- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 20 (4891) № 30.05.2024
Кукашшĕпе пĕрле чей курăкĕсем пухать
Шупашкарти 36-мĕш шкулта пĕлӳ пухакан Катя Кушманова вĕренӳ çулне мĕн пур «5»-пе вĕçленĕ. Пиллĕкмĕш класс пĕтерсе улттăмĕшне куçнăскер халĕ каникулта. Ăна яланхиллех Элĕк тăрăхĕнчи Мăн Карачура ялĕнче ирттерет. Хастар та тăрăшуллă хĕрача вĕренӳ çулĕ вĕçленес умĕн пирĕн пата редакцие кĕрсе тухрĕ.
АЧАРАНАХ ТИРПЕЙ-ИЛЕМЕ ЮРАТАТЬ
Пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен Катя — хастар волонтер. Вăл ачаран йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланнине юратать. Çавна май хĕрачана пĕчĕкрен экологи ыйтăвĕ канăç памасть. «Çут çанталăка упрасси — кашни çыннăн тивĕçĕ. Çав вăхăтрах пирĕн, ачасен те. Çут çанталăк — этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кӳрекенсенчен хӳтĕлемелле. Этем вара темиçе çĕр пин çул çут çанталăк ытамĕнче пурăнать. Уншăн тавралăх хăйнемайлă «пĕчĕк пӳрт» пулса тăрать. Унта мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Пире шкулта çапла вĕрентеççĕ, çут çанталăк вăл усал тăвакана усал тăвать, юратакана – юратать», — палăртса каларĕ экологи ыйтăвне мала хуракан волонтер. Катя тахçантанпах Шупашкарти ботаника садне тирпей-илем кĕртме çӳрет. Унта çулсеренех çӳп-çап, хăрăк турат пуçтарать. Шкулти территорие тирпей-илем кĕртмелле-и — унтан та тăрса юлмасть.
ЮМАХÇĂ ПУЛМА КИЛĔШЕТ
Ӳркенменскер тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хастар хутшăнать. «Вĕрентӳ вырсарникунне» çӳрет, «Раççей ăмăрт кайăкĕсем» ушкăнри кĕçĕн класс ачисене пулăшать. Спортпа туслăскер волейболла, баскетболла аван вылять. Эрнере пилĕк кун тренировкăна çӳресен те вăл вĕренӳ валли, кĕнеке вулама тата малалла аталанма вăхăт тупать. Çав вăхăтрах Катя пĕлӳ çуртĕнчи «Калейдоскоп» театр кружокне кăмăллать. Сценкăсене ытларах шкулта лартаççĕ вĕсем. Хĕрачана пуринчен ытла юмахçă пулма килĕшет. Театр кружокĕ чăннипех те вăйлă аталанса пырать 36-мĕш шкулта. Ăна вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Елена Викентьева ертсе пырать. Кашни уяврах тĕрлĕ юмахпа, спектакльпе савăнтараççĕ шăпăрлансене. Акă, тĕслĕхрен, çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне «Ленинград блокади» сценка хатĕрленĕ. Унта ăна арçын ача рольне шанса панă. «Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен мана кĕçĕн классен наставникне çирĕплетесшĕн. Вĕсене конкурссене хутшăнма пулăшăп, тĕрлĕ вăйă йĕркелесе ирттерĕп. Ку ĕçе шанса парсан хаваспах пуçăнăп. Мана кĕçĕннисемпе ĕçлеме питĕ килĕшет», — палăртса каларĕ Катя.
КУКАШШĔШĔН ТУНСĂХЛАНĂ
Çуллахи вăхăтра Катя ытларах Мăн Карачурара пурăнать. Унта вăл кукашшĕне пулăшать. «Кукаçи питĕ ĕç чен те тăрăшуллă. Унăн хуçалăхĕ пысăк. Хурт-хăмăр ĕрчетет, кроликсемпе чăхсем тытать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Эпĕ шăварма пулăшатăп, пахчара çумлатăп. Каçхине урамран кĕме пĕлместпĕр, ачасемпе волейболла вылятпăр. Вăхăта кашни кунах усăллă та интереслĕ ирттеретпĕр. Тĕрĕссипе, кукаçишĕн питĕ тунсăхланăччĕ. Каникул мĕнле пуç ланчĕ — тӳрех яла вĕçтертĕм», — савăнăçлăн калаçрĕ хĕрача. Катьăн кукашшĕ — отставкăри полици полковникĕ. Юрий Васильевич участковăйра чылай вăхăт ĕçленĕ. Вăл мăнукĕсене ырă тĕслĕх кăтартать, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарать, хурт-хăмăр пăхма вĕрентет, Тăван çĕршыв патриочĕ пулма хистет. Вĕсем яла килсен çав тери хĕпĕртет. Пушă вăхăта питĕ интереслĕ ирттерме пĕлеççĕ вĕсем. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Стараемся покорять новые вершины»
За одаренными детьми – будущее нашей республики и страны! Активные и целеустремленные, творческие и спортивные – все эти слова описывают нашу талантливую молодежь.
Софья Зуева – именной стипендиат главы администрации города Чебоксары для одаренных детей и молодежи, победитель Всероссийского конкурса «Ученик года – 2023» в номинации: «Лучший ученик среди 3-го класса». Ученица 4-го класса 63-й школы города Чебоксары проявляет себя во всех направлениях: учебном, научном, творческом, спортивном и общественном, а победы на международном, всероссийском и региональном уровнях говорят сами за себя. С ранних лет девочка увлекается танцами и настольными играми. «Мне очень нравится играть в шахматы и шашки, потому что они помогают развивать логическое мышление, концентрировать свое внимание. К тому же, я начала делать первые успехи в этих видах спорта, это не может не радовать! Например, заняла 3-е место в онлайн-турнире «Начинающий шахматист». Спорт, активная деятельность – неотĕемлемые части жизни Софьи. С 2021 года, помимо танцев, она начала заниматься всестилевым карате. У воспитанницы Спортивной общественной организации «Федерации всестилевого карате» Чувашской Республики еженедельно проходят три тренировки. Упорный труд, дисциплина и желание работать дали свои плоды. Благодаря поддержке тренера – бронзового призера чемпионата мира по карате Владимира Ерофеева и своим стараниям она стала обладательницей красного пояса. Нужно отметить, что красный пояс носят представители высших степеней карате от шестого до десятого дана. Эти звания являются почетными, мастера получают их только за особые заслуги перед федерацией и стилем карате. Одарена Софья и музыкально. Прекрасный голос девушки часто можно услышать на сцене нашей республики во время больших праздников. Изобразительное искусство – еще одна из отдушин юного дарования. «С сентября 2022 года я обучаюсь в 4-ой Чебоксарской детской школе искусств по направлению «Изобразительное искусство». Рисование приносит огромное удовольствие, я могу проявить всю свою фантазию, запечатлеть прекрасное, которое меня окружает. Рисование также помогает мне расслабиться. В любом деле, за которое я бы не бралась, стараюсь достичь весомых результатов. Рисование – не исключение. Я неоднократно становилась победителем и призером международных и всероссийских конкурсов: «Гордость страны», «Творчество и природа», «День Земли» и «Просто Космос», «Сказки осени», – рассказывает она. Огромный вклад в победы Софьи делают родители Евгений и Наталия Зуевы. Семья Зуевых очень дружелюбная, они – финалисты Республиканского конкурса «Семья года – 2023». «Моя главная опора – моя семья. Родители поддерживают меня и моего брата во всех начинаниях. Они всегда говорят, что каждодневная забота о счастливом детстве – не просто красивая фигура речи, а реальная цель. В этом году победили в Региональном конкурсе «Семейные экопривычки» и «Счастливы вместе». Мы, семья Зуевых, не любим сидеть на месте, стараемся покорять новые вершины и всегда добиваться поставленных целей. Также очень дружны и гостеприимны, ведем здоровый образ жизни, очень любим читать, работать и отдыхать на природе. Именно такие жизненные увлечения помогают мне достигать больших результатов и быть в оптимистичном настроении!» – делится девочка. <...>
Ангелина ПЫРКИНА.
♦ ♦ ♦
Юлашки шăнкăрав
Сисмерĕмĕр те, вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ. Малтан хăвăртрах шкултан тухса каяс килетчĕ. Акă вăхăт çитрĕ, тăван шкултан, юратнă вĕрентекенсенчен, юлташсенчен уйрăлас та килмест. Юлашки шăнкăрав кунĕнче ирех вăрантăм. Юратнă вĕрентекенсем валли чечек çыххисем хатĕрлерĕмĕр.
Чунра пăлхануллăччĕ. Шкула иртерех çитрĕмĕр. Çичĕ сехетрех пĕлӳ çуртне васкарăм. Ачасемпе, класс ертӳçипе хатĕрленнĕ çĕре тăван шкул ачасен сассипе тулчĕ. Пурте капăр тумланнă, аллисенче — тĕрлĕ тĕслĕ хăмпă. Тăхăр сехетре линейка пуçланчĕ. Эпир класра иккĕн кăна. Кĕçĕн класра пиллĕкĕнччĕ. Ыттисем хулана кайса пĕтрĕç. Уява Аня Артемьевăпа Валерия Андреева уçрĕç. Пире шкул директорĕ Александр Кошелев саламларĕ. Тĕрлĕ конкурсра, ăмăртура, олимпиадăра çĕнтернĕ ачасене Хисеп хучĕсем, дипломсем парса чысларĕ. Юратнă вĕрентекенсем, çывăх çынсем нумай ăшă сăмах каларĕç, экзаменра ăнăçу сунчĕç. Эпир те, тăххăрмĕшсем, пурне те тав турăмăр. Класс ертӳçине Надежда Исаковăна пирĕнпе пĕрле пулнăшăн, анне евĕр юратнăшăн ăшă сăмахсем каларăмăр. Кĕçĕн класс ачисем юрă-ташăпа саламларĕç, сăвăсем каларĕç. Юлашки шăнкăрава шăнкăртаттарма пĕрремĕш класра вĕренекен Ангелина Константиновăна шанчĕç. Чуна хумхантарса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Тăван тăрăхрах ăрăхрах курмалли урмалли чылай
Тепĕр вĕренӳ çулĕ те вĕçленчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха çак вăхăт? «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, эпир çулталăк тăршшĕпех тăван республика тăрăх çӳл çӳревре пултăмăр.
Чи малтан Канаш округĕнчи Мăкăр кĕперне çитсе куртăмăр. Вăл Канаш округĕн историпе культура палăкĕ çеç мар, Чăваш Республикин чи кăсăклă архитектура вырăнĕсенчен пĕри те. Шăпах çав кун ăна курма Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан ентешсем те çитнĕччĕ, вĕсемпе асăнмалăх сăн ӳкерĕнтĕмĕр, пĕрле курса çӳрерĕмĕр. Вăхăт иртсен эпир Куславкка тăрăхне çул тытрăмăр. Чи малтан Куславккари Николай Лобачевский музейĕнче пултăмăр. Паллă математик пурăннă çуртра курмалли чылай. Каярах Атăл хĕрринче уçă сывлăшра хитре вырăнсене курса килентĕмĕр. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă мемориала та çитрĕмĕр. Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ те асра. Питĕ интереслĕччĕ! Тĕп хулара кăларакан пысăк тракторсем çине ларса куртăмăр, хурçă урхамахăн тĕрлĕ моделĕпе паллашрăмăр. Çав кунах Василий Чапаев начдивăн музейĕнче пултăмăр. Паллă ентешĕн чылай япали упранать унта. «Тачанка» пире уйрăмах килĕшрĕ. Çу уйăхĕн вĕçĕнче Мари Республикине çитсе килтĕмĕр. Йошкар-Олара курмалли нумай. Инçе çул пире ывăнтармарĕ. Кунти ăстасемпе пĕрле сыр, шăккалат хатĕрлеме вĕрентĕмĕр, «Йошкин кот» ятлă пĕремĕке хамăрах илемлетрĕмĕр, унтан пурте пĕрле чей ĕçрĕмĕр. Юлашкинчен ипподромра пултăмăр, кашниех лаша утланса курчĕ. Малтанах хăрарăмăр-ха, анчах урхамахсем лăпкăччĕ. <...>
Степан ВАСИЛЬЕВ. Вăрнар округĕ, Калининăри интернат шкул.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас