясниковы были призваны на войну.
Герасим Михайлович родился в деревне Молгачкасы Моргаушского района ӳтогда был Сундырский районӲ 27 февраля 1900 года. На войну Сундырский райвоенкомат при звал его в августе 1941 года. Он воевал в пехоте рядовым. После призыва Герасим попал в город Раменское Московской области, потом его перевели в город Калинино, а оттуда на поезде направили в сторону Ленинграда. В декабре 1941 года Герасим пропал без вести под Ленинградом. Дважды прабабушка Марфа Никитична – жена Герасима, одна вырастила и воспитала четверых детей, которые стали достойными гражданами страны. Марфа Никитична – участница строительства Сурского рубежа. Дмитрий Михайлович родился 13 октября 1916 году в деревне Молгачкасы. Он служил в армии три года – с осени 1938 года по декабрь 1940 год в Ленинградской области в городе Ораниенбаум ӳныне город ЛомоносовӲ. Находясь в РККА, участвовал в двух боях – против белополяков в Польше осенью 1939 года и против белофиннов в направлении Карельского перешейка при разгроме их армии и при разгроме самого мощного оборонительного сооружения «Линия Маннергейма», после которого он остался жив. Вернулся с РККА в звании лейтенанта. После начала Великой Отечественной войны Дмитрия Михайловича вновь призвали защищать Родину и отправили на прежнее место службы, но не в город Ломоносов, а в город Тихвин. Он, как бывший офицер, сразу принял взвод и вступил в войну с немцами. В одном из писем он написал, что в одном из наступлений шансов остаться в живых практически нет. Так, в конце декабря 1941 года он погиб в бою, сражаясь за Родину, в возрасте 25 лет. Домой прислали извещение «Пропал без вести». Отец Герасима и Дмитрия – Михаил Федорович и мать Дарья Тимофеевна до самой смерти ждали возвращения своих сыновей домой. <...>
Александра ФЕДОРОВА. Моргаушский округ, Чуманкасинская школа.
♦ ♦ ♦
«Вăрман робинзонĕсем» çĕнтерчĕç
Шкулти вăрман хуçалăхĕсен слечĕ ачасене çут çанталăкпа çывăх пулма, тăван тавралăха упрама хистекен ăмăрту кăна мар, профориентаци лапамĕ те. Çак кану кунĕсенче Шупашкарта, пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче вăл 38-мĕш хут иртрĕ. Слет икĕ куна пычĕ. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пурĕ 9 команда хутшăнчĕ. Ачасем зоологи, ботаника, гидробиологи, вăрманлăх енĕсемпе пĕлĕвне кăтартрĕç.
КАШНИ КАЙĂКĂН — ХĂЙĔН ЮРРИ
Малтанхи кун «Гидробиологи» конкурсра шывра тата пĕве-кӳлĕ, юхан шыв таврашĕнче пурăнакан чĕр чунсемпе ӳсен-тăран пирки тест çырчĕç, пулă ячĕсене тĕрĕс асăнчĕç, шывра пурăнакан хурт-кăпшанка, ӳсен-тăрана палăртрĕç, пĕвесен паспорчĕ пирки каласа пачĕç тата ытти те. Гидробиологсемпе пĕрле кунта вăрманçăсем те хастар ĕçлерĕç. Вĕсем те тест çырчĕç, йывăç-тĕм вăррисене палăртрĕç, ӳсен-тăрана сăтăр тăвакан кăпшанкăсене асăнчĕç. Зоологсемпе ботаниксен конкурсĕ те хăйне евĕр иртрĕ. Кашни ӳсен-тăрана ятран пĕлме ансатах мар. Çамрăк ботаниксемшĕн ку кăткăсах пулмарĕ. Вĕсем кашнинех уйăрма вĕренсе çитнĕ. Эмел курăкĕсем пирки каласа кăтартрĕç. Кашни ӳсен-тăранăн чечекĕ расна тата тĕрлĕ тĕслĕ. Шăрши те пĕрешкел мар. Вĕсем ӳсен-тăрана уйăрчĕç. Çулçăсем те тĕрлĕ кӳлепеллĕ. Пĕрисем тăрăхла, теприсем çаврака, виççĕмĕшсем хĕç пек. Мĕн пур ӳсентăран çулçине тĕрĕс сăнлама тăрăшрĕç çамрăк вăрманçăсем. Кашни кайăкăн хăйĕн юрри. Вĕсене пурте уйăрса илме пултараяççĕ-и-ха? Вăрмана юратакан çамрăк зоологсем ку енĕпе ăста. Вĕсем кашни кайăк сассине, чĕр чун урисен йĕрне палăртрĕç. «Вăрмана упрăр!» конкурс уйрăмах хаваслă иртрĕ. Кунта ачасем пĕр-пĕринпе çывăх паллашма пултарчĕç. Каçхине спорт ăмăртăвĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăл савăнăçлă ташă каçĕпе вĕçленчĕ. <...>
Лена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас