Чăвашла верси
Русская версия
Тантăш 14 (4935) № 17.04.2025
«Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем»
«Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» вĕрентӳ проекчĕ çинчен илтмен ача юлман та пуль. Ăна пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче пуçарнăччĕ. Ку ахальтен мар. Шăпах çак кун, 95 çул каялла, авиацин генерал-майорĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт çуралнă. Шуршăл ялĕн мăнаçлă ывăлĕ Чăваш Ен ятне тĕнче уçлăхне çитиех çĕклени пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Иртнĕ эрнекун, шăпах Космонавтика кунĕ умĕн, пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» проектăн пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
150 ПИН ЫТЛА АЧАНА ПĔР ЧĂМĂРА ИЛНĔ
«Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» вĕрентӳ проекчĕ шайĕнче республикăри шкулсенче Андриян Николаев космонавт-летчикăн ĕçĕ-хĕлне халалласа уроксем, класс сехечĕсем, мероприятисем йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енри 150 пин ытла шкул ачи хутшăннă. Чи пĕлтерĕшли — «Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» проектăн анимациллĕ сăнарĕсене шухăшласа кăларассипе конкурс йĕркелени. Кунта 1648 хутшăнаканран виçĕ пин ытла ĕç килнĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче вара чи маттуррисене палăртнă. Проектăн иккĕмĕш пайĕ кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пуçланнă. Вăл çу уйăхĕнче вĕçленет. Хальхинче ачасене эссе, сăвăсем шăрçалас, видеороликсем тата кĕске мультфильмсем тăвас, проектăн сăнарĕсемпе усă курса программа тата 3Д-моделировани хатĕрлес енĕсемпе конкурссенче хутшăнма сĕннĕ. «Шуршăл çийĕн санăн çăлтăрусем» проектăн хастарĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Наталья Николаева, вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров тата ытти сумлă хăна саламларĕç. — Çак проект пирĕн ачасем ĕмĕтленме, хăйсен интереслĕ проекчĕсене сĕнме пултарнине кăтартса пачĕ. Вĕсен шухăшĕсем пирĕн кулленхи пурнăçа улăштарма та пултараççĕ. Эпир ачасен сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшăпăр, мĕншĕн тесен космоса тишкерни çул уçать, Тăван çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратать, — палăртрĕ регион ертӳçи Олег Алексеевич.
ЧИ ХАСТАРРИСЕНЕ ПАЛĂРТРĔÇ
«Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» проекта хутшăнса ыттисенчен уйрăмах хастарлăх кăтартнă шкулсене палăртрĕç. Вĕсем çаксем: Шăмăршă округĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕ, Шупашкарти 40-мĕш шкул тата Патăрьел округĕнчи Патăрьелти 1-мĕш шкул. — Йыхрав килсен ăна ачасем хаваспах йышăнчĕç. Пирĕн вĕренӳ учрежденийĕнче 46 класс. Вĕсем кашниех хăйсен пултарулăхне çак конкурсра хастар кăтартрĕç: ӳкерчĕксем ярса пачĕç, фотоколлажсем турĕç, видеороликсем ӳкерчĕç. Унсăр пуçне чылай ача Шуршăлти Космонавтика музейне çитсе килчĕ, Андриян Николаев, космос çинчен пĕлчĕç, — Патăрьелти 1-мĕш шкулта еплерех ĕçсем ирттерни çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ унăн директорĕ Наталья Андреева. «Шуршăл çийĕн сан çăлтăрусем» проекта хутшăннисене «Роскосмос» космонавчĕсем те саламларĕç, ăнăçу сунчĕç, вăл еплерех пурнăçланнине вĕсем унăн пуçламăшĕнченех сăнаса пынине пĕлтерчĕç.
«КОСМОГЕНИ ШКУЛĔНЧЕ» АТАЛАННĂ
Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «Космогени шкулĕ» профильлĕ программа ĕçленĕ. Унта вĕренекенсем пĕр эрне пурăнса космос пĕлĕвне аталантарнă, конкурссене, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Вĕсем пурте маттур, çивĕч ăстăнлă, мал ĕмĕтлĕскерсем. Чи хастаррисен йышĕнче Тăвай округĕнчи Тăрмăш шкулĕнче вĕренекен Ксения Васильева та пур. Хĕрача виççĕмĕш çул хăйне медиа енĕпе аталантарать. — «Космогени шкулĕ» çав тери кăмăла кайрĕ. Пирĕн пушă вăхăт пĕрре те пулмарĕ: кунсем тухăçлă иртрĕç, эпир тĕрлĕ мероприятие хутшăнтăмăр, уроксенче вĕрентĕмĕр. Кунта килме йыхравласан савăнсах килĕшрĕм. Çак проектра эпĕ темиçе конкурса хутшăнтăм, иккĕшĕнче палăртăм. Хамăр шкулти медиацентр хастарĕ пулнă май, мана видео ӳкерме килĕшрĕ», — каласа кăтартрĕ хĕрача. Чăваш Енре ачасен хушшинче космоса еплерех аталантармаллипе çыхăннă хăйсен шухăшĕсене Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре çиччĕмĕш класра ăс пухакан Кирилл Оплетаев «Кванториум» технопарка çӳрет. Мĕн пĕчĕкренех космос енĕпе интересленекенскер ку проекта хутшăнса ятарлă сайт хатĕрленĕ. — Вăл рейтингпа ĕçлет. Ача пирĕн сайта кĕрсе çывăх вăхăтра мĕнле конкурс е олимпиада иртесси çинчен вуласа пĕлет те унта хутшăнать. Кайран хăйĕн кăтартăвĕсене, дипломне, сертификатне сайта вырнаçтарать. Пĕтĕмпех пăхса тухнă хыççăн вĕренекене балсем параççĕ. Çав кăтартусем тăрăх ача Чăваш Енри пĕр-пĕр вырăна çитсе курма путевкăна тивĕçме пултарать, — пĕлтерчĕ Кирилл. Хăйĕн проектне вăл малалла та аталантарма тĕллев лартнă. «Космогени шкулĕнче» вĕреннисем çавăн пекех тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă тумсене те сăнарларĕç. <...>
Татьяна ФИЛИМОНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас