- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш 18(4889) № 16.05.2024
«Хумсем çырана çапнине кун.пех сăнама хатĕр»
«Артек», «Орленок», «Смена» ача-пăча центрĕсенче канма ĕмĕтленмен шкул ачи пур-ши? Паян Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсене лекме ытла кăткăсах мар. Республика шайĕнче тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартакансем вĕсенче темиçе хут та пулса кураççĕ. Йĕпреç округĕнчи Çăкалăх шкулĕн вĕренекенĕ Ирина Кошелева «Тантăш» хаçатăн лауреачĕ, чи хастар, чи çывăх тусĕ. Нумаях пулмасть вăл Пĕтĕм Раççейри «Артек» ача-пăча центрĕ- нчен канса таврăннă. Ирина унта вĕренÿри, спортри, общество ĕçĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн кайма тивĕçнĕ.
ТУНСĂХЛАМА ВĂХĂТ ПУЛМАН Ирина Кошелева «Артекри» кашни кун йĕркине дневника кĕскен çырса пынă, вăл «Хрустальный» лагере лекнĕ. «Хам пурнăçăмра пĕрремĕш хут тинĕс куртăм. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăл! Кашнинчех тĕрлĕ тĕслĕ тата. Ун çине пĕр вĕçĕм пăхас килет. Тинĕс шавĕ тата мĕне тăрать! Хумсем çырана пыра-пыра çапнине кунĕпех сăнама хатĕрччĕ», — тинтерех кăна Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнчен канса таврăннăскер хавхаланса калаçрĕ. Туристсен отрядне лекнĕ вăл, çакăншăн калама çук хĕпĕртенĕ. Кунта вырнаçсанах ачасене тĕрлĕ тĕвĕ çыхма вĕрентме тытăннă. Ку енчен Иринăна йывăр пулман. Вăл хăй тахçанах çыхма пĕлнĕрен тантăшĕсене те пулăшма васканă. Çакă «Артекра» кирлĕ пулса тухасси пирки малтан шухăшлама та пултарайман. Тĕвĕ çыхассипе конкурс та ирттернĕ. Çичĕ тĕрлине хатĕрлемелле пулнă. Тĕрĕс çыхакансене зачет лартнă. Ирина кунта та хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă хĕрачана сăмахсăрах зачет лартнă. Пултаруллă çын пур çĕрте те пултаруллă тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Акă «Сюжетлă ташă каçĕнче» Çулла сăнарне Иринăна шанса панă. Паллах, çухалса кайман пирĕн чăваш хĕрачи, ăна вăл пурне те килĕшмелле калăпланă. <...>
Елена АТАМАНОВА
♦ ♦ ♦
«Главное достижение – победа на Первенстве России»
Порядка 400 сильнейших спортсменов из 50 регио- нов России приняли уча- стие в Первенстве России по смешанному боевому единоборству ММА, впер- вые прошедшему в Чу- вашии. С 25 по 29 апре- ля город Чебоксары на базе Спортивной школы олимпийского резерва ; 7 им. В. Ярды собрал сильнейших спортсменов. Были разыграны награды национального первенства среди юношей 12-13 и 14-15 лет. В составе сбор- ной Чувашии выступили 11 юношей и 5 девушек.
По результатам национального первенства обладателем золотой медали стал Роман Лукин, завоевавший звание бесспорного лидера в весовой категории 57 кг среди юношей 12-13 лет. Рома обучается в шестом классе 4-го лицея города Чебоксары. В спорт он пришел в шесть лет: два года занимался гимнастикой, четыре года – тайским боксом, а сейчас второй год посвящает себя смешанным боевым искусствам. – Когда мне было шесть лет, папа привел меня в большой спорт. Сейчас я являюсь воспитанником тренера Андрея Жилкина. Тренировки проходят у нас ежедневно в течении двух часов, а в преддверии соревнований – два раза в день. В межсезонье упор делается больше на физические нагрузки и отработки приемов, а перед соревнованиями «разгонка» и подготовка веса. Однако, после каждой тренировки я ощущаю приятную усталость,» – делится Рома. <...>
Ангелина ПЫРКИНА
♦ ♦ ♦
Туслă çемьере — ăс, вăй, малашлăх
«Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян…» — çак сăмахсем юрăран. Шăпах аттепе аннен юратăвĕ пире, ачасене, пурăнма хавхалантарать. Ачалăх савăнăç лă килтĕр тесен çемьен вăйлă, чăтăмлă, туслă пулмалла. Эпĕ хама телейлĕ çемьере çитĕнетĕп тесе шухăшлатăп. Аттепе анне çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ, йăмăкăмпа шăллăм ачашлăх парнелеç çĕ. Кайран та çемье мана пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшасса шанатăп. Мĕн пĕчĕкрен аттепе анне пире, тĕпренчĕкĕсене, телейлĕ çитĕнтерме тăрăшаççĕ, тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ, пĕрле пăшăрханаççĕ. Эпир шкулта, хулара, республикăра, Раççей шайĕнче тата тĕрлĕ халăх хушшинчимероприятисене, конкурссемпе фестивальсене хутшăнса малти вырăнсем йышăнатпăр. Чи кирли пĕрлĕхре вăй пулнине аттепе анне пĕрре мар ăнлантараççĕ. Тăрăшсан пĕтĕмпех пулать. Пирĕншĕн çемье яланах ăшă йăва пек. Унта начаррине те, лайăххине те пĕрле сÿтсе яватпăр. Аттепе анне, йăмăкпа шăллăм — юлташсем пекех. Пĕр-пĕрне пулăшни, кашнин çитĕнĕвĕшĕн савăнни, ĕçе юратни, аслисене хисеплени вăй, ăс кÿрет. <...>
Катя ФЕДОРОВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас