Тантăш 18 (4838) № 11.05.2023

11 Çу, 2023

Парад мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа кăçал 78 çул çитрĕ. Совет салтакĕсем хаяр тăшмана тĕп тăвас тесе хăйсене шеллемесĕр çапăçнă, пире тăнăçлăх, таса тӳпе парнеленĕ. Вĕсен паттăрлăхне кашниех пĕлет, асра тытать. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттереççĕ. Эрнекун, çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре шкул çулне çитменнисен тата хулари шкулсенчи çамрăк армеецсен парачĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Унта 2500 ытла ача хутшăнчĕ.

Шкул çулне çитменнисен тата çамрăк армеецсен парачĕ çитĕнекен ăрăвăн патриотла воспитанине аталантарать, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен паттăрлăхне асра тытма май парать. Сумлă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. — Çĕнтерӳ кунне халалласа эпир тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, хамăрăн паттăрсене, вĕсен мухтавлă ĕçне аса илетпĕр, савăнатпăр. Шкул çулне çитменнисен тата çамрăк армеецсен парачĕ пирĕн çĕршывра хăйне евĕрлĕ пулăм, — терĕ Олег Алексеевич мероприятие хутшăннисене саламланă май. Асăннă парада пĕрремĕш хут 2015 çулта ирттернĕ. Кăçал унта МЧСра ĕçлекенсен, тинĕс, сывлăшпа десант çарĕсенче тăракансен, моряксен, десантниксен, вăрçă çулĕсенчи салтаксен тумне тăхăннă шăпăрлансем пулчĕç. Çавăн пекех шкулсенчи шырав отрячĕсен хастарĕсем, кадет класĕсенче вĕренекенсем, «Юнарми» юхăмĕнче тăракансем утса тухрĕç.

ПĔЧĔКСКЕРСЕН КУÇĔ ТЕ ШЫВЛАННĂ

Вăрçă темипе çыхăннă юрă-кĕвĕ уява пуянлатрĕ. Парада хутшăннă кашни шăпăрлан тата вĕсен воспитателĕсем мăнаçлăх туйăмĕ çак кун тата вăйлăрах пулнине пытармарĕç. — Эпĕ паянхи парада иккĕмĕш çул хутшăнатăп. Ман шухăшпа, кунта килнĕ кашни ача, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пирĕн салтаксемпе мăнаçланаççĕ. Ача садне çӳрекен шăпăрлансене те Аслă Çĕнтерĕве туптанă мăн асаттекукаçисен паттăрлăхĕ пирки каласа кăтартатпăр, мероприятисем йĕркелетпĕр, фильмсем пăхатпăр. Çавăн пекех ачасемпе пĕрле чечексем лартса çитĕнтеретпĕр, унсăр пуçне ветерансемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть кăна çавнашкал мероприяти иртрĕ. Ветеран вăрçă вăхăтĕнче мĕнлерех условисенче пурăнни пирки ачасене каласа пачĕ. Пĕчĕкскерсен куçĕ шывланни те сисĕнчĕ, — каласа кăтартрĕ 122-мĕш ача сачĕн педагог-психологĕ Наталия Зеткина. Шупашкарти 11-мĕш шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Даша Алендеева парадра пĕрремĕш хут пулнине пĕлтерчĕ. — Эпир класпа тĕрлĕ мероприятие хутшăнатпăр, анчах та çакăн евĕрлинче пĕрремĕш хут. Хумхантăмăр та. Кăçалхи парада шкултан пирĕн класс кайма тивĕçлĕ пулни калама çук савăнтарчĕ. Хатĕрленме йывăрах пулмарĕ. Пирĕн ушкăн туслă, пĕр-пĕрне ăнланатпăр. Эпир — çĕршывăн пуласлăхĕ. Уншăн яваплă пулмаллине пĕлетпĕр, туятпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма манăн мăн кукаçи те хутшăннă. Унпа мăнаçланатăп. Пирĕн вĕсене паянхи пурнăçшăн, таса тӳпешĕн тав тумалла, — терĕ хĕрача. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


«Делай то, что любишь. Люби то, что делаешь делаешь»

В современном мире молодежь имеет возможность освоить практически любое дело. Главное иметь под рукой правильного наставника. Если это изучение языков, то можно общаться с их носителями для развития речи. Если нравится писать тексты, сочинять стихи и рассказы – можно обратиться в издание или принять участие в конкурсе сочинений. Кто-то выбирает рукоделие. Это непростое, но очень увлекательное занятие! Карина Цыганова знает, как сшить практически любую вещь. Не так давно она стала призером заключительного этапа Всероссийской олимпиады школьников по технологии.

КТО ОН – ТВОРЧЕСКИЙ ЧЕЛОВЕК?

Карине 17 лет, учится в 11-ом классе 47-ой школы города Чебоксары. Любимый предмет – биология, а раздел этой науки – анатомия. В средних классах особое внимание уделяла изобразительному искусству, музыке и технологии. «Творческие» предметы заняли главное место в сердце школьницы, и она продолжает с каждым днем развивать свои таланты. Сейчас увлекается пошивом одежды и созданием эскизов. «Раньше я часто оставалась после уроков, чтобы заниматься любимым делом в кабинете технологии», – делится девочка. Примером для юного таланта послужила мама. Она работает швеей. Школьница еще в детстве подолгу наблюдала за трудом мамы, которая за вечер могла сшить сарафан для выступления. Карина тоже начала интересоваться рукоделием. Еще в начальной школе впервые попробовала работать за швейной машинкой. В пятом классе классной руководительницей девочки стала учитель технологии Наталия Выйгетова, которая закрепила любовь Карины к этому предмету. По сей день она поддерживает и направляет воспитанницу. Сейчас Карина вышла на профессиональный уровень – занимается рукоделием под руководством преподавателей в техникумах, перенимает их навыки. <...>

Юлия КОЛЬЦОВА.

♦   ♦   ♦


В центре событий

Межрегиональный фестиваль детских и юношеских медиапроектов «МедиаВзлет» собрал самых талантливых и творческих ребят. Они разрабатывали свои проекты, отправляли работы на конкурс, участвовали в мастер-классах, занимали призовые места.

«ЛУЧШАЯ ШКОЛЬНАЯ СТОЛОВАЯ» 

Звания «Лучший школьный медиацентр» удостоились ученики школы поселка Опытный Цивильского муниципального округа. Начиналось все с того, что 19 октября 2019 года на базе школы открылась «Точка роста» – сеть образования цифрового, естественного, технического и гуманитарного профилей, организованная в рамках проекта «Современная школа». С этого момента ребята начали активную работу по разработке цифрового информирования учеников школы, делали первые шаги к созданию школьного медиацентра. Запустили школьное телевидение, где рассказывают о событиях, успехах учеников. «В фойе школы находится большой телевизор. Малыши, ученики начальных классов любят смотреть новости и очень радуются, когда видят себя в кадре», – делятся ребята. До создания медиацентра школа принимала участие в различных творческих конкурсах, не стояли на месте, старались быть в центре событий. К примеру, выиграли конкурс «Лучшая школьная столовая», чем очень гордятся.

ОДНИ ФОТОГРАФИРУЮТ, ДРУГИЕ СНИМАЮТ

Для создания качественных и интересных видеороликов с хорошей озвучкой ребята каждый день собираются после уроков в кабинете информатики. Ведут социальные сети: группу «Школьная страна», открыли фотостудию. Виктор Павлов – тот, кто наставляет и помогает юным корреспондентам. Здорово, что учитель информатики во всем поддерживает ребят: помогает им участвовать в конкурсах, учит навыкам монтажа и принимает участие в создании информационных роликов. В создании новостей могут участвовать ученики 5-11 классов. Каждый выполняет свои задачи, но все ради одного большого дела: одни фотографируют, другие снимают, ребята постарше озвучивают и монтируют. В число участников медиацентра входят талантливые ученики школы: одни пишут очерки, другие – стихи. У каждого свое видение, свой язык. <...>

Лена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Конкурс çĕнтерÿçисем

Çулсеренех иртекен «Абилимпикс» конкурса пирĕн шкулти вĕренекенсем хастар хутшăнаççĕ. Кăçал унта тăхăр ача кайма тивĕçлĕ пулчĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ ăмăртура пирĕн вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. «Йывăçран илемлĕ касса кăларассипе» Ивар Алексеев пĕрремĕш, Антон Романов иккĕмĕш пулчĕç. «Столяр ĕçĕ» номинацире Дмитрий Иванов виççĕмĕш вырăна тухрĕ. «Чăваш тĕрри» тупăшура шкул чысне икĕ хĕрача хӳтĕлерĕ. Александра Дмитриева çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ, Людмила Ендерова тăваттăмĕш пулчĕ. Çекĕлпе çыхса Вера Макарова çĕнтерчĕ. Нонна Григорьева çĕвĕçсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш, Виктория Филиппова «Илемлĕ тĕрĕ» номинацире иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Атă-пушмак юсакансен хушшинче Владимир Ендерова çитекенни пулмарĕ. <...>

Галина КАДЫКОВА, Вăрнар округĕ, Калининăри интернат шкул.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.