Тантăш 2 (4822) № 19.01.2023

19 Кăрлач, 2023

«Кĕнеке пекех, хаçат нихăçан та пĕтмĕ»

«Шупашкар-Арена» пăр керменте Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уяв кăçал хăйне евĕр иртрĕ. 2023 çула республикăра Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă май, вăл «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсенчен пуçланчĕ. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхне Олег Николаева фойере кĕтсе илчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Сăмах май, çамрăк корреспондентсем Олег Николаевпа пĕрремĕш хут тĕл пулмаççĕ. Иртнĕ çулхи акан 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, унпа Пичет çуртĕнче ăшă тĕлпулу иртнĕччĕ.

Пĕринчен тепри чĕрĕрех

Шăматкун Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă уява «Тантăшăн» чи хастар çамрăк корреспонденчĕсем килсе çитрĕç: Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровски шкулĕнчи Ксюша Щербакова, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче пĕлӳ пухакан Милана Бобина, Тимур Амасев, Таня Патшина тата Шупашкарти 37- мĕш шкулти Настя Ларшникова. Ачасемпе пĕрле уявра пирĕн чĕрĕ «Тетте» те савăнчĕ, лара-тăра пĕлменскер кашни хăнан кăмăлне тупма тăрăшрĕ, асăнмалăх сăн ӳкерĕнчĕ, Олег Алексеевича алă тытсах сывлăх сунчĕ. Пирĕн çамрăк корреспондентсен ыйтăвĕсем ансатчĕ, çав вăхăтрах — Пичет кунĕпе килĕшсе тăраканнисем. «Интернет сӳнсе ларсан эсир мĕн тунă пулăттăр?» — Олег Алексеевича курсанах Милана Бобинăна çак ыйту кăсăклантарчĕ. «Интернет сӳнсе лармасть. Мĕн тума сӳнмелле унăн? Енчен те ун пек ыйту сиксе тухсан, эпĕ информацие хаçат-журналтан илĕп. Интернета ку таранччен çитмен ялсене те илсе çитерме тăрăшатпăр», — хуравларĕ Олег Алексеевич. «Паянхи журналистăн мĕнлерех пулмалла?» — ыйту пачĕ Ксюша Щербакова. «Паллах, паянхи журналистăн пурне те пĕлме тăрăшмалла, нумай вуламалла, тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçмалла, пурнăçри пулăмсене йăлтах курса, сăнаса тăмалла», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Пĕринчен тепри чĕрĕрех пулчĕç пирĕн çамрăк корреспондентсем. Акă, Настя Ларшникова Олег Алексеевич телевизор пăхнипе пăхманнине пĕлесшĕн пулчĕ. «Паллах, пушă чухне телевизор пăхатăп. Хальхи пурнăç таппипе тан пыма тăрăшатăп», — çапларах хурав пачĕ Пуçлăх. Таня Патшинана малашнехи, тепĕр 10 çултан, хаçат-журнал шăпи епле пуласси кăсăклантарчĕ. Ку ыйтăва вăл Олег Алексеевича та пачĕ. «Паллах, хаçатсем пулаççĕ, вĕсемсĕр мĕнле-ха? Кĕнеке пекех, хаçат та нихăçан та пĕтмĕ», — çапла каларĕ Олег Николаев. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Не просто игры: шах и мат

Спокойствие и расчетливость, уверенность в своих силах и доскональное знание правил игры – так можно охарактеризовать шахматистов для тех, кто мало с ними знаком. Это постоянная трезвость ума, определенная стратегия и навыки считывания действий своего противника. Приведем определение: шахматы – это настольная логическая игра, в которой соревнуются друг против друга два человека. Ее приписывают к отдельной спортивной дисциплине, а иногда даже к искусству и науке. Свой путь с конем и королевой в руках прокладывает и Максим Александров. Тренируется он у Александра Пучковского, преподавателя спортивной школы «Спартак». Однако, занятия Максима проходят в его родной школе. Классный руководитель мальчика Светлана Крылова приглашает тренера в школьный кабинет, где они и занимаются.

Юный гений

Сейчас Максиму 9 лет. Он учится в третьем классе 62-й школы города Чебоксары. Изначально мальчик пробовал заниматься плаванием и робототехникой. Однако, больше всего заинтересовали именно шахматы. На сегодняшний день это его любимое занятие. Еще одним интересом Максима является математика. Он часто участвует в математических олимпиадах и занимает призовые места на городском этапе. Так совпало, что в будущем Максим хочет стать программистом – увлечение математикой и занятие робототехникой сделали свое дело. Как и шахматы, которые развили в нем навыки логики и внимание к мелочам. «Программистом хочу стать, а для этого нужно хорошо знать английский и математику. Мне легко даются эти предметы, поэтому я думаю, что стану отличным специалистом!», – поясняет Максим. Если программированию еще предстоит обучаться, то в шахматах у юного спортсмена уже есть определенные навыки и достижения. В прошлом году его учебная группа заняла 2-е место по командному зачету в чемпионате Чувашии. Кроме того, ребята часто участвуют в шахматном фестивале Библиочесс, который проводят на базе Национальной библиотеки Чувашии. Мероприятие может идти по несколько часов – с утра до вечера, и все это время юные шахматисты увлеченно борются друг с другом, оттачивая свое мастерство. <...>

Надежда МАКАШИНА.

♦   ♦   ♦


Юратнă шкул – 90 çулта

Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкул 1932 çулта Константин Иванов урамĕнчи икĕ хутлă çуртра уçăлнă. Ку вăл кирпĕчрен тунă хулари пĕрремĕш шкул пулнă. Малтан унта вун пилĕк класс таран шутланнă, 600 ача пĕлӳ илнĕ. Çак вĕренӳ çурчĕ Максим Горький ячĕпе хисепленсе тăнă. Каярах унта юнгăсен шкулĕ пулнă. Ун хыççăн вăхăтлăха кадетсен корпусне вырнаçтарнă. 1983 çулта шкула Афанасьев урамĕнчи çĕнĕ çурта куçарнă. Шкулăн хальхи директорĕ — Марина Михалева.

Ырă кăмăллă ертӳçĕ вĕрентекенсене те, шкул ачисене те яланах ăшă кулăпа кĕтсе илет. Пурне те пулăшма хатĕрскер сывлăх суннипе çеç çырлахмасть, кашнинчен еплерех ĕçсем пынине, мĕн кăсăклантарнине те ыйтса пĕлет. Шкул ачисем вĕрентекенсене хисеплеççĕ. Ăста поварсем пĕçернĕ тутлă апата та юратсах çиеççĕ. Юбилей тĕлне ачасем тĕрлĕ ăмăртăва, квеста, флешмоба, концерта хутшăнчĕç, проектсем хӳтĕлерĕç, презентацисемпе саламлă видеороликсем хатĕрлерĕç, шкул тата хăйсен юратнă вĕрентекенĕсем пирки сочинени çырчĕç. «Урокри тата тăхтаври интереслĕ самантсем» ятпа ӳкерчĕксен, сăн ӳкерчĕксен куравĕ пулчĕ тата ытти те. Ачасене «тĕрлĕ тĕслĕ кунсем» те килĕшрĕç. Тĕслĕхрен, тунтикун вĕрентекенсемпе шкул ачисен уяв тумĕ çине симĕс аксессуар ªгалстук, брошка, заколка, бантикº çакмалла пулчĕ. Шкул директорĕпе ачасем 1950- 1960 çулсенчи вĕрентекенсен тата шкул ачисен сăн ӳкерчĕкĕсене пухса пуян фотоархив йĕркелерĕç. Марина Владимировна каланă тăрăх, вĕрентекен вăл — адвокат евĕрех, ачашăн хыпса çунать тата унăн лайăх енĕсене аталантарма тăрăшать. Шкулăн тĕп тĕллевĕ — ачасене çирĕп пĕлӳ парасси çеç мар, тĕрлĕ енлĕ аталантарасси те. Пирĕн вĕренекенсем спортпа та туслă. — Шкулти самбо залĕ — республикăра чи чапли. «Самбо – в школу» Пĕтĕм Раççейри проекта хутшăнса пирĕн шкул пысăк çитĕнӳсем те турĕ. Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Уруков Константин Иванов урамĕнчи 2-мĕш шкулта вĕреннĕ. Вăл чăннипех те патриот пулнă. Шел, Аслă Çĕнтерӳ кунĕ çитиччен тăватă уйăх маларах паттăррăн пуç хунă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Унăн ячĕпе халь 2-мĕш шкул хисепленет. Вĕренсе тухакансен йышĕнче генералсем, паллă физиксем те пур. <...>

Роза ОСИПОВА, Светлана КЕДРОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенсем. Шупашкарти 2-мĕш шкул.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.